Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫутҫанталӑк ҫине мӗнле пӑхнинче этемӗн ҫынлӑхӗ, кирлех пулсан, юратӑвӗ те курӑнса тӑрать.В том, как человек относится к природе, видна и натура человеческая, и, если необходимо, любовь.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Ҫак идеологи, искусствӑ чаршавӗпе витӗнсе, этемӗн чи тискер инстинкчӗсене сисӗнмелле мар вӑрттӑн чӗртсе, ҫамрӑксен юнне наркӑмӑш сӑрхӑнтарса кӗртесшӗн.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Тӑнлӑ-пуҫлӑ этемӗн камӑн япӑхрах пурӑнас килтӗр-ха?
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Чунне сутса шуйттан чури пулса тӑнӑ этемӗн сӑнарӗ епле туллин тухса тӑрать куҫ умне Константин Иванов ҫырнӑ трагедире?!
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Пуриншӗн хаклине, пахине шӑпах брендсем пӗрлештереҫҫӗ, вӗсемех этемӗн ӑс-хакӑлне нумайлӑха кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ.- Именно бренды связывают воедино ценности и передают их в сознание человека.
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Тӗрӗссипе, этемӗн чун-чӗре туйӑмӗсем питӗ анлӑ.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Пултӑр ҫеҫ этемӗн алӑ, Ҫирӗп алӑ, ҫирӗп чун.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Кам пултӑр этемӗн хӗвелӗ, Хӗвел ман ҫӗршывӑм кӑна.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Кам пултӑр этемӗн хӗвелӗ, Хӗвел — савнӑ мӑшӑр кӑна.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Эпӗ тӗлӗннине курсан: «Нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук кунта, этемӗн шалти вӑйне кӑтартакан пӗр тӗслӗх ҫеҫ. Хам мӗн пултарнине ҫынна халех кӑтартасшӑн марччӗ эпӗ, шухӑша кайнӑ та хам сисмесӗрех хӳме витӗр тухма пуҫланӑ», – терӗ ҫеҫ.
Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Вӑл ҫапла ҫырать: «Ҫимӗк – ҫӗр ҫинчи этемӗн чи авалхи уявӗсенчен пӗри. Чӑваш халӑхӗ ӑна Ҫинҫе хыҫҫӑн виҫӗ кунтан ирттернӗ».
Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
Этемӗн ҫын сӑн-сӑпачӗллӗ кӑна пулмалла мар.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Чӑваш этемӗн йӑх-ӑрат йӑви ялта.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
Этемӗн пурнӑҫӗпе шӑпи пирки шухӑшлаттарать.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
Ҫавӑнпа этемӗн пурнӑҫӗ вӗҫленсен ӑна ялӑн хӗвеланӑҫ енне илсе кайса пытармалла тенӗ.Поэтому, когда заканчивался человеческая жизнь, повелевали хоронить его на западной стороне деревни.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
20. Сире Христос ҫинчен ҫапла вӗрентмен-ҫке, 21. эсир Ун ҫинчен илтнӗ, Унпа пӗрле пулса, Унра чӑнлӑх иккенне пӗлнӗ — 22. илӗртекен ӳт хыҫҫӑн кайнӑран пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлакан авалхи этемӗн ӗлӗкхи пурӑнӑҫ йӗркине пӑрахмаллаччӗ, 23. сирӗн чунӑрпа, ӑстӑнӑрпа ҫӗнелмеллеччӗ, 24. сирӗн тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмаллаччӗ.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй тӑванӑмсем, сире пӗлтеретӗп: эпӗ сире пӗлтернӗ Ырӑ Хыпар — этемӗн мар: 12. эпӗ ӑна этемрен илмен, этемрен вӗренмен, ӑна мана Иисус Христос пӗлтернӗ.
Гал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Пур ӳт те пӗр пек мар: этемӗн — хӑйӗн ӳчӗ, выльӑхӑн — хӑйӗн ӳчӗ, пуллӑн — хӑйӗн ӳчӗ, вӗҫен кайӑкӑн — хӑйӗн ӳчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Этемӗн тепӗр этеме курас килӗ, унӑн сассине илтес килӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн хулара пурӑнакансенчен вунӑ ҫынран ытла мар тӑрса юлӗ, ялсенче пурӑнакансенчен пӗр иккӗн юлӗҫ, вӗсем чӑтлӑх катара, ту ҫурӑкӗнче пытанса пурӑнӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн?Кто ты, что боишься человека, который умирает, и сына человеческого, который то же, что трава,
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.