Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн содержанийӗ пирки пӗр сӑмах та шарламастӑр тесен, авкаланса, хуҫкаланса: «содержанине тӗпчесси Исаевсем пек, Кузнецовсем пек… критиксен ӗҫӗ», тесе, пӑрӑнса каяҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ача чухне Пинер вӗрентни хӗр-полковнике ҫав тери юрарӗ: унӑн хӗҫӗ ҫӗлен пек авкаланса кӑна тӑчӗ, драгуна чӗрӗмлӗх те канӑҫ памарӗ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унӑн икӗ уринчен те юн сӑрхӑнать, ҫӗлен йӗрӗ пек хура ҫӗр ҫине авкаланса юлать.
Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫак ҫука юлнӑ халӑх тавӑруҫине ҫӗрте авкаланса выртакан путсӗрсем тип-шар кӑтартнӑ иккен.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Авкаланса, пуҫ ҫапса, алӑ парса ҫаврӑнать, Ашшӗн тач тусӗсене тӗнче пек ыр сунать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Авкаланса, юрласа, Хуҫкаланса ташлаҫҫӗ, Хуллисене кукӑртса, Кӑчӑк туртса шӑваҫҫӗ.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Юхать Йӗршшӳ йӑлтӑртатса Симӗс улӑх хушшипе, Туй ҫӗлен пек авкаланса Ҫырма-ҫатра тӑршшӗпе.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫӳ-ӳллӗ йывӑҫсем хушшипе шыв ҫӗлен пек авкаланса юхать.
Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Леш тӑсмакрах питлӗ йӗкӗчӗ халӗ чи-х-х-х! сунасласа илчӗ те ҫак арҫынна хирӗҫ ыткӑнчӗ, ун умне ҫитсе ӳксен, чӑр-чӑр ҫуллӑ куҫӗпе кун куҫне ҫуллакаласа, пӗрре йытӑ хӳри пек кукӑрланса, тепре сакӑр ҫӗртен йыт пырши пек авкаланса, чунне тавӑрсах, сӗлекеленсех чӗлхипе тем ҫурӗ, ҫурӗ, вара умра арҫыннӑн ҫулне уҫса пычӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Чип-чипер ӑстӑнлӑ ҫынсен чӗринех хура ҫӗлен евӗр авкаланса, хирӗнсе кӗрсе каять вӗт, эсрел мӑйраки, пӗр ҫулӑхсан, йӗркеллӗ ҫынсенех пӑтратса яма, тем кӑтартма пултарать.
Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.
Вӑл пӗчӗк ача пек вырӑнӗ ҫинчех хуҫкаланса, авкаланса илчӗ те урайне ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ, анчах кӑвак чечекле каркӑҫпа карнӑ чӑланта ашшӗпе амӑшӗ ҫурма сасӑпа темӗн ҫинчен, хӗрсех калаҫнине илтсен, ваттисене чӑрмантарас темерӗ, шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен ҫемҫе утиял айне кӗрсе выртрӗ.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫав вӑхӑтра ҫӑрттан сасартӑк ҫӗлен пулӑ пек авкаланса илчӗ те Уҫка аллинчен тухса ӳкрӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шӑпах Хветутпа арӑмӗ авкаланса ташланӑ вӑхӑтра Хрестук килсе кӗчӗ, самантлӑха ним тума аптӑраса тӑчӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӗҫӗн кин текенни кӑкӑр ачине пӗр хӗрачана тыттарчӗ те хӑва хулли пек авкаланса, акӑш уттипе шукаласа, купӑсҫӑ умне тухрӗ, чӗкеҫ чӗлхипе такмакласа, ташлама пуҫларӗ:
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Петр Петрович ӑна, ҫӗлен пек авкаланса тӑракан ҫап-ҫутӑ та яп-яка янавара, нумай пулмасть Чӗмпӗртен туянса килнине пӗлсен, чылайӑшӗ пуҫӗсене усрӗҫ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ Палас Чӑваш Яшмин ҫурҫӗр енӗпе авкаланса иртет.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗри кӗл ҫине хунӑ хулӑ пек, авкаланса кӑна тӑраҫҫӗ.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Авкаланса ташша ячӗ вара Алимпи!
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Улӑхра Энӗш хӗвелпе йӑлтӑртатса, авкаланса выртать.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чернил, сӗтел хӗрнелле хура ҫӗлен пек авкаланса ҫитсе, урайне пӑтӑртатса юхма пуҫларӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.