Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Ачине вӑл Ихавод# тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине ярса илнине, хуняшшӗпе упӑшки [вилнине] пӗлсессӗн, вӑл: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ» тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам та пулин парне илсе пырсассӑн, аш пӗҫернӗ вӑхӑтра священник тарҫи аллине юплешке тытса пынӑ та, 14. ӑна хурана е тирӗке, е ҫатма ҫине, е чӳлмеке чиксе ярса, юплешки мӗн туртса кӑларнине священник валли илнӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Руфь ӗнтӗ ҫапла тунӑ, Вооз, [ӑна] ултӑ виҫе урпа ярса парса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ; хӑй хуланалла утнӑ.Она держала, и он отмерил [ей] шесть мер ячменя, и положил на нее, и пошел в город.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ филистимсем ӑна ярса тытнӑ та куҫне чиксе шӑтарнӑ, кайран ӑна Газа хулине илсе пырса икӗ пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, Самсон вара тӗрме ҫыннисен ҫуртӗнче арман чулӗ ҫавӑрнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самсон ҫавӑнта ашак янах шӑммийӗ асӑрханӑ, аллине тӑсса ярса илнӗ те ӑна унпа, чӗрӗ янах шӑммипе, пин ҫынна вӗлерсе тӑкнӑ.15. Нашел он свежую ослиную челюсть и, протянув руку свою, взял ее, и убил ею тысячу человек.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иеффай вара аммонсемпе ҫапӑҫма тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ун аллине панӑ; 33. вӗсене питӗ вӑйлӑ аркатса тӑкнӑ, Ароер патӗнчен пуҫласа Миниф патне ҫитиччен ҫирӗм хула туртса илнӗ, Авель-Керамим таранах ярса илнӗ, вара Аммон халӑхӗ Израиль ывӑлӗсене парӑннӑ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫав кун Авимелех кунӗпех хулапа ҫапӑҫнӑ, хулана ярса илнӗ, унти халӑха пӗтернӗ, хулине вара тӗппипе аркатса, ун вырӑнне тӑвар сапса тухнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Зевейпе Салман малалла тарнӑ; Гедеон вӗсене хыҫран хӑваласа кайнӑ та мадиансен патшисене, Зевейпе Салмана, иккӗшне те ярса тытнӑ, ҫапла пӗтӗм тапӑра шуйхатса ӳкернӗ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Ефрем ывӑлӗсем пурте пуҫтарӑнса тухнӑ та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефара таранах ярса илнӗ; 25. ҫавӑн чухне мадиансен икӗ ҫулпуҫне — Оривпа Зива — тытнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Гедеон пӗтӗм Ефрем тӑвӗ ҫине элчӗсем янӑ, унта пурӑнакансене ҫапла калама хушнӑ: мадиансене хирӗҫ тухӑр та Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫисене Бефвара таранах ярса илӗр, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсене мадиансенчен хӑтарма Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса тархасласассӑн, 8. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патне пророк янӑ, каланӑ вӗсене: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ ҫапла калать: Эпӗ сире Египетран илсе тухрӑм, сире чуралӑх килӗнчен илсе тухрӑм; 9. сире Египет ҫыннисен аллинчен, хӑвӑра хӗсӗрлесе тӑнӑ мӗнпур пусмӑрҫӑ аллинчен хӑтартӑм, вӗсене хӑвӑр патӑртан хӑваласа ярса сире вӗсен ҫӗрне патӑм, 10. каларӑм сире: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр; хӑвӑр пурӑнакан аморрейсен ҫӗрӗнчи турӑсене ан пуҫҫапӑр» терӗм; анчах эсир Ман сӑмаха итлемерӗр, тет, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сисара шыв ыйтнӑ: Иаиль ӑна сӗт пырса панӑ, чаплӑ чашӑка чи тутлӑ сӗт ярса панӑ.25. Воды просил он: молока подала она, в чаше вельможеской принесла молока лучшего.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ефрем патӗнчен Амалик ҫӗрӗнче тымар ярса пурӑнакансем ҫитрӗҫ; ун хыҫҫӑн Вениамин хӑй халӑхӗпе ҫитрӗ; Махир йӑхӗнчен ҫарпуҫӗсем, Завулон йӑхӗнчен ҫыруҫӑсем килчӗҫ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурте ун хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Иордан урлӑ Моав енне каҫмалли тӗле ярса илнӗ те никама та каҫма паман.И пошли за ним, и перехватили переправу через Иордан к Моаву, и не давали никому переходить.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав патша [пӗтӗм] Аммон халӑхӗпе Амалик халӑхне хӑй патне пуҫтарнӑ та Израиле тапӑннӑ, ӑна ҫӗнтерсе Пальма хулине ярса илнӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хуралҫӑсем хула енчен килекен ҫынна асӑрханӑ та [ӑна ярса тытса] ҫапла каланӑ: хулана хӑш тӗлтен кӗмеллине кӑтарт пире, вара сана тивмӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иудӑпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл ӗнтӗ ту-сӑртлӑ ҫӗре ярса илнӗ; анчах та айлӑм ҫӗрте пурӑнакансене хӑваласа ярайман, мӗншӗн тесессӗн лешӗсен тимӗртен тунӑ вӑрҫӑ ураписем пулнӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иуда тата Газа хулипе унӑн ҫӗрӗсене, Аскалон хулипе унӑн ҫӗрӗсене, Екрон хулипе унӑн ҫӗрӗсене, [Азот хулипе унӑн ҫӗрӗсене] ярса илнӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.