Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫитӗ сана хӗрсем ҫумӗнче сӗркеленсе ҫӳреме! — тесе ятланӑ ӑна пӗррехинче тӑванӗсем.
Газим Гайфуллин // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Нумай чухне ҫапла шутласа-туса тӑмастпӑр ҫав, — те хӑйне, те юлташне ятланӑ пек хытах каларӗ Степа.
Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Япӑхрах вӗренекенсене ятланӑ чухне директор хӑй те час-часах:
Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
Лаша курмасӑр, лаша утланмасӑр, лаша кӳлме-тӑварма пӗлмесӗр ӳснӗ ача ял ачи пулать-и вӑл?! — такама ятланӑ пек калаҫма тытӑнчӗ Ваҫук пичче.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Ятланӑ та куншӑн.
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Такама ҫилленнӗ, такама ятланӑ пек илтӗнет пушмак сасси: так-так!
II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Сисет амӑш кӑмӑлне Лена, лайӑх пӗлет, анчах ҫӗмӗрт куҫлӑ Хӗветӗре юратма пӑрахма мар, амӑшӗ ятланӑ хыҫҫӑн тата ытларах юратакан пулчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ывӑлӗпе калаҫнӑнах туйӑнчӗ ӑна, кинне тӑраниччен ятланӑ май ӑшӗ те пусӑрӑнчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Яш ҫын ҫӑварне шыв сыпнӑн пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑйма «вӑрланӑшӑн» ятланӑ кушак алӑк уҫсанах сак айӗнчен тулалла вирхӗннӗн хӑвӑрт тухса кайрӗ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Вӑл рабочисене пӗрре те ятламан, вӗсен кӑмӑлне пӑсман, ӗҫлеме чӑрмантарман: аслисене ятланӑ, явап тыттарнӑ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Хурӑна сӗткен юхтарма касса пӑснӑшӑн ятланӑ хыҫҫӑн халӗ вӑл вӑрманти кашни йывӑҫа шеллеме пуҫларӗ.
21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Анчах эсир питӗ тӳсӗмсӗр, — хушса хучӗ Прохорова Завьялова ятланӑ пекрех.
8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ахаль лариччен, хӑвна ятланӑ рецензие тепӗр хут вула.
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
«Ятланӑ йӑлине тӑвать пулин те, мӗнлерех юратать вӑл ачине!
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Астрахане каякан элчӗсене ӑсатса таврӑнсан Усеин-Сеит ӑна хӑйӗн патне чӗнсе кӗртрӗ те юнашар лартса тӑван ывӑлне ятланӑ пек ятларӗ.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Уйрӑм ӗҫсен чиновникӗ Гарткевич Етӗрне уесӗнчи темиҫе вулӑса кӗрсе тухнӑ, пуп куҫарса панипе «айӑпа кӗнӗ» чӑвашсене чӗнтере-чӗнтере ятланӑ, пурӑнма вӗрентсе хӑварнӑ.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Эсир мӗн, ҫынсем ӗҫленӗ вӑхӑтра каллӗн-маллӗн утса ҫӳретӗр? — ятланӑ пек кӗтсе илчӗ вӗсене Кӑтра Михала.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хӑвӑр та хӑтланатӑр ҫав, — ятланӑ пек каларӗ Укахви, ҫамрӑксем пурте тухса ҫитсен.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тукайпа Саррие пӗр эрне хупса усрарӗҫ те тепре хӑратнӑ, тепре хытӑ ятланӑ хыҫҫӑн ирӗке кӑларчӗҫ.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тулхӑрса мар, ҫилленсе те мар — ахальшӗнех Уҫӑп пичче ҫапла сӑмахсемпе хӑйӗн юратнӑ арӑмне ятланӑ ун пек чухне.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.