Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун ӗмӗтӗнче ҫӳлӗ те йӑрӑс пӳллӗ хӗрарӑм курӑнать, вӑл аллисене лӑпкӑн кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн пӑхать; вӑл ӑна садра, касса тикӗсленӗ йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче, е аллейӑра, е кавир тӑрӑх ҫӑмӑллӑн, пилӗкне чӗтретсе утнине курать, унӑн кӗрнеклӗ хулпуҫҫийӗсем ҫийӗнче пуҫӗ илемлӗн ларать, вӑл, этемӗн идеалӗ пек, пӗтӗм пурнӑҫӑн сӑнарӗ пек, ачашшӑн та мӑнаҫлӑн курӑнать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуринчен ытла вӑл пушӑ ӗмӗтрен хӑрать; ӗмӗте ытлашши ӗненмесен — вӑл этемӗн тусӗ пулать; ӗмӗте ытлашши ӗненсен — вӑл этем тӑшманӗ пулать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темле вӑрттӑн тӑшман ун ҫине йывӑр аллине хунӑ та ӑна этемӗн тӳрӗ тивӗҫлӗхӗнчен аяккалла ывӑтса янӑ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Этемӗн шӑпипе тивӗҫлӗхне чун-чӗрипе чӗррӗн те уҫҫӑн курсан, ҫав тивӗҫлӗхпе хӑйӗн пурнӑҫне танлаштарса пӑхсан, пурнӑҫ ыйтӑвӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗттӗм ишӗлчӗкре хӗвел ҫутинчен хӑраса вӑраннӑ кайӑксем пек хускалсан, Обломова хӑрушӑ пулса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ку ӗнтӗ, ҫав юрӑхсӑр этемӗн те аслӑ тивӗҫлӗхӗ пуррине манни пулать; вӑл пӑсӑлнӑ ҫын, ҫапах та ҫын-ҫке-ха, урӑхла каласан, эсир хӑвӑр вӑл.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Этемӗн ҫунатсем ҫук.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хусан патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, малтанхи тапхӑрта Тутарстанри чӑваш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Юрий Григорьевич Григорьев (Айташ) «Эс лӑпкӑн кулнӑ чух тӗнче ҫап-ҫутӑ» сӑввинче: «Чӑн вилӗмсӗрлӗх ҫук та ҫав этемӗн», — тесе ӳпкелешни ӑнсӑртран-ши?
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Чи ҫӳлте этемӗн тӑватӑ расисен представителӗсен сӑрланӑ пуҫӗсем: хӗрли, сарри, хури тата шурри тӑнӑ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн илемсӗр йывӑр кӗлетки этемӗн нимӗнпе те тӑранайми пилсӗрлӗхне кӑтартакан памятник пулса тӑнӑ.Она стала мрачным предостережением, страшным памятником ненасытной человеческой алчности.
VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ пӗлместӗп, ӑҫтан кун пек чух курман-илтмен чӑрсӑрлӑх, чун паттӑрлӑхӗ тухать этемӗн, вӑл кӗҫех кирек те мӗнле йывӑр шухӑша та татса пама хатӗр.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Этемӗн тивӗҫлӗхӗ — акӑ мӗн чи кирли.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Чи кирли, эпир ҫамрӑксенче аталантармалли туйӑмсенчен пӗри, — этемӗн шалти тивӗҫлӗхне юратма вӗрентесси, ҫакӑн ҫине асӑрханса, тимлӗн пӑхтарасси.
13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗлӗтри паллӑсене кура этемӗн пулас биографине малтанах каласа хунине авал гороскоп яни пионерсемшӗн ку питӗ те кулӑшла пулчӗ, ҫитменнине хама Расщепей каласа панӑ пӗр мыскара ҫинчен пӗлтерсен, вӗсем савӑнсах кайрӗҫ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Авалхи астрологсем, ҫӑлтӑрҫӑ-халдейсем, этемӗн пурнӑҫ шӑпине ҫӑлтӑр тӑрӑх чухланӑ иккенне пӗлсен, манӑн ачасем чылай кулса йӑпанчӗҫ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Синтетика материалтан ҫӗленӗ тумтир ҫеҫ кӗлеткешӗн усӑллах мар, вӑл этемӗн ҫутҫанталӑкпа хутшӑнас ҫыхӑнӑвне йӗркелеймест.
Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31
Эпӗ телейлӗ, пит те телейлӗ пултӑм — йышлӑ-ши ун пек самантсем этемӗн мӗскӗн пурнӑҫӗнче?Я был счастлив, счастлив совершенно, а много ли таковых минут в бедной жизни человеческой?
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пур иккен ҫав, тур ҫырлах, этемӗн хӑвачӗ!
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн ӗнтӗ, этемӗн пурнаҫӗнчи пысӑк событисем ҫакӑн пек йеркеллӗ килсе тӑмаҫҫӗ, анчах этем, унӑн ӳсӗмӗ тӗрӗс аталанса пырать пулсан, хӑй пурнӑҫӗнчи кашни хирӗҫтӑру умне ҫитӗнерех, ӑслӑрах, чӑнлӑха лайӑхрах пӗлекен пулса тухса тӑрать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Этемӗн сӑнарӗпе чунӗ хушшинче яланах темле, тӗлӗнмелле ҫыхӑну пуррине час-часах асӑрхакаланӑ эпӗ; этем хӑй кӳлепин пӗр-пӗр пайне ҫухатсан вара, унӑн чунӗ те пӗр-пӗр туйӑмне ҫухатнӑ пек туйӑнатчӗ мана.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ытла кичем-ҫке ҫамрӑк ҫын хӑйӗн чи лайӑх ӗмӗчӗпе шанчӑкне ҫухатнине пӑхса тӑма; халиччен вӑл этемӗн ӗҫӗпе туйӑмне кӗрен чатӑр витӗр кӑна курса тӑнӑ та халь акӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав чатӑра, ҫапах та ҫамрӑкӑн хӑйӗн ӗлӗкхи аташӑвӗсене ҫӗнелнисемпе улӑштарас шанчӑкӗ пур, вӗсем ӗлӗкхи пекех иртеҫҫӗ пулин те, ӗлӗкхи техӗмпех пулсан та, унӑн ҫӗннипе улӑштарас шанчӑкӗ пур-ха…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964