Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юбка сăмах пирĕн базăра пур.
юбка (тĕпĕ: юбка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑшки таврӑннӑ тӗле Наталья юсавлӑрах тумланнӑ; ҫанӑ вӗҫне ансӑр чӗнтӗр тыттарса ҫӗленӗ кӑвак саттин кофта, килпетлӗ пӳ-сине йӑрӑс тытса, ҫемҫе те ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем тӗлӗнче туллин мӑкӑрӑлса тухать; тӗрленӗ аркӑллӑ, пӗрмечеллӗ сенкер юбка аялта шалпартарах, ҫӳлте, пилӗкӗ тӗлӗнче, лӑпах вӑхӑтлӑ тӑрать.

Она приоделась к его приезду; сатиновая голубая кофточка, с узким кружевным в кисти рукавом, облегала ее ладный стан, бугрилась на мягкой большой груди; синяя юбка, с расшитым морщиненым подолом, внизу была широка, вверху — в обхват.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ ҫул варринче виҫӗ арҫын тӑсӑлса выртаҫҫӗ: вӑйлӑ аллисене улӑпла сарса пӑрахса, вӗсем месерле ҫывӑрнӑ; хӗрсем хӗвелпе пиҫнӗ пичӗсене хӑйсем тунӑ хӳшше пытарса выртнӑ, чӗркуҫҫийӗсене хутлатса, юбка аркипе аран-аран виткеленӗ; пӗр юпа тавра ушкӑнӗпех ҫамрӑк ача-пӑча выртса тухнӑ, — ыйхи ытла тутлӑ пулнӑран вӗсем шӑрӑха та сисмен; вӗсенчен инҫех мар пӗр хӗрарӑм ӳпне выртнӑ, унӑн саланнӑ ҫивӗчӗ пӑхӑр тӗслӗ пулса кайнӑ, ҫара хулпуҫҫийӗсене хупланӑ…

Вот трое мужчин растянулись посреди дороги: они лежали навзничь, широко, по-богатырски раскинув сильные руки; под самодельным шатром спали девушки, спрятав в холодок лишь молодые, опаленные солнцем лица и подогнув едва прикрытые юбкой колени; вокруг столба гурьбой лежали мальчуганы-подростки, — сон их был так сладок, что и жара им была нипочем; невдалеке от них ничком лежала женщина, и волосы ее, широко распустившись, покрывали голые, под цвет меди, плечи…

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Василиса Ниловна ҫӗнӗ кофтӑпа, янах айӗнчен ҫавӑрса ҫыхнӑ шурӑ тутӑрпа, сарлака аркӑллӑ ҫӗнӗ юбка тӑхӑннӑ, вӑл купӑс калакан умне тулли стакан эрех, килте тунӑ колбасапа ҫӑкӑр чӗлли илсе пычӗ.

Василиса Ниловна, в новой кофточке и в белом платочке, завязанном узлом ниже подбородка, в новой юбке с широкой оборкой, поднесла гармонисту стакан вина и кусок домашней колбасы с хлебом.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Христоня арӑмӗ, ҫӳҫне-пуҫне тирпейсӗррӗн салатса янӑскер, кил хушшине чупса тухрӗ, юбка аркине чӗркуҫҫи хушшине хӗстерсе, ҫил хӑйсен анкартийӗнче чӑрсӑррӑн хуҫаланнине пӑхса тӑчӗ, унтан каллех ҫенӗке кӗрсе ҫухалчӗ.

Христонина жена, простоволосая, выскочила на баз, зажимая коленками юбку, поглядела, как ветер хозяйничает на гумне, и опять ушла в сенцы.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫара урисене юбка айне пытарса, Анфиса урапа ҫине ларчӗ.

Анфиса сидела на возу, подобрав под юбку босые ноги.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна хыпаланса юбка тӑхӑнса ячӗ те, утнӑ ҫӗртех пиҫҫиххине ҫыхса, малти пӳлӗме кӗчӗ.

Ниловна поспешно натянула юбку и, подвязывая ее на ходу, вошла в горницу.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑхма вӑл ҫамрӑках мар, ҫаврака питлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ куҫӗсем ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, ҫийӗнче кулленхи тум: кӗске ҫанӑллӑ кӑвакрах кофта, икӗ аркӑллӑ сарлака юбка, кӑвакара пуҫланӑ пуҫӗ ҫинче виҫе кӗтеслӗ тутӑр.

Это была уже немолодая женщина, полнолицая, с добродушными и ласковыми глазами; одета по-будничному: серенькая кофточка с короткими рукавами, широкая юбка с двумя оборками внизу, на голове, уже тронутой серебром, повязана косынка.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий сӑрӑ чӑмакка евӗр Франьӑна икӗ казак аллисем ҫине йӑтса ҫӗкленине курчӗ (хӗрӗн урисем, юбка айӗнчен шӗвӗр кӗтеслӗн мӑкӑрӑлса тухса, нимӗн хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ).

