Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ефим тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук ҫапакан та пулнӑ, авӑн ҫапакан машина барабанӗ патӗнче те ӗҫленӗ е арӑмӗпе пӗрле «вӑхӑтлӑха» кӗрӗшсе суха тунӑ, тырӑ акнӑ, утӑ ҫулнӑ, ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хиртен кӗмен…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эпир тин кӑна хиртен таврӑнтӑмӑр, — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ вӑл, сӳсменне тачанкӑн турти ҫине ҫакса.— А мы только что примчались со степи, — гордо сообщил он, вешая на дышло хомут.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗрен сӑн ҫапнӑ станица тӗрлӗ сасӑсемпе тулнӑ, тӗлӗнмелле сасӑсемпе шавсем хиртен килнӗ пек те, ҫӗр тӗпӗнчен тухнӑ пек те туйӑнаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Таврӑнатчӗҫ ун чух вӗсем хиртен, каҫхи анӑҫӑн кӗрен чатӑрӗн хӳтлӗхӗнче, вара Степан, лав ҫинче силленкелесе пынӑ ҫӗртех, ҫынсем ҫӳремен пирки ҫулталӑкӗпе мӑкланса ларнӑ ҫеҫенхир ҫулӗ пек вӑрӑммӑн тӑсӑлакан авалхи юрра тӑсса яратчӗ.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ашшӗпеле тата работниксемпе пӗрле Митька хиртен таврӑнчӗ, ҫӑвӑнмасӑр-тумасӑрах, хӑпарса тухнӑ урисенчен хирте тӑхӑнмалли йывӑр чирикӗсене хывса пӑрахмасӑрах, Наталья патне горницӑна кӗрсе кайрӗ, юнашар пырса ларчӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӳпе тӗксӗмленнӗ, вӑрман кӑвак тӗтӗмпе хупланнӑ пек курӑнать, сывлӑшри юр пӗрчисем хӑвӑрттӑн пӑлханса ҫаврӑнма тытӑннӑ, хиртен сивӗ сывлӑш вӗрет…
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑрӑм та хытанкаскер, курпунтарахскер, вӑл халь анчах хиртен килнӗ кӗтӳҫӗ пек туйӑнать: ҫакӑн пек туйӑнни унӑн шӑмӑллӑрах, пӗркеленчӗклӗ, табак тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ пӗтӗрӗнчӗк уссиллӗ, пӗтӗм ҫамка урлӑ тӑсӑлса выртакан ҫӑмламас куҫхаршиллӗ питӗнче уйрӑмах уҫӑмлӑн палӑрать.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав кунхине Генчо-маляр ывӑлӗн пуҫне каснӑ виллине хиртен кӳрсе чиркӳ картишне вырттарнӑччӗ, пӗчӗк Асен ҫавна шкул чӳречинчен кӑна пӑхса тӑнӑ та, сехри хӑпнипе, чирлесе те ӳкрӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хиртен вӗрекен ҫил ӗнтӗ вил тӑприсем патне йӳҫ армути тутине мар, хутор хыҫӗнчи итемсем ҫинчи тин ҫапнӑ улӑм шӑршине илсе килет.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫеҫен хиртен темле ятсӑр чечек те килсе ларнӑ, шитти ҫумне тӗршӗнсе, вӑл кая юлса та пулин хӑйӗн мӗскӗн пурнӑҫне тӑсасшӑн.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗрле картишне тухрӗҫ, вӗсене хирӗҫ ҫеҫен хиртен вӗрекен типӗ те вӗри, эрӗм шӑршиллӗ ҫил кӳ килчӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл хиртен сиккипех чуптарса таврӑннӑ, килне кӗмесӗрех правление килнӗ.Он прискакал из степи и, не заезжая домой, направился в правление.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хиртен тыркассем шӑхӑркалани илтӗнет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫумӑр ҫунине пула хиртен таврӑннӑ Демка Ушаков, кӑштах каярах юлса, ун хыҫҫӑн утса пырать.По случаю дождя приехавший с поля Демка Ушаков шел за нею поодаль.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑкӑрсене хиртен хуҫисемпе ҫапӑҫа-ҫапӑҫа каҫ пулас умӗн тин хӑваласа килчӗҫ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав ешӗл-сӑрӑ тӗс витнӗ, ҫурма-ишӗлсе йӑтӑнса аннӑ пек ҫурт, хиртен хула еннелле хӑйӗн путса кӗнӗ куҫ пек ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ чӳречисемпе пӑхса ларатчӗ те, хула тулашне кӑларса ывӑтнӑ, шӑпа кӳрентернӗ, вилес патне ҫитнӗ мӗскӗн уксах-чӑлах пек туйӑнатчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем хиртен молотилка патне кӗлте турттарчӗҫ, хатӗрлев пунктне тырӑ леҫе-леҫе пачӗҫ.Они доставляли к молотилке с поля снопы, отвозили зерно на заготовительный пункт.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хиртен кӗлте турттармалла, патшалӑха тырӑ леҫмелле тата ҫынсем ҫитмеҫҫӗ.Снопы надо возить с поля, хлеб государству сдавать, а людей не хватает.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрман ҫывӑхӗнчи хиртен тытӑнӑр.
35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951