Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эсӗ сăмах пирĕн базăра пур.
эсӗ (тĕпĕ: эсӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах: 23. пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.

Послушание лучше жертвы и повиновение лучше тука овнов; 23. ибо непокорность есть такой же грех, что волшебство, и противление то же, что идолопоклонство; за то, что ты отверг слово Господа, и Он отверг тебя, чтобы ты не был царем [над Израилем].

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Мӗншӗн-ха эсӗ Ҫӳлхуҫа каланине итлемерӗн, тупӑш ҫине сиксе ӳкрӗн, Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн? тенӗ.

19. Зачем же ты не послушал гласа Господа и бросился на добычу, и сделал зло пред очами Господа?

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вара Самуил каланӑ: ху Израиль йӑхӗсен патши пулса тӑнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе янӑ чухне эсӗ хӑвна ху пӗчӗк ҫын вырӑнне ҫеҫ хуманччӗ-и-ха?

17. И сказал Самуил: не малым ли ты был в глазах твоих, когда сделался главою колен Израилевых, и Господь помазал тебя царем над Израилем?

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Саул ӗнтӗ Ионафана: кала-ха мана, эсӗ мӗн турӑн? тенӗ.

43. И сказал Саул Ионафану: расскажи мне, что сделал ты?

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

41. Саул каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри! [мӗншӗн-ха Эсӗ паян Хӑвӑн чуруна хуравламарӑн? ҫавӑн айӑпӗ манра-ши е Ионафан ывӑлӑмра-ши? эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри!] паллӑ парсамччӗ.

41. И сказал Саул: Господи, Боже Израилев! [отчего Ты ныне не отвечал рабу Твоему? моя ли в том вина, или сына моего Ионафана? Господи, Боже Израилев!] дай знамение.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.

Саул отвечал: я видел, что народ разбегается от меня, а ты не приходил к назначенному времени; Филистимляне же собрались в Михмасе; 12. тогда подумал я: «теперь придут на меня Филистимляне в Галгал, а я еще не вопросил Господа», и потому решился принести всесожжение.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Анчах та Самуил: эсӗ мӗн турӑн? тенӗ.

11. Но Самуил сказал: что ты сделал?

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хуравланӑ ӑна: эсӗ пире кӳрентермен, хӗсӗрлемен, никамран та нимӗн те илмен.

4. И отвечали: ты не обижал нас и не притеснял нас и ничего ни у кого не взял.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Эсӗ Галгала манран маларах кай, эпӗ те унта сан патна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе канӑҫлӑх парни кӳме пырӑп; мана хӑвӑн патна пырса ҫитиччен ҫичӗ кун кӗт, ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ сана мӗн тумаллине кӑтартса парӑп, тенӗ.

8. И ты пойди прежде меня в Галгал, куда и