Григорий видел, как двое подняли серый сверток — Франю (у нее, выпирая под юбкой острыми углами, неподвижно висели ноги).

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, сулахай аллипе юбка аркине ҫӗклесе тытса, урам тӑрӑх ула-чӑлан йӑлтӑртатса выртакан лачакасенчен ирткелесе, чиркӳ патне ҫитрӗ.

Придерживая левой рукой подол юбки, обходя перламутровую синь раскинутых по улице лужиц, Наталья дошла до церкви.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юбка касса пама ыйтрӗ.

Юбку просила скроить.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лукинишна, лачака урлӑ сикме хатӗрленнӗ чухнехи пек, юбка аркине аллипе пухса тытрӗ те, пурте кӗрлесе хавхалантарса тӑнӑ май, пушмак сӑмсипе тӗпӗртеттерсе илчӗ, урисене арҫынла ыткӑнтарса ташлама тытӑнчӗ.

Лукинична подобрала подол, будто собираясь через лужу шагать, — выбила дробь носком, пошла, под гул одобрения, выбрасывая ноги по-мужски.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйсен мӑнтӑр кӗлеткисене чӗтрентереҫҫӗ (начаррисем ҫук, кашнин ҫийӗнчех улт-ҫичӗ хут юбка), пит тутрисене суллаҫҫӗ, чавсисене вылянтарса ташлаҫҫӗ.

Трясли полными задами (худых не было, на каждой по пять — семь юбок), махали кружевными утирками, сучили в пляске локтями.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья кӗрен ҫӑм юбка тӑхӑннӑ.

Дарья — в малиновой шерстяной юбке.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑх-ха эсӗ ана, юбка тӑхӑннӑ кӗве!» — киленсе ларать вӑл евчӗпеле, хӗрӗпе каччин ратнисене пиллӗкмӗш сыпӑкран тытӑнсах мухтаса ырлаканскерпе.

Ишь ты, моль в юбке!» — любовался он свахой, пластавшейся в похвалах невесте и невестиной родне, начиная с пятого колена.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Халӗ шӑп сӗткен кӗнӗ вӑхӑт, мӗн кӗтсе тӑмалли пур — ай ҫулран тухнӑ ватӑ хӗрсем сахал ярӑнса ҫӳреҫҫӗ-и? — халапа хутшӑнчӗ Василиса, пукан тӑрӑх шуҫкаласа (ӑна пӑлтӑрта вӑрласа юбка ӑшне чикнӗ хурӑн шӑпӑр шӑйӑрттарать — ваттисем каланӑ тӑрӑх евчӗсем качча каяс хӗрӗнне шӑпӑр вӑрланӑ пулсан, вӗсене хӗр пама чармаҫҫӗ имӗш).

— Теперича самое светок лазоревый, что ж держать, — аль мало перестарков в девках кулюкают? — выступила Василиса, ерзая по табурету (ее колол украденный в сенцах и сунутый под кофту веник: по приметам, сваты, укравшие у невесты веник, не получат отказа).

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Симӗс ҫӑм юбка тӑхӑннӑ Аксинья ӑна лашине ҫавӑтса тухса пачӗ.

Принаряженная в зеленую шерстяную юбку Аксинья подвела ему коня.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр чӑмӑркка туса тӗвӗлесе хунӑ ҫӳҫӗ ҫинче пурҫӑн ҫиппеле тӗрленӗ хӑю ҫулӑмланса йӑлкӑшать, хӗрлӗ кӗпи, юбка ӑшне чикнӗскер, нимӗн пӗркеленмесӗр унӑн тӳрӗ ҫурӑмӗпе шӑратса янӑ пек хулпуҫҫийӗсене ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тытса пырать.

На тяжелом узле волос пламенела расшитая цветным шелком шлычка, розовая рубаха, заправленная в юбку, не морщинясь, охватывала крутую спину и налитые плечи.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӑх-ха, Гришка, ну юбка та ӗнтӗ…

— Гля, Гришка, ну и юбка…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-пӗр праҫникре чиркӗве кайма тӳр килсен, Солоха пурҫӑн кӗпе тӑхӑнать, ҫиелтен кӑн-кӑвак юбка, умне катан пиртен ҫӗлетнӗ саппун ҫакать.

А пойдет ли, бывало, Солоха в праздник в церковь, надевши яркую плахту с китайчатою запаскою.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Эх, эсир, юбка тӑхӑннӑ шуйттансем! — ҫилленсе каларӗ Евсей, лаши ҫине утланса.

— Ах вы, черти в юбках! — злился Евсей, усаживаясь на коня.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней