Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑвна ирӗклӗ тытса ансат тунӑ хусканусем темле авкаланса пӗтӗрӗннинчен ӗлккенрех курӑнаҫҫӗ.
Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫӗлен пек авкаланса, ҫуталса выртать кӗрхи якатнӑ ҫул.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑрах алӑлли темиҫе минут хушши авкаланса, тапаланса выртрӗ; унтан, вӑйсӑрланса ҫитсе, пӗтӗмпех темле ҫемҫелсе кайрӗ, хушшӑн-хушшӑн ҫеҫ сиккелесе илчӗ.
21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Таптаса лапчӑтнӑ ӑман евӗр тусан ӑшӗнче авкаланса йӑваланни — мӗскӗнленни кӑна мар-ши вӑл; ҫӗнтерӳҫӗ йӗнерӗн пускӑчинчен тытса хӑвӑн пурнӑҫун мӗскӗн кун-ҫулӑн юлашкине ыйтса тархаслани чӑн-чӑн шиклӗхпе иккӗленӳ мар-и вӑл?
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вулкан тӑвӗн айкки пит чӑнкӑ анать, эпир кӗлпе тулнӑ тарӑн ҫырмасем тӑрӑх, вут ҫӗленсем пек чашкӑрса авкаланса юхакан лава вырӑнӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе пытӑмӑр.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ нумайччен анӑраса выртнӑ хыҫҫӑн тӑна кӗретӗп, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫаплах чарӑнмасть; ҫиҫӗм ҫӗлен ҫыххи пекех авкаланса ҫиҫет.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн вӑрӑм мӑйӗ ҫеҫ ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, хӑй тайкаланать, унтан каллех тӳрӗ тӑрать, пысӑк вӗрен евӗрлӗ авкаланса хумсем ҫине пырса ҫапӑнать, касса татнӑ ӑман пекех явкаланать.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пирӗн сулӑ темӗн пысӑкӑш ҫӗлен пек авкаланса виҫ-тӑватӑ пин фут тӑрӑшшӗ тӑсӑлса пыракан, вӗҫне куҫпа пӑхса курмалла мар шыв курӑкӗсен ҫумӗпе иртсе пычӗ: эпӗ ҫав вӗҫсӗр тӑсӑлнӑ курӑксен вӗҫне тупса курасшӑн хавассӑн пӑхса пытӑм, анчах сехет-сехечӗпех кайсан та вӗҫне тухаймарӑмӑр.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Типшӗм кӗлеткипе мӑнкӑмӑллӑн авкаланса, хӗрача клубалла чупрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн ҫунаттисем ҫинче авкаланса выртакан хура ҫӗлен евӗрлӗ свастика пулман.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Аялта юханшыв авкаланса выртнӑ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вуннӑ таран шутласа ҫитрӗ те — асапланса авкаланса илчӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пуся чӳрече тӗлне сак ҫине ларса хӗрарӑмӑн пӳрнисем хушшипе паранкӑ хуппи, хӑю пек шуса тухса, авкаланса, аялалла, корзинкӑна ӳкнине пӑхрӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсен хушшипе аран палӑракан ансӑр кӑна сукмак авкаланса выртать.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Юханшыв хӗрринчен, тӳпе ҫинелле, пӗр-пӗччен кӑнтарса ларакан йывӑҫ часовня патнелле, кукӑр-макӑр сукмак авкаланса хӑпарать.Уютная тропка вилась от реки к бревенчатой часовенке, одиноко торчавшей на бугре.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Майӗпен авкаланса, кӑвак тӳпере эрешмен картисем вӗҫсе иртеҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑрман уҫланкӑна симӗс хӳме пек ҫавӑрса илнӗ: унӑн кӑпӑкланса, авкаланса силленекен турат-ҫулҫисем, ҫырантан юхса тухасшӑн хумханса-чӳхенекен шыв пек, уҫланкӑна та, ҫула та путарасшӑн пулнӑн туйӑнать.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӳлӗ мар курӑкпа витӗннӗ, кавир пекех симӗс ҫул ретӗн-ретӗн ларса тухнӑ чӑрӑшсем хушшипе авкаланса выртать.Заросшая невысокой травой, зеленая, как ковер, дорога вилась по еловой рамени.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫул вӗри сывлӑшӑн шупкарах тӗтри ӑшӗнче лутра та ҫинҫе туналлӑ тырӑсем хушшинче авкаланса выртать.Она вилась в белесом мареве зноя среди невысоких и тощих хлебов.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫул хӗрринче йыт-пырши авкаланса выртать.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.