Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакскер аякри кӗтесри сӗтел хушшинче; Гнор уттине илтсен унӑн усӑннӑ пуҫӗ ҫӗкленчӗ; Гнор чарӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Айӑр самай чӑнкӑ сӑрт патне ҫывхарчӗ, ҫапах тӑрантаса тӑвалла вӑйлӑн талпӑнса, уттине чакармасӑр туртрӗ, часах чи ҫӳле хӑпарса та ҫитрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Яланхи пекех, пуҫне каҫӑртса, талпӑнарах утать вӑл, ҫапах Крапивин умӗпе иртнӗ чухне, темшӗн, уттине вӑрахлатрӗ, хӑюсӑртараххӑн пускаларӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аяккарах кайнӑҫемӗн вӑл ялтан часрах хӑпма ӑнтӑлса уттине хӑвӑртлатрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ун уттине вӑл пин ҫын хушшинче те уйӑрса илӗ: ҫӗр ҫине ун чӑн-чӑн хуҫи пек мӑнаҫлӑн пусса утать Саша.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Унтан кӗтмен ҫӗртен уттине хӑвӑртлатрӗ те, Емельянова хӑваласа ҫитсе, ӑна хулпуҫҫийӗнчен тӗртсе илчӗ.Потом он неожиданно ускорил шаг, догнал Емельянова и тронул его за плечо.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Уттине Емельянов конспирацишӗн ҫеҫ, чипер йӗркеллӗ ҫулнӑ чухнехи пек, капан хӑпарса пытӑр тесе ҫулать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл, йӗри-тавра пӑхкаламасӑр, уттине васкатнӑҫемӗн васкатса пынӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Карапай-Шӑмӑршӑ ялӗн ҫыннисем Ҫӗнтерӳ урамӗнчи Роза Владимировнӑпа Александр Иванович Львовсем умӗнчен иртсе пынӑ чух уттине вӑрахлатаҫҫӗ, кермене аса илтерекен ҫурта, ҫывӑхри пахчара хӗмленекен чечексене ытарайми сӑнаҫҫӗ.
Хапхисем чӗнтӗрлӗ, пахчисем чечеклӗ... // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=889&text=news-publikacii
Вӑл, вӑйлӑ ҫиле хирӗҫ пынӑ пек, ҫамкине каҫӑртса, чӗркуҫҫийӗсене ачалла авӑнтарарах утать, эпир вара — унӑн уттине, кӑштах арпашнӑ ҫырӑ ҫӳҫне, тӑнлав таранах палӑракан куҫ харшийӗсене сӑнаса тӑратпӑр…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Извозчик! — хыттӑн кӑшкӑрса янӑ Фома, уттине хӑвӑртлатса.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Автансем пирвайхи хут авӑтсанах, гладиаторсем ҫуран ҫар уттине, лаша ура сассисене, римлянсен ҫарӗнче калаҫнисене илтрӗҫ.Едва пропели первые петухи, гладиаторы услышали гул шагов пехоты, топот лошадей и голоса римлян.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑна уттине илтсен, стена ҫумӗнчи читлӗхре ларакан попугай та ҫав сӑмахах темиҫе хутчен пӗлтерчӗ.Это слово при первых же шагах гостя начинал повторять попугай в клетке, висящей на стене.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл паллӑ киноактерсене пурне те, спорт мастерӗсене пурне те тенӗ пек ятран, нумайӑшне — сӑнтан пӗлнӗ; Киеври «Динамо» обществин футболисчӗсене вӑл, уттине пӑхса, хыҫалтан палланӑ; сулахай енӗ мӗншӗн япӑх вылянине тата капитан «тӑшмана» епле улталанине унран лайӑх никам та пӗлмен; автомашинсен маркисене — совет ҫӗршывӗнче кӑларнисене те, ют ҫӗршывсенчен илсе килнисене те — пӑхмасӑрах калама пӗлнӗ; хӑех аквариум тунӑччӗ, унти пулӑсем вилсе пӗтрӗҫ пулсан, уншӑн Костя мар — водопроводран илнӗ хлорланӑ шыв айӑплӑ; вӑл маркӑсем пуҫтарнӑ чух унӑн тем тӗрлисем те пурччӗ — тӑххӑрмӗш класран та ачасем ун патне улӑштарма ҫӳретчӗҫ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Тӑкӑрлӑк тӑрӑх чупса иртсен, площаде тухас умӗн Челноков уттине вӑрахлатрӗ те, шеренга патнелле лӑпкӑ, ҫирӗп утӑмсемпе кайрӗ.
6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӗсем уттине тивертсе яратчӗҫ те — шабаш!
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Павӑл ун патнелле шӑппӑн утрӗ Вук ун уттине илтрӗ те кӑмӑлсӑррӑн: — Кай! Пӗччен хӑвар мана! — тесе мӑкӑртатса илчӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Йован хӑй йӗрӗпе пыракан жандарм уттине илтрӗ, унтан вӑл, винтовкине урлӑ тытса, шыв урлӑ сыхлануллӑн каҫнине курчӗ.
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ ун уттине пӗлсе ҫитрӗм, унӑн атти чӗриклетнине те паллакан пултӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр-икӗ хутчен эпир колхоз уттине ҫумӑртан хӑтартӑмӑр — никам чӗнмесӗрех чупса пытӑмӑр та пӗтӗм утта купаласа лартрӑмӑр, тепӗр кунтан ӑна каллех сарса пӑрахса хӗрӳ хӗвел питтинче тавӑрса пӑрахрӑмӑр.
38 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.