Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн, 14. хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн 15. Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри; 16. вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сирӗн аҫӑрсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа паян кунчченех Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене — пророксене — ярсах тӑтӑм, ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм; 26. анчах вӗсем Мана итлемерӗҫ, хӑлхине таймарӗҫ, чурӑслансах кайрӗҫ, хӑйсен ашшӗсенчен те киревсӗртерех хӑтланчӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ярса тытнӑ вӑрӑ намӑса юлнӑ евӗр, Израиль килӗ хӑйне намӑса хӑварчӗ: унӑн патшисем те, улпучӗсем те, священникӗсем те, пророкӗсем те 27. йывӑҫа: «эсӗ манӑн аттем» терӗҫ, чула: «мана эсӗ ҫуратнӑ» терӗҫ; вӗсем Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ; инкек ҫитсессӗн вара: «пире ҫӑлсамччӗ!» теме пуҫлӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ Хиттим утравӗсем ҫине кайса пӑхӑр-ха е Кидар хутлӑхне ҫын ярса тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхӑр: ҫакӑн пекки мӗн те пулин пулнӑ-и унта?
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ.
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Вӑл эсӗ акса хӑварнӑ вӑрлӑх валли ҫумӑр ярса парӗ, тырпулпа ҫӗр ҫимӗҫӗ тулӑх та сӗтеклӗ пулӗ; ҫавӑ кун санӑн кӗтӗвӳсем анлӑ улӑх-ҫаранра ҫӳрӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Инкек часах ҫитӗ те — ярса илӗ сире; ирсеренех ҫӳрӗ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫӳрӗ, ун ҫинчен илтнӗ пӗр хыпар та сехӗрлентерсех ӳкерӗ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй вӑйлӑ этем, акӑ Ҫӳлхуҫа ярса тытӗ те сана, тытса пӑчӑртаса санран чӑмӑркка тӑвӗ, 18. унтан сана анлӑ ҫӗр ҫине тытса перӗ; ҫавӑнта вилӗн эсӗ, эй хуҫун килне намӑс кӳрекенӗ, санӑн чаплӑ тупӑклӑху ҫавӑнта пулӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ палӑк Египет ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫана уяса тӑнине пӗлтерекен, астутарса тӑракан паллӑ пулӗ: хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана йӑлӑнӗҫ те, Вӑл вӗсене ҫӑлакан тата хӳтӗлекен ярса парӗ, вӗсене хӑтарӗ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр; 2. ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах кама тытӗҫ — ҫавна чиксе пӑрахӗҫ, кама ярса илӗҫ — ҫавна хӗҫ айне тӑвӗҫ.15. Но кто попадется, будет пронзен, и кого схватят, тот падет от меча.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ассири патши ҫапла калать: «ҫакна эпӗ хам аллӑмӑн хӑвачӗпе, хамӑн тӑнӑмпа турӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑслӑ: эпӗ халӑхсен чиккисене куҫаратӑп, вӗсен хаклӑ мулне ҫарататӑп, улӑп пек, патшасене сирпӗтетӗп; 14. манӑн аллӑм халӑхсен пурлӑхне йӑвасене ярса илнӗ пек ярса илчӗ; йӑвара хӑварнӑ ҫӑмартасене мӗнле пуҫтараҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗре эпӗ ҫапла туртса илтӗм, никам та ҫунаттине хускатаймарӗ, ҫӑварне уҫмарӗ, сас та памарӗ».
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн аллӑм йӗрӗхсен патшалӑхӗсене ярса илчӗ, пуҫҫапмалли кӗлеткесем унта Иерусалимра, Самарире пулнинчен те ытларахчӗ, 11. апла Самарипе унӑн йӗрӗхӗсене мӗн турӑм, Иерусалимпа унӑн йӗрӗхӗсене те ҫаплах тумастӑп-им?» тейӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем чылайӑшӗ такӑнса ӳкӗҫ, аманӗҫ, танатара чӑлханӗҫ, вара вӗсене ярса тытӗҫ.15. И многие из них преткнутся и упадут, и разобьются, и запутаются в сети, и будут уловлены.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сири, Ефрем тата Ремалия ывӑлӗ сана хирӗҫ каварлашса ҫапла калаҫҫӗ: 6. Иудейӑна каяр, пӑлхатар ӑна, ярса илер, унта Тавеил ывӑлне патшана лартар, теҫҫӗ, те.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ама арӑслан пек ахӑрать, ҫамрӑк арӑслан пекех ӳхӗрет, мӗкӗрсе ярать те — тупӑша ярса илет, сӗтӗрсе каять — ӑна никам та туртса илеймест.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара этем хӑйӗн тӑванне ярса тытӗ те: «аҫун килӗнче санӑн тум пур — апла пирӗн ҫулпуҫ пулсамччӗ, ҫак ишӗлчӗксем санӑн аллунта пулччӑр» тейӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Чулрав чулне чӗвве ярса, Голиаф мӑнаҫлӑхне путарса, вӑл ҫамрӑк чухнех ҫав улӑпа вӗлерсе халӑх ҫинчен мӑшкӑла сирсе яман-и?
Сир 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.