Поиск
Шырав ĕçĕ:
8. Анчах Турӑ вӗсене ухӑпа персе ӳкерӗ: вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен суранланӗҫ; 9. хӑйсен чӗлхипе вӗсем хӑйсенех пӗтерӗҫ; вӗсене курсассӑн пурте вӗсенчен пӑрӑнса кайӗҫ.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вениамин йӑхӗнчен: хастар ҫар ҫынни Елиада, унӑн ухӑпа тата хулканпа авӑрланнисем икҫӗр пин пулнӑ; 18. ун хыҫҫӑн Иегозавад, унӑн кӑралпа авӑрланнисем ҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫар ҫынни пулнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Асан ҫар вӑйӗ те пӗчӗк пулман: Иуда йӑхӗнчен — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ виҫҫӗр пин ҫын, Вениамин йӑхӗнчен — хулканпа авӑрланнӑ, ухӑпа перекен икҫӗр сакӑрвунӑ пин ҫын пулнӑ; пурте вӗсем харсӑр ҫынсем пулнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ: 3. вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем; 4. Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад; 5. Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия; 6. Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам; 7. Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саула хирӗҫ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, ухӑпа перекенсем ун ҫине талпӑннӑ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.3. Сражение против Саула усилилось, и стрелки устремились на него, так что он изранен был стрелками.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Улам ывӑлӗсем вӑрҫа хастар, ухӑпа перекен ҫынсем пулнӑ, вӗсен нумай-нумай ывӑл-мӑнук пулнӑ: ҫӗр аллӑ таран.
1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Рувимпа Гад тӑхӑмӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен паттӑр ҫынсем, хӗҫпе те хулканпа авӑрланнӑскерсем, ухӑпа перекенсем, вӑрҫӑ вӑрҫма пӗлекенсем, ҫапӑҫма хатӗр ҫынсем хӗрӗх тӑватӑ пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн шутланнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иоас ухӑпа ҫӗмрен илнӗ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Елисей ӑна: ухӑпа ҫӗмрен ил-ха, тенӗ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Саула хирӗҫ питӗ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, пур енчен те ухӑпа пенӗ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.