Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Хамӑн хаярлӑхӑма хӳме ҫине, ӑна сӗрекенсем ҫине ярса пусарӑп, вара сире калӑп: хӳме те ҫук, ӑна сӗрекенсем те ҫук, 16. Израиль пророкӗсем те ҫук, вӗсем Иерусалима пророк ятӗнчен малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерсе тӑратчӗҫ, канӑҫлӑх ҫук ҫӗртенех: «канӑҫлӑх куратпӑр» тетчӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем ҫынсене вӗлерсе тухсан, эпӗ ҫавӑнтах юлтӑм, ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, тилмӗрсе йӑлӑнтӑм, ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн ҫиллӳне Иерусалим ҫине ярса Эсӗ Израилӗн юлашки тӗпренчӗкне пӗтерӗн-и вара? терӗм.
Иез 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл алӑ евӗрлӗскерне тӑсрӗ те мана ҫӳҫрен ярса тытрӗ, Сывлӑш мана ҫӗрпе пӗлӗт хушшине ҫӗклесе хӑпарчӗ, Турӑ мана Иерусалим хулине, ҫурҫӗр енчи шалти хапха умне, илсе ҫитерчӗ, унта вара тарӑхтармӑш йӗрӗх, тарӑхтаракан йӗрӗх, лартнӑччӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ ачашласа пӑхса ӳстернисем асаплӑ ҫулпа кайрӗҫ, вӗсене тӑшман тустарса тухнӑ кӗтӳ пек ярса илчӗҫ.26. Воспитанные у меня в неге пошли жесткими путями, схвачены как стадо, расхищенное врагами.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл ҫутӑ ярса тӑрать, вара ҫутӑ килет, ӑна чӗннӗ те — вӑл Ӑна чӗтресех итленӗ; 34. ҫӑлтӑрсем те хӑйсене кӑтартнӑ вырӑнтах ҫуталса кайнӑ, савӑннӑ-хавасланнӑ.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр, эпир ӗнтӗ хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ, Унӑн ҫилли пирӗнтен паянхи кунчченех сирӗлмест; 14. хӑвӑра ярса паракан ҫак кӗнекене вуласа тухӑр: ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче уяв кунӗсенче, ятарлӑ кунсенче халӑха вуласа парӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫынсем ҫавӑн чухне каланӑ: акӑ эпир сире кӗмӗл ярса паратпӑр, ҫак кӗмӗлпе эсир пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем, ҫылӑхшӑн кӳмелли парне тата латӑн туянӑр та парне хатӗрлӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн парне вырӑнӗ ҫинче кӳрӗр, 11. Вавилон патши Навуходоносор пурӑнӑҫӗшӗн, унӑн Валтасар ывӑлӗ пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтӑвӑр: ҫӗр ҫинче вӗсен ӗмӗрӗ тӳпе ӗмӗрӗ пекех вӑрӑм пултӑр, тенӗ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӗнтӗ йӗнӗ, типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, 6. кӗмӗл пуҫтарнӑ, кашнийӗ вӑйӗ ҫитнӗ таран панӑ, 7. ҫав кӗмӗле Иерусалима аслӑ священник Иоаким патне — Салом ывӑлӗн Хелкиян ывӑлӗ патне — тата священниксем патне, Иерусалимра унпа пӗрле юлнӑ пӗтӗм халӑха ярса панӑ, 8. кӗмӗлпе пӗрлех сиуал уйӑхӗн вуннӑмӗш кунӗнче тата Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен илсе кайнӑ савӑтсене, Седекия — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тутарнӑ кӗмӗл савӑтсене, Иудея ҫӗрне каялла тавӑрма Варух аллине панӑскерсене, ярса панӑ; 9. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене Навуходоносор, Вавилон патши, Иерусалим хулинчен Иехонияпа аслӑ ҫынсене, алӑстисене, улпутсене, Иудея ҫӗрӗн халӑхне Вавилона куҫарса кайнӑ чухне хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ пулнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак кӗнеке сӑмахӗсене Варух ҫырнӑ, вӑл Нирия ывӑлӗ пулнӑ, Нирия вара — Маасей ывӑлӗ, Маасей — Седекия ывӑлӗ, Седекия — Асадий ывӑлӗ, Асадий — Хелкия ывӑлӗ; Варух ҫакна Вавилонра, 2. Иерусалим хулине халдейсем ярса илсе вутпа ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн пиллӗкӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче ҫырнӑ.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Патшана кӳрентернӗ ҫынна вӗлерме илсе кайсассӑн ун кил-ҫурчӗн алӑкне хупса лартнӑ пекех, йӗрӗх ҫурчӗсене вӑрӑ-хурах ҫаратасран апӑссем алӑксене ҫӑрапа питӗрсе, сӑлӑп ярса хуралласа тӑраҫҫӗ; 18. вӗсем валли хӑйсем валли ҫутнинчен ытларах ҫутаткӑҫ ҫутаҫҫӗ, лешӗсем вара ҫавна пӗрне те курма пултараймаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Тӑшманӑмсем мана, ним сӑлтавсӑрах, кайӑка тытнӑ пек ярса тытасшӑн темӗнле те тӑрӑшрӗҫ; 53. мана шӑтӑка пӑрахрӗҫ те мана чулпа пере-пере пӗтерчӗҫ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Патшана ярса тытнӑ, ӑна Вавилон патши патне Ривла хулине, Емаф ҫӗрне, илсе пынӑ, ӑна ҫавӑнта Вавилон патши сут тунӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ах, Вавилона ярса илнӗ, пӗтӗм ҫӗрӗн мухтавне парӑнтарнӑ!
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пӗлтерӳҫӗ тепӗр пӗлтерӳҫӗне хирӗҫ, хыпарҫӑ тепӗр хыпарҫӑна хирӗҫ чуптӑр, Вавилон патшине пӗлтерччӗр: унӑн хулине пур енчен те ярса илнӗ, 32. каҫӑсене ярса илнӗ, керемсене ҫунтарса янӑ, ҫарҫисем сехӗрленсе ӳкнӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вавилона ярса илӗҫ, ҫапӑҫу шавӗпе ҫӗр чӗтренсе кайӗ, халӑхсем хушшинче кӑшкӑрни илтӗнсе тӑрӗ.46. От шума взятия Вавилона потрясется земля, и вопль будет слышен между народами.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ сан валли таната лартса тухрӑм, ҫавна пӗлмерӗн, Вавилон, — лекрӗн; тупрӗҫ сана, ярса тытрӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑтӑн.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ Вавилон ҫине ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен аслӑ халӑхсен эшкерне ҫӗклентерсе килӗп, вӗсем ӑна хирӗҫ вырӑнаҫса тӑрӗҫ, ӑна ярса илӗҫ; вӗсенӗн ҫӗмренӗсем — ӑста ҫарҫӑ ҫӗмренӗсем, вӗсем тупӑшсӑр каялла таврӑнмаҫҫӗ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ Вавилонпа халдейсен ҫӗрӗ ҫинчен каланӑ сӑмах: 2. халӑхсене хыпарлӑр, каласа парӑр, ялав ҫӗклӗр, пӗлтерӗр, пӗр пытармасӑр ҫапла калӑр: «Вавилона ярса илнӗ, Бел намӑса юлнӑ, Меродаха аркатнӑ, унӑн кӗлеткисем мӑшкӑла юлнӑ, унӑн йӗрӗхӗсем арканнӑ».
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Чатӑрӗсемпе кӗтӗвӗсене туртса илӗр, тумтирне, япалисене, тӗвисене ярса илӗр, «пур енчен те сехре хӑппи!» тесе кӑшкӑрӑр вӗсене.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Израиле мӑшкӑллаканни эсӗ марччӗ-и-ха вӑл? ун ҫинчен калаҫма тытӑнсанах пуҫна пӑркалаттӑн — ӑна вӑрӑсем хушшинче ярса тытрӗҫ-и-мӗн?
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.