Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тарӑн унта!.. — тенӗ ӑна хирӗҫ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Ҫак икӗ тарӑн шӑтӑк — куҫсем пекчӗ; хӗрхенӳсӗр, сивӗ улӑп куҫӗсем: вӗсем пирӗн ҫине ялан пӗр пек тӗттӗм-мӗн, ҫынлӑхран тухнӑ чурасене курса ывӑннӑ пек, вӗсене пӗтӗм ӑс-хакӑлтан ҫиленнӗ пек пӑхатчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӑл каҫпа тин таврӑнчӗ — тӗксӗм хӑй, тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, ҫамки ҫинче тарӑн йӗрсем выртаҫҫӗ, кӑвак куҫне темле тӗтре карса илнӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тарас та ман итлекенӗме кӑмӑлне кайрӗ, анчах вӑл Костомаровӑн кӗнекинчен илнӗ тарӑн шухӑшне витеймерӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пирӗн кӑвайт ҫулӑмӗ ҫак чулӑн ту еннелли аяккине ҫутатать; ҫулӑм варкӑшса чӗтренкелесе илет, вара тарӑн та ҫӑра ҫуркаланчӑксемпе каскаланса пӗтнӗ ватӑ чул тӑрӑх мӗлкӗсем чупаҫҫӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Тусем тарӑн шухӑша путнӑ пек.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Ҫил вӗрчӗ те, тарӑн ыйха путнӑ Изергиль карчӑк кӑкӑрӗ ҫинчен ҫӗтӗк-ҫурӑк витӗнкӗҫне сирсе пӑрахрӗ.Дунул ветер и обнажил из-под лохмотьев сухую грудь старухи Изергиль, засыпавшей все крепче.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫавӑнпа та вӗсем, вӑрӑм каҫсенче, наркӑмӑш пек йӳҫӗ шурлӑхра вӑрманӑн кичем шавне итлесе, тарӑн шухӑша кайса салхуллӑн ларнӑ.И потому они сидели и думали в длинные ночи, под глухой шум леса, в ядовитом смраде болота.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вара ҫав йӑхри хӗрарӑмсемпе ачасем куҫҫульпе йӗрме пуҫланӑ, ашшӗсем тарӑн шухӑша кайса салхуллӑн ларнӑ…Тогда стали плакать жены и дети этого племени, а отцы задумались и впали в тоску.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Тинӗс хӗрринче юрӑ шӑпланчӗ, унтан ӗнтӗ хум шавлани ҫеҫ илтӗнсе тӑрать; карчӑкӑн шухӑ пурнӑҫ ҫинчен пынӑ калавне тарӑн шухӑшлӑ шухӑ хумсем тепӗр хут мухтавлӑн каласа панӑн туйӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пӑс кӑларса тӑракан йывӑр та катмар пӑрахутсем ҫухӑраҫҫӗ, чашкӑраҫҫӗ, ассӑн сывлаҫҫӗ, вӗсем кӑларакан кашни сасӑрах палубӑсем тӑрӑх шуса ҫӳрекен, тарӑн трюмсене хӑйсен чура ӗҫӗ панӑ ҫимӗҫсемпе тултаракан ҫынсен кӗл тӗслӗ, тусанлӑ кӗлеткийӗсенчен кулса мӑшкӑллани сисӗнет.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн пӗтӗм вӑйӗ урисене тарӑн юр ӑшӗнчен туртса кӑларсах тата пуҫне сулкаласах пӗтнӗ.Вся энергия ее ушла на вытаскивание ног из глубокого снега и подергиванье головой.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
— Каларӑм вӗт, тарӑн! — терӗ вӑл, куҫ шуррисене тискеррӗн вылятса.— Говорил же, что глыбоко! — говорит он, сердито вращая белками.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
— Тарӑн пулин…
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
— Тытӑттӑмччӗ эпӗ, тытмалла пулсан… ӑҫтан-ха ман пек пӗчӗк пӳллӗ ҫыннӑн тарӑн шывра тӑма май пур?— Ухватил бы я, коли б можно было… нешто при моей низкой комплекцыи можно под берегом стоять?
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.
Тӑваттӑмӗш хут тивертнӗ май, урапа вырӑнтан хускалнӑ хыҫҫӑн, землемер хӑйӗн хӑлхисене шинель ҫухипе хупланӑ та тарӑн шухӑш ӑшне путнӑ.После четвертого удара, когда телега тронулась с места, землемер закрыл уши воротником и задумался.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Катерина, унпа юнашарах вырӑн йышӑнса, тарӑн шухӑша кайрӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыври сар чечексемпе лили чечекӗсене чи тарӑн шыв кукӑрӗнче Санька пек меллӗн татма никам та пултараймасть-ҫке-ха.Никто, кроме Саньки, так ловко не умеет доставать кувшинки и лилии из самых глубоких заводей.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурте тарӑн та кӑштах асамлӑ ҫӑл тӗпнелле пӑхрӗҫ, пӗр-пӗрне вӗсем тӗрлӗ канашсем пачӗҫ, пакура темиҫе хутчен пусӑ тӗпне антарчӗҫ пулин те витрене ҫаклатса илеймерӗҫ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳрт тӑррисенче пӗчӗк-пӗчӗк юр утравӗсем ирӗлсе пӗтеҫҫӗ, хӑвӑрт-хӑвӑрт тумлакан юр шывӗ пӳрт тавра тӗксӗм те тарӑн йӗр, ҫип ҫапнӑ пек тӳп-тӳрӗ йӗр хывать.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951