Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн ҫийӗпӗр, Геннадий Демьянович? — йӑпӑлтатрӗ Данилов, Аркаша пек авкаланса.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Юрӗ, — терӗ те Павлуш, туй каччи пек авкаланса, пӗр ҫавра юрласа пачӗ:
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ан ҫурӑр! — терӗ хӗрарӑм авкаланса, ҫаврӑнчӗ те шарфӗ вӗҫерӗнчӗ, манӑн аллӑмра юлчӗ, хӗрарӑм ун патне чупса пычӗ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Негрсем шурӑ ҫынна мӗн кирлине ӑнланчӗҫ, кимме шывран туртса кӑларчӗҫ, ӑна тӗмсен хушшине пытарчӗҫ, кӗҫех пурте вӑрман хушшинче юхан шыв евӗр авкаланса тӑсӑлакан улӑхпа ҫул тытрӗҫ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Лаша урисен айӗнче пружина пек авкаланса тӑракан шӳсе кӳпченӗ мӑк айӗнчен ҫӑра шыв пӑчӑртанса тухать.Под ногами лошадей из упругого, разбухшего мха выдавливалась мутная вода.
ХIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хапхаран сулахайра — тӗрме пуҫлӑхӗн пӳрчӗ, ун йӗри-тавра газон, клумбӑсем, лапсӑркка йывӑҫсем; кунсӑр пуҫне пӳрте авкаланса ӳсекен кӗл чечексен ешӗл карти капӑрлатать, ҫавна пула ҫак пӳрт ҫемьери лӑпкӑ пурнӑҫӑн тамӑк территорийӗнчи хӑйне уйрӑм тӗнчи евӗр туйӑнать.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сылтӑмра, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна тата ҫавнашкалах кӗтмен ҫӗртен ҫухала-ҫухала, юхан шывӑн ӗнтрӗкри ялкӑшӑвӗ туратсем витӗр ҫиҫе-ҫиҫе вылять; шыв юхӑмне май кукӑрӑлса, авкаланса, йӑлмак туса сукмак тӑсӑлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Вӑл каллех шухӑша путрӗ, ӑна шухӑшӗсенчен Готорн кӑларчӗ, вӑл Элдӑна тӗмсен хушшипе авкаланса тӑсӑлакан сукмак ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Анчах вӗсем нумай ӗҫленӗ: касса чӗнтӗрленӗ хитре балконсем; сенкер те хӗрлӗ маркизӑллӑ чӳречесен хушшинче авкаланса ӳсекен чечексен чӑтлӑхӗ; арӑслан тирӗ; рояль, юнашар пӑшал; юмахсенчи паттӑрсен-ни пек хӑюллӑ куҫлӑ, кӗре, шухӑшсӑр ачасем; ҫинҫе пилӗклӗ, хитре хӗрсем — кӗсйисенче револьвер, пуҫелӗк тӗлӗнче — кӗнеке; ӑмӑрт кайӑк куҫлӑ сунарҫӑсем, -тата мӗн кирлӗ сире?!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Битт-Бой темиҫе тип вар урлӑ каҫрӗ, «Йӗплӗ минтер» хӑна ҫуртӗнчен ҫаврӑнса иртрӗ те пысӑк-анлӑ сад пахчисен хушшинче авкаланса тӑсӑлакан сукмак ҫине, чуллӑ кӗске урама, тухрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Унта — хӑю пек авкаланса выртакан такӑр ҫул.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Паркра авкаланса юхакан шыври хӑяхлӑх ҫийӗн сапаланчӑк ҫурма ҫутӑра ватӑ йывӑҫсем тӗлӗрсе лараҫҫӗ.Старые деревья парка дремали в рассеянном полусвете над осокой извилистого ручья.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Унтан вара кӑтрашка йывӑҫ тӗмисем хушшинче, сулхӑнра, кукӑр-макӑр авкаланса выртакан Чир ҫырми урлӑ, кӗпер тӑрӑх каҫрӗҫ.Переехали по мосту извилистую речку Чир, затененную кудрявыми кустарниками.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Невски проспектра, кӑпӑш юр ҫийӗпе кукӑр-макӑрӑн авкаланса выртакан, хӑшпӗр тӗлте урлӑ урамсене пӑрӑнса кӗрекен сукмаксем тӑрӑх пӗр-пӗр сухаллӑ господин, пасарса ларнӑ тумтир ҫухине тӑратса янӑскер, иртсе каять.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Хулпуҫҫи ҫунтарать, — терӗ те Васька , ыратнипе авкаланса, хӑй ҫинчи кӗпине туртса ҫурчӗ.— Плечо жгет, — корчась от боли, сказал Васька и, потянув, разорвал на себе рубашку.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Феня кӑшкӑрса янӑ; унтан, ҫӗлен пек авкаланса, унӑн ытамӗнчен шуса тухнӑ, сулӑнса кайнӑ та — пӑлтӑралла чупнӑ.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Эпӗ сарайне тепӗр хут чупса кӗрсен, вӑл лаках ҫӑра тӗтӗмпе тулса ларнӑччӗ; тӗтӗм ӑшӗнче темскер кӗрлерӗ, шатӑртатрӗ, сарай тӑрӗнчен, авкаланса, хӗрлӗ хӑюсем усӑнса анчӗҫ, стена хӗрсе ҫитнӗ решутка пулса тӑчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хӑш чухне мана ҫав лӑпкӑ ҫынсем пурӑнӑҫӑн чул чӗрине пуснӑ мӑк пек туйӑнатчӗҫ, вӑл ӑна ҫемҫетсе кӑпӑшкарах тата япала ӳсмеллерех май туса парать; анчах пуринчен ытла лӑпкисем нумаййине, вӗсем ирсӗрлӗх енне ҫӑмӑллӑнах ҫавӑрӑнма пултарнине, вӗсен чунӗсем авкаланса курӑнмалла мар улшӑнма пултарнине тата вӗсем вӑрӑмтуна пек нӑйкӑшнине сӑнасан — эпӗ хама хам пӑван кӗтӗвӗ ӑшне лекнӗ тӑлланӑ лаша пекех туяттӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл шӑхӑркаласа, пӗтӗм кӗлеткипе пулӑ пек авкаланса, хӗсӗккӗн лартса тухнӑ сӗтелсем хушшипе ярӑнкаласа кайрӗ, — сӗтелсем хушшинче грузчиксем шавлӑн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, кӗтесре тахӑшӗ тенорпа тӑрлавсӑр юрӑ юрласа ячӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сукмак сӑрт айккипе аялта авкаланса выртнӑ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.