Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Мухтав турра! — терӗ Максим Максимыч, ҫав вӑхӑтра чӳрече патне пырса тӑнӑскер. —— Слава Богу! — сказал Максим Максимыч, подошедший к окну в это время.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Неушлӗ вара вӑл, Алексей Мересьев, паянхи кун ҫунатлӑ турӑ пек пулса, шӑп Петровӑн пӗтмелли самант ҫитнӗ вӑхӑтра темле тӗлӗнмелле майпа сасартӑк нимӗҫ умне тухса тӑнӑскер, халӗ ӗнтӗ таҫта лере, снарядсем ҫӗмӗрсе, шӑтарса пӗтернӗ ҫӗр ҫинче ҫунса кайнӑ аш татӑкӗ пулса выртать пулӗ?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Василий Васильевич, ҫак пит кӑткӑсах та мар ампутацие хӑех тунӑскер, хӑйӗн яланхи йӑлипе операци вӑхӑтӗнче сестрасемпе хӑйӗн помощникӗсене хаяррӑн ятласа тӑнӑскер, ассистентне темиҫе хутчен те — вӑл вилсе каймарӗ-ши, тесе, Мересьева тӗрӗслеттерчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йӑлтах халтан кайнӑскер, кашни минутрах канма чарӑнса тӑнӑскер, вӑл вӑрманти ирӗлекен юрлӑ ҫулпа сӗтӗрӗнсе пынӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Люнькка ҫакна чӳречерен пӑхса тӑнӑскер вӑрттӑн тарать.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Анфис аппа (ҫак лару-тӑрӑва пӗр чӗмсӗр сӑнаса тӑнӑскер).
Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пӑр арҫын ача, хӑйӗн пӳрнине касса янӑскер, ку таранччен пурте хӑйне пӑхса, пуҫҫапса тӑнӑскер, халӗ тӑруках хӑйӗн майлисене пурне те ҫухатрӗ, чапӗ те унӑн пачах сӳнсе ларчӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
14. Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15. анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16. эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17. сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлте асӑннӑ Симон вара, Турӑ Ҫуртӗнчи пуянлӑхпа тӑван ҫӗршывӗн сутӑнчӑкӗ пулса тӑнӑскер, Ония ҫинчен Илиодора ҫавӑ хавхалантарса тӑнӑ, ҫав усал ӗҫшӗн вӑл айӑплӑ тесе элекленӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Трифон ятлӑ пӗр ҫын, ӗлӗк Александр патша майлӑ тӑнӑскер, Димитрие хӑйӗн ҫарӗ ӳпкеленине курса, Александрӑн кӗҫӗн ҫулхи ывӑлне Антиоха пӑхса ӳстерекен Арави ҫынни Емалкуй патне кайнӑ та 40. Антиоха Димитрий вырӑнне патшана лартасшӑн ҫине тӑрсах ӑна хӑйне парса яма ыйтнӑ; Емалкуя вӑл Димитрий мӗн туса хунине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ, ӑна ҫарӗ те кӑмӑлламанни ҫинчен каланӑ, унта вӑл нумай кун хушши пурӑннӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10 ҫул «Справедливая Россия» партире тӑнӑскер унтан тухма заявлени ҫырнӑ ӗнтӗ.
Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10