Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир питӗ хуйха ӳкрӗмӗр, ҫакӑншӑн пире Ольга Николаевнӑран ҫакланать ӗнтӗ тесе шутларӑмӑр, анчах Ольга Николаевна пачах нимӗн те каламарӗ, ҫакӑ маншӑн япӑхрах пек туйӑнчӗ, вӑл пире хӑйне итлеменшӗн питӗ хытӑ ятланӑ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Ятланӑ хыҫҫӑн вара ӑна хыттӑн калать:
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
«Ҫылӑх?» — тесе шухӑшласа янӑ вӑл: хӑй эрех ӗҫнине, ӗҫсе янӑ укҫине, арӑмне хур тунине, ятлаҫнине тата чиркӗве ҫӳременнине, типӗ тытманнине, пуп ӑна ҫылӑх ыйтнӑ чух мӗншӗн ятланӑ, ҫавсене пурне те вӑл астуса илнӗ.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ун умӗнче пӗртте сыпса пӑхман кофе тӑнӑ, вӑл пӗр пек сасӑпа тӑсса майӗпен такама ятланӑ.Около него стояла нетронутая чашка кофе, он протяжным монотонным голосом ругал кого-то.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ятланӑ чух та, гауптвахтӑна янӑ чух та Чкалов эскадрилья командирӗ ҫапах та хӑй хутне кӗнине туйнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий ҫӗр ҫине анса ларсан, хӑйне панӑ заданине тӗрӗс мар пурнӑҫланӑшӑн инструктор ӑна хытах ятланӑ.После того как Валерий приземлился, инструктор сделал ему выговор за неточное выполнение задания.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Керенские вара чи усал сӑмахсемпе асӑнса ятланӑ.
X сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Чертеж ҫинче мӗнле те пулин йӑнӑша е тирпейсӗрлӗхе асӑрхасан, инженер тарӑхнипе сасартӑк хӗрелсе кайнӑ, айӑпа кӗнине пурин умӗнчех хытӑ ятланӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хӑш чухне вӑл хӑйне хӑй усӑсӑр ҫапкаланса ҫӳренӗшӗн, кахалланнӑшӑн ятланӑ:
VII // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Вахрушев кун хыҫҫӑн та вӗсем патне пайтах ҫӳренӗ, иккӗшне те хӑравҫӑсем тесе, ятланӑ, анчах лешсем хӑйсен рольне лайӑх вылянӑ: Вахрушевпа урӑх патриотсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫман.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Чӑнах та, Гречкин пӑшӑрханкалать, Алеша вара — вӑл хӑйне ятланӑ чухне кулкаласа кӑна тӑрать.Гречкин, правда, нервничает, а вот Алеша — тот улыбается, когда его ругаешь.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Серафима ӑна тем вырӑннех хурать, мӗн чухлӗ ятланӑ ӑна эп, вӑл ҫаплах Беридзене ӗҫлеттерет.Серафима души в нем не чает и, сколько я с ней ни ругаюсь, эксплуатирует его.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
5-мӗш станцине пырса ҫитсен, унӑн кӑкӑрӗ хӗртме тытӑннӑ, питне тусан ларса тулнӑ, пӗчченех тӑрса юлнӑ вӑл, унта вал Севастопольрен таврӑнакан курьера тӗл пулнӑ, лешӗ ӑна вӑрҫӑри хӑрушлӑхсем ҫинчен каласа панӑ, 12 сехет хушши кӗтнӗ вӑл хӑйне лав парасса, — ҫакӑн хыҫҫӑн вара вӑл татӑклӑнах ӳкӗнме тытӑннӑ, хӑйне хӑй ҫӑмӑлттайланнӑшӑн ятланӑ, хӑй мӗншӗн хӑранине уҫҫӑнах чухламасӑр, пуласси ҫинчен шухӑшласа, ним ӑнланмасӑр-тумасӑрах, вилме кайнӑпа пӗрех, малалла ҫул тытнӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Якуркка парта ҫинчен йӑваланса кайнӑ иккен, ӑна уншӑн ятланӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Нумайӑшӗ куҫкӗретӗн те, куҫ хыҫӗнче те ял Совечӗн председательне ятланӑ, ҫавӑн пеккисем вара мӗнпур ҫитменлӗхсемшӗн Надежда Самойловна айӑплӑ тесе шутланӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Христина ачасем ҫине ятланӑ пек пӑхса илчӗ.
6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Унтан, пӗчӗк ачисем хушшинче харкашу тавраш тухсан, ӑна шута илменнине, ача ҫӑмӑлах тума пултаракан ӗҫсене хӑй тунине аса илнӗ; вӑл ачасем валли мӗн те пулин илсе килсен, «ку иксӗр валли те» тес вырӑнне: «ку сана, а, ку — санӑн», тенӗ; чылай чухне суйнӑшӑн та, ӗҫе чунтан юратса туманшӑн та каҫарнӑ, анчах тепӗр чухне ачана пӗчӗк айӑп тунӑшӑнах хытӑ ятланӑ.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Сана ятланӑ пулӗччӗҫ-и тен, анчах халь хӑвах куратӑн акӑ, айӑпа кӗни ҫинчен каласа памарӑн та, санӑн наказани чӑтмалла пулчӗ.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Грознӑй вара вӗсене, пире ятланӑ пекех, хытӑ ятларӗ.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Сӑхӑ, ӑмсанакан ҫын, ятланӑ чух кӑна кулкалать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.