Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ну, калаҫать тата, киревсӗр! — терӗ Тарантьев, хӑйӗн ҫумӗпе иртсе каякан Захара хыҫалтан тапма урине ҫӗклесе; анчах Захар чарӑнчӗ те ун еннелле ҫаврӑнса шӑртланчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Петя чӗри хытӑ тапма пуҫларӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн ватӑ, рабочин таса чӗри тапма чарӑнчӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя чӗри патне темле вӗри юн пырса капланчӗ, чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулчӗ.
XL. Офицер мундирӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ачан хавасланнӑ чӗри хытӑрах тапма тытӑннӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем шӑппӑн калаҫнине илтсен, ман чӗре сайрарах та тата хытӑрах тапма тытӑнать:И я слышу тихий разговор, от которого сердце начинает биться сильно и редко:
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑр аялалла вӗҫнине чухласа илтӗмӗр, тепӗр самантран пирӗн икӗ ҫын кӗрсе-выртмалӑх михӗ ӑшне шыв тулса ларчӗ, эпир ҫак хамӑра пӗтерме пултаракан михӗ ӑшӗнчен тухса ӳкес тесе, пӗр-пӗрне урасемпе тапма пуҫларӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Акӑ Крепость валӗ, — манӑн чӗрем хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, тӗлӗрсе кайма пуҫласанах, ӑна ҫав тери ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн аса илтӗм, вӑл манӑн чунӑма тыткӑна илчӗ, чӗрем те вара манӑн ерипен те хӑватлӑн тапма пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл вӗсене атӑ хывмаллипе хӗнетчӗ, — терӗм эпӗ, ҫаксене асӑннипе чӗре хӑвӑрттӑн тапма пуҫланине туйса, — хӗрачана вӑл тата хытӑрах хӗнетчӗ, мӗншӗн тесен арҫын ачи хирӗҫ тавӑрса пама та пултарнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн чӗре хытӑ тапма пуҫларӗ; унӑн тапӑмӗ хӑлхана кайса тивнипе эпӗ лӑпкӑ та хаяр музыка хӑҫан пуҫланса кайнине йӗркеллӗ ас туса та юлаймарӑм.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ӑна — лайӑх, ӗнентермелле те чӗре патне пымалла ҫырнӑ, тесе пахаларӗ; ҫыру хӑй ӗҫне тӑвасси енӗпе иккӗленмелли ҫуккине шанса, вӑл хӑйӗн чечен чӗрине пӗтӗм ҫамрӑклӑхпа, юрату шанчӑкӗсемпе тапма ирӗк пачӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Алексей чӗри каллех лӑпкӑн тапма пуҫларӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Тӗрӗсех вӑл, пӗлессӗр килет пулсан, ҫав сасӑ кӑмӑллӑ та, анчах ҫапах та вӑл чӗре ытла хӑвӑрт тапма тытӑннӑшӑн ҫеҫ кӑмӑллӑ.— Разумеется, если хотите, оно и приятно; только все же потому, что сердце бьется сильнее.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн чӗри хыттӑн та хӑвӑрт тапма тапратрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей чӗри савӑнӑҫлӑн тапма тытӑнчӗ, пӑлханнипе мӑйне темле сивӗ пырса ҫапӑннӑн туйӑнчӗ.Радостно заколотилось сердце; он почувствовал, как шея чуть оцепенела от знакомого холодка волнения.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей сывлайми пулса ҫитет, вӑл хӑйӗн чӗри тапма чарӑннине туйма пуҫлать, юлашки хут пӗтӗм вӑйне пухса ҫӗкленме пикенет…
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ ун умне каҫхи апат пырса лартнӑ; унӑн чӗри тата хытӑрах тапма пуҫланӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл ҫав шӑтӑка калама ҫук хӑвӑрт вӗҫет, хӑвӑрт ӳкнипе унӑн чӗри те тапма чарӑннӑ пек туйӑнать; е тата вӑл Владимире курать, Владимир юнланнӑ, шурса кайнӑ, курӑк ҫинче тӑсӑлса выртать.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936