Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хиртен (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурик хиртен таврӑннине сыхласа кӗтсе тӑратӑп.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑрҫӑ чарӑнсан та ашшӗ ҫав вутлӑ-юнлӑ хиртен таврӑнманччӗ-ха — Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Япун самурайӗсене «мӑйран пӑвса», «чӗрне айне лапчӑртса» вӗҫнех тухайман пулас.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ача-пӑча шавӗпе кӗрлесе тӑракан урам хиртен таврӑнакан выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫӗр тӗрлӗ сассипе тулса ларчӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр ушкӑн ҫын хиртен анать.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Акчуров хиртен тӳрех килне каймарӗ, клубра кино пуласса пӗлсен, Хурӑнвартах юлчӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗрре, хӗвел анаспа, Алимпи хиртен таврӑнчӗ те хӑйсен килӗ умӗнчи пӗренесем ҫинче салтак тумтирӗ тӑхӑннӑ каччӑ ларнине курчӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Атте хиртен кӗлте турттарса аннӑ, хурал пӳрчӗ патӗнче Иван пиччепе сӑмахласа тӑрать.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михапар хиртен таврӑннӑччӗ ҫеҫ те, икӗ арҫын, Михапарпа Микулай, йывӑҫ сенӗксемпе питӗ хӑвӑрт пушатрӗҫ лавсене.

Михабар только что вернулся с поля, и двое мужчин быстро опростали оба воза, ловко орудуя деревянными вилами.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Силос шӑтӑкӗ хиртен килекен симӗс массӑпа сехетсерен тулсах пырать…

Помоги переводом

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Вячеслав Яндров, Александр Максимов, Андрей Таркин, Вячеслав Школьников водительсем хиртен тырӑ турттарса тӑнӑ, вӗсемех йӗтем ҫинче те ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Хиртен таврӑнакан ҫынсене килнине пӗр хурал пӳрчӗн картишне хӑваласа кӑртеҫҫӗ.

Крестьяне, спускающиеся с поля, вмиг оказываются загнанными во двор караулки.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хапхи патнелле хиртен тусан мӑкӑрланса ҫывхара пуҫларӗ.

К околице со стороны поля приближалось пыльное облако — ребята гнали табун.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лӑстӑр! вӗҫсе килчӗ те хиртен вӗри ҫилӗ хӑва тӑрринчи куштарканӑ ҫулҫӑсене хускатса хӑварчӗ.

Налетевший с поля порыв горячего ветра прошелся по верхушкам деревьев, чуть тронул кустарник.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫ пулсассӑн упӑшки Килчӗ хиртен ҫаврӑнса.

Помоги переводом

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хиртен пӗр пӗрчӗ тыр кӗмерӗ.

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хыпар кил канӑҫне хускатрӗ — Ҫил-тӑвӑл ҫитрӗ пек хиртен.

Помоги переводом

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хиртен пӗрле таврӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хиртен таврӑнса каллех киле пуҫтарӑнсан, Кӑтра Михала ачисене халиччен каламаннине каласа хучӗ.

Помоги переводом

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрсем хыҫҫӑн хиртен каччӑсем таврӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑна ҫынсем юрлаҫҫӗ, ку юрӑ хиртен килет.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней