Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑйӑм ҫитнӗ пулсан, эп сана юнӑм ӑшшипе ӑшӑтнӑ пулӑттӑм, шурӑхнӑ питӳ-куҫу тӑрӑх шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑртатса анӑкан куҫҫульна, тумлам-тумламӑн суйласа, тӑванла чуптуса шӑлӑттӑм, канӑҫ кӳмен хӗн-хурлӑ ӗҫӗнте ӗшеннӗ алӑ-урана пӑртак та пулин хевтепе йӑл илтермешкӗн асамлӑ ҫуват хывтарӑттӑм сана.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тӑванла салампа Мэйл тата Дэвид Ризи.
«Манӑн питӗ пурӑнас килет» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӗсем урам варрипе кулянса та ӳкӗнсе, тӑванла сӑмахласа васкамасӑр утрӗҫ.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Е, чӑнласах та, тӑванла хута кӗрсе, вӑхӑтра инкекрен хӑтарас ӗмӗтпе каларӗ пулсан?..А, может, впрямь по-родственному предупреждает его от большой беды?..
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тӑванла килӗштерсе, кирек хӑҫан та тӳрӗ пурӑнар…По-родственному, по-мирному как жили, так и дальше станем жить…
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Акӑ эпӗ сирӗн патра килтӗм те сире хамӑн пуҫа сӗнетӗп, эпӗ кунран та ытларах тӑватӑп — эпӗ сире хам алла тӑванла тӑсса паратӑп.Я сам пришел к вам, я предлагаю вам свою голову; больше того, протягиваю вам руку.
VIII. Калаҫнипе мӗкӗрни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӑванла икӗ союзлӑ ҫӗршыв морякӗсем хушшинчи хирӗҫӳ питӗ тӗлӗнтерет Воропаева, унтан та ытларах — кашни ене ятлаҫмашкӑн сӑлтавсем шырани тата ҫав сӑлтавсене ҫӑмӑллӑнах шыраса тупни тӑнран ярать ӑна.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Анчах та унӑн куҫӗ сӳнмерӗ, тата нумай урӑх куҫсене курчӗ — вӗсем хӑюллӑ, ҫивӗч ҫулӑмпа, хӑйӗн чӗришӗн ҫывӑх, тӑванла ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунса тӑчӗҫ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе хускалса диван ҫинчен тӑчӗ те, кравать патне пырса, амӑшӗн пичӗ умне пӗшкӗнчӗ, вара амӑшӗ унӑн хура ҫутӑ куҫӗнче темле тӑванла, ҫывӑх та ӑнланмалла япала пуррине курчӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тӑванла тата тусла туйӑмсенчен те ҫирӗпрех ҫыхӑнтаракан туйӑм ҫуралчӗ.Пришло то чувство, которое связывает крепче всяких родственных и дружеских чувств.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӑванӗсене те раскулачить тума лекнӗ ӑна, лешсем мӗн пуласса маларах сиссе, Василий Куприянович патне килне ҫемйисемпех пынӑ, вӗри куҫҫуль юхтарса макӑрнӑ, совеҫ пӗлме тархасланӑ, хӑратнӑ, унӑн тӑванла туйӑмӗсене вӑратма тӑрӑшнӑ — усси пулман.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ятсем те: Пушкинпа Глинка (Пушкина вӑл Пуссекин терӗ) уншӑн пулсан темӗнле тӑванла янранӑ.Даже имена: Пушкин (она выговаривала: Пуссекин) и Глинка звучали ей чем-то родным.
V // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫак пьесӑра писатель фашист чуниллисен ирсӗрлӗхӗпе этемсӗрлӗхне питлет, ҫавӑнпа пӗрлех Тӑван ҫӗршыв чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр совет салтакӗсемпе партизанӗсем хушшинчи тӑванла туслӑха витӗмлӗ уҫса кӑтартать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кирлӗ пулсан, ятласа илме те, хулпуҫҫирен тӑванла ҫапса илме те пултарать: «Тавай, тавай, пан, ҫаврӑнкала вӑр-вартарах!» — тенӗ пек ӗнтӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Лисицынпа Лида Павел аллине ыраттармаллах хытӑ чӑмӑртарӗҫ, тӑванла ыталаса илчӗҫ, лаши кил хушшинчен тухса ҫул ҫине пӑрӑннӑ хушӑра, юлташӗсем темиҫе револьвертан салют парса, ӑсатса ячӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хамӑр, рабочисем, пӗрне-пӗри шанса пурӑнни пулӑшсан, эпир пӗтӗм тӗнчипе халӑхсен тӑванла пурӑнӑҫне туса хурӑпӑр!И если наше рабочее доверие поможет, то организуем братство всех народов во всем мире!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл халӗ асла тухнӑ, ман пата пирӗнпе тӑванла курнӑҫас кӑмӑлпа ҫырать, иксӗмӗре те Аркадипе пӗрле хулана пыма чӗнет.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку вӑл уйрӑм йышши, савӑнӑҫлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ, унта пӗр ҫӗрти е тӑванла ҫӗрсенчи студентсем пӗрле пухӑнаҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах хӑйне Алексей Дмитриевич тӑванла, ӑшшӑн ыталанине аса илчӗ, таҫта вӑрманта выртакан йывӑр аманнисем ҫинчен, унтах выҫӑхса пурӑнакан Чайка ҫинчен шухӑшларӗ те шӑлӗсене ҫирӗппӗн ҫыртрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӑванла ҫыхӑнусем кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт пӑсӑлчӗҫ, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл килӗштерсе пурӑнасси пӗтрӗ, калаҫу хушшинче час-часах тилӗрсе кайни, пӗр-пӗринчен ютшӑнни сисӗнсе тӑма пуҫларӗ…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.