Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрантарса (тĕпĕ: тӑрантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сталинградра ҫапӑҫакансем ыйтнӑ тӑрӑх, пирӗн вӑл высотасем ҫинчен тӑшмана ҫапса антарса, высотасен хӳттинче хупланса тӑракан тӑшманӑн сылтӑм флангри ҫарсен ушкӑнне тӑрантарса тӑракан ҫула тытса илмелле.

Сталинградцы просили сшибить противника с этих высоток и оседлать дорогу, питающую правофланговую группу войск противника.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унӑн аттерен пытанасси килчӗ пуль, аттен ун ҫине шӑтарса пӑхакан ҫиллес куҫӗсенчен тата хӑйсене тӑрантарса усракан упӑшкисене ҫухатнӑ хӗрарӑмсем кӑшкӑрса макӑрнинчен таҫта тарса кӗрес килсе кайрӗ курӑнать.

Ему, видимо, хотелось спрятаться от отца, от его гневных глаз, в упор устремленных на него, и от криков женщин, потерявших своих кормильцев.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ ӑна мӗн ватӑлса виличченех тӑрантарса усрӑп, ун пирки тӑрӑшӑп.

И я буду всю жизнь кормить её и заботиться о ней.

Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Ывӑла кӗтетӗп ав… пире, ватӑскерсене, виличчен тӑрантарса усрӗ-и, тетӗп… — йӳҫҫӗн кулса илчӗ Кавӗрле мучи.

— Сына вот жду… стариков нас докармливать… — криво улыбнулся Гаврила.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Эп тӑрантарса ӳстернӗ вӗт ӑна.

Я его вскормил.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ӗҫке ернӗ ашшӗне те, хӑйне те ачаранпах хӑй тӑрантарса пурӑнать.

Отца, пьяницу, кормила с малых лет своих и сама себя.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Ача-пӑчасемпе чирлӗ ҫынсене хӗлӗпех хамӑр туса илнӗ пахча ҫимӗҫсемпе тӑрантарса усратпӑр.

— Ребятишек и больных всю зиму кормим свежими овощами.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл унччен Новинск хулин «Адун» ятлӑ ресторанӗнче ӗҫленӗ пулнӑ иккен, анчах хӑйӗн ирӗкӗпе «чаплӑ строительсене тӑрантарса усрама» строительствӑна килнӗ.

Выяснилось, что он раньше работал в новинском расторане «Адун», но добровольно пошел на стройку — «кормить знатных строителей».

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Манӑн хура ӗҫ: юр тасатасси, Либерманпа ҫапӑҫасси, ҫынсене тӑрантарса, тумлантарса усрасси, вут-шанкӑ хатӗрлесси тата ытти те.

— Моя работа черная: снег чистить, с Либерманом торговаться, людей кормить-одевать, дровишки заготовлять и тому подобное.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ хам ирӗккӗн фронта вӗҫтертӗм, пӗлетӗр-и — окопра вара виҫӗ ҫул пыйтӑсене тӑрантарса пурӑнтӑм.

Я возьми и катни добровольцем на фронт и знаете — целых 3 года прокормил в окопах вшей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пурне те вӑл, пире тӑрантарса усракан, ӗҫлесе илчӗ.

Всё он, кормилец наш, заработал.

Ҫаран ҫинчи парӑс // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чӗппи калать: «Эсӗ ватӑлнӑ ҫӗре эпӗ пысӑкланӑп та, манӑн хамӑн йӑва пулӗ, хамӑн чӗпӗсем тухӗҫ, эпӗ хам ачамсене тӑрантарса, йӑтса ҫӳрӗп», — тет.

«Когда ты будешь стар, а я буду большой, у меня будет свое гнездо и свои воронята, и я буду кормить и носить своих детей».

Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тинӗс варрине ҫитсен, каллех ывӑнать те чӗппинчен ыйтать: «Эпӗ ватӑлсан, эсӗ мана тӑрантарса, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна илсе ҫӳрӗн-и?» — тет.

Когда он вылетел на средину моря и уморился, он спросил: «Будешь ли ты в моей старости кормить меня и переносить с места на место?»

Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унта вӗсем хӑйсене кашкӑр ами тӑрантарса ӳстернӗ ҫӗрте, пысӑк йывӑҫ патӗнче, ҫӗнӗ хула туса лартнӑ, ӑна Рим тесе ят панӑ.

А сами пошли назад к тому месту под деревом, где их выкормила волчица, подле реки Тибра, и построили там новый город — Рим.

Рим хули пуҫланни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унта пире вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем тӑрантарса усрарӗҫ.

И там нас кормили дикие звери и птицы.

Рим хули пуҫланни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хайхисем: «Ачамӑрсене мӗншӗн вӑрмана леҫсе ятӑмар-ши? Вӗсем ҫухалаҫҫӗ ӗнтӗ унта. Акӑ халӗ пирӗн вӗсене тӑрантарса усрамалӑх укҫа та пурччӗ», — тесе куляна пуҫланӑ.

Отец с матерью и говорят: «Зачем мы отвели детей в лес? Они пропадут там. А теперь у нас деньги есть, и мы можем прокормить детей».

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пурӑнсан-пурӑнсан, вӗсен ачисене тӑрантарса усрама та вӑй ҫитми пулнӑ.

И пришло им под конец так плохо, что нечем стало и детей кормить.

Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Амӑшӗ: «Эпир ахаль чухӑн пурӑнатпӑр, ҫын ачине епле тӑрантарса пурӑнӑпӑр. Ак ялти ятлӑ ҫынсене кайса калас, ан тив, ӑна пирӗн патӑртан илсе кайччӑр», — тенӗ.

Мать сказала: «Мы и так бедны, где нам кормить еще ребенка; я пойду к начальнику и скажу, чтоб его взяли».

Вӑрттӑн пырса пӑрахнӑ ача // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Аслӑ акка вара: «Халӗ ӗнтӗ амӑшӗ ҫук, вӗсене тӑрантаракан никам та ҫук, атьӑр эпир вӗсене тӑрантарса ӳстерер», терӗ.

Старшая сестра сказала: «Вот у них теперь нет матери, некому их кормить; давайте выкормим их!»

Мӑнакка алла вӗрентнӗ Живчик ятлӑ ҫерҫи ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ашшӗ, ҫар фельдшерӗсене хатӗрлекен шкулта вӗренекенсене хысна шучӗпе тӑрантарса усранине пӗлсен, ывӑлӗпе пӗрле Киева каяссине хирӗҫлемен.

Отец, узнав, что в военно-фельдшерской школе ученики содержатся на казенный счет, не возражал против поездки с сыном в Киев.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней