Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

танлаштарма (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танлаштарма: 2020 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 31844 тенкӗпе танлашнӑ, 2021 ҫулта - 35798 тенкӗпе, пӗлтӗр вара - 41216 тенкӗпе.

Для сравнения: в 2020 году средняя заработная плата составила 31844 рубля, в 2021 году — 35798 руб., а в прошлом году — 41216 руб.

Чӑваш Енре вӑтам шалу пысӑклансах пырать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35629.html

«Георгий Федоров хайлавӗсенче полемика – лирикӑллӑ геройӑн шалти хирӗҫӗвӗпе ҫӗннине шырани палӑрать. Вӑл чӑваш литературинче феномен, ӑна никампа та танлаштарма ҫук. Хайлавӗсенче тӗссен палитри питӗ вӑйлӑ. Ҫыравҫӑна ӑнланас тесен ун шайне ҫӗкленмелле. Паллах, поэт пултарулӑхне тӗпчемелли пайтах», – терӗ критик.

Помоги переводом

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Анчах та, ҫак хастарлӑх табло ҫинчи шута танлаштарма май памарӗ.

Помоги переводом

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Ӗҫ династийӗсене республикӑн ылтӑн фончӗпе танлаштарма пулать.

Помоги переводом

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Вӑл, пучаха пульӑпа танлаштарма пултарнӑскер, халӑх уйра тар тӑкнӑ чух ӑҫтан сулхӑнра ларӗ?

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кунта акӑ мӗнле пример илсе танлаштарма пулать: чӗресе темӗскер пек илемлетсен те, ун ӑшӗнче чӗрене кантаракан сӑри пулмасан, вӑл пирӗн кӑмӑла тултараяс ҫук.

Помоги переводом

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Тӑшман пирӗн ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗме, пире, пирӗн тӑвансене вилӗм сунма, пирӗн хуласемпе ялсене тустарса ҫаратма, ҫӗрпе танлаштарма чарӑнман!

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Ҫук, ҫук, тӑхлач, эсӗ тем каласан та, хальхи ҫамрӑксене ӗлӗкхипе танлаштарма ҫук.

Помоги переводом

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Танлаштарма: 2019 ҫулта ҫав тӗллевсем валли 1 миллиард та 260 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ.

Для сравнения: в 2019 году на эти цели было направлено 1,26 млрд рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

А эсӗ «паттӑр та хӑюллӑ летчик» тетӗн, мана фронтри геройсемпе танлаштарма пӑхатӑн.

Помоги переводом

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня вилес пек выртакан салтака ниепле те хӑй ӗмӗтӗнчи Кольӑпа танлаштарма пултараймарӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кӗнеке вулама питӗ юратнипе, литературӑри килӗшӳллӗ хӗр сӑнарӗсене ялан хӑйпе танлаштарма хӑнӑхнӑскер, халӗ вӑл хӑйне чӑнласах Наташа Ростова пек туйрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Али-Акрам — ҫӳллӗ, тӗреклӗ, кунта ларакансенчен ҫӗнӗ хана ҫармӑссен паттӑрӗпе Ахматекпа ҫеҫ танлаштарма пулать.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ырӑ пулӑмӑн хакне виҫме, укҫапа танлаштарма ҫук.

Помоги переводом

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Ҫӗрпӳри пӳрте Хусан улпучӗсен ҫурчӗсемпе ҫеҫ танлаштарма пулать.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тискер кайӑк тесен те Танлаштарма ҫук, чӑнах, Урса кайнӑ фашистсем Тата тискер чунлӑрах.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Ӑна офисра усӑ кураканнисемпе танлаштарма ҫук пулин те ун ҫине ҫырма, ӳкерме, тӗрлӗ япаласем ӑсталама пулать.

Помоги переводом

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртрӗ // Э.Хайртдинова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8d%d0%b ... 82%d1%80e/

Ку участока халӗ хаклӑ ҫипрен тунӑ сип-симӗс кавирпе ҫеҫ танлаштарма пулать.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмилӑпа амӑшӗн ҫак кунсенчи кӑмӑлне мӗнпе танлаштарма пулать-ши?

Помоги переводом

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ман шутпа, ҫамрӑклӑха ҫуркуннепе танлаштарма пулать.

Помоги переводом

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней