Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑваттӑмӗш сăмах пирĕн базăра пур.
тӑваттӑмӗш (тĕпĕ: тӑваттӑмӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кур та пӗҫҫӳне ҫапса тӗлӗн, пуҫна тытса ахлат: пӗрре кайса килнипе ҫырлахмасӑр, тепре тухса шурӗҫ, унтан — виҫҫӗмӗш хут, тӑваттӑмӗш хут.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пурте куҫ умӗнче, пӗтӗмӗшпех паллӑ: пӗрисене, ҫак стройкӑра виҫҫӗмӗш ҫул, тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлекеннисене, хӑйсен пултарулӑхӗпе вӑй-хӑватне ӗненсе илме ӗлкӗрнисене, куҫпа курмалӑх, чун-чӗре савӑнмалӑх ӗҫ тума ӗлкӗрнисене, хӑйсен патне ҫӗнӗ йыш ҫӗнӗ завода хӑвӑртрах туса пӗтерме пулӑшас тесе, хӑюллӑ ӗмӗтпе, тӑванла кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитни чунтанах савӑнтарать; теприсене, инҫетри-инҫетри хуласенчен килсе ҫитнӗ каччӑсемпе хӗрсене, пӗтӗм ҫӗршыв пӗлекен стройка ҫыннисем кунашкалах тарават пулни, мӑнкӑмӑлланмасӑр, чун-чӗрене уҫса, пӗр танлӑн хисеплесе, тӑванла юратупа юратса, тӑванла савӑнӑҫпа савӑнса кӗтсе илни, тӗл пулни куҫҫуль тухасла хумхантарать.

Помоги переводом

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах тӑваттӑмӗш ҫул кайса кураймастӑп.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эпир пурте пиллӗкмӗш е тӑваттӑмӗш разрядлӑ строительсем, «тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх ударникӗсем».

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑксене театр институтне яма хатӗрленетпӗр, тӑваттӑмӗш сехет ӗнтӗ вӗсен пултарулӑхӗпе паллашатпӑр.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паян кун та виҫӗ тӑхлан татӑкӗ ларать манӑн кӑкӑрта, сан сӑмахусем — тӑваттӑмӗш тӑхлан пулчӗҫ, чӗрене пырса тӑрӑнчӗҫ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйне ӑна тӑваттӑмӗш пайӗ кӑна лекет иккен, ыттине йӑлт Степан Семенча пама тивет.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫав каҫ киле мӗнле ҫитнине тата тӑваттӑмӗш хутри хваттерне мӗнле хӑпарнине вӑл пач та астуса юлмарӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Апла тӑк вӑхӑтлӑх хваттер кирлӗ, анчах тӑван тени Тарановӑн Петр Васильевичсӑр пуҫне ялта урӑх никам та ҫук, ыттисем пурте ют ҫынсем, виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш сыпӑкрисене те тупаймӑн.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӑваттӑмӗш ҫул ӗҫлет председательте — ҫаплах район хулинче пурӑнать.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Строительство материалӗсене туса кӑларакан наци пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни тӑваттӑмӗш пушар сӑлтавӗ — электропралук юсавсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Тӑваттӑмӗш урок физкультура пулчӗ.

Четвертым уроком была физкультура.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Анна Прокопьева, Екатерина Платонова, Марина Ефимова, Ангелинӑпа Анастасия Порядковасем, Ксения Ефимова, Александра Воронова, Карина Федорова республикӑри чи вӑйлӑ командӑсемпе тупӑшнӑ, вӑйӑсене ҫӗнтерӳпе вӗҫлеме тӑрӑшнӑ, тӑваттӑмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Тӑваттӑмӗш ывӑлӗ Михаил та «Вперед» колхозра бригадирта ӗҫленӗскер, тӑванӗсем ҫапӑҫу хирӗнче юн юхтарнӑ чухне текех ялта пурӑнма пултарайман.

Помоги переводом

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Ку — тӑваттӑмӗш тӗлпулу пулчӗ, анчах — юлашки мар.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулта вӑл — кун пек пулнӑ, акӑ карточки, хӗрӗх иккӗмӗш ҫулта — улшӑнма кирлех мар, хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта… ҫапларах, хӗрӗх тӑваттӑмӗш ҫулта…

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Автор тӑваттӑмӗш картининче мӗн каласшӑн пулнине куракансем пӗрремӗш картинӑрах тавҫӑракан пулчӗҫ.

Помоги переводом

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапла ӗнтӗ, Чӑваш музыка театрӗ хӑйӗн аталанӑвӗнче тӑваттӑмӗш ҫул кӑткӑс та ответлӑ тапхӑра кӗчӗ.

Помоги переводом

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ку паян — тӑваттӑмӗш.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Караньялов вара тӑваттӑмӗш вырӑна тӑрса юлчӗ!

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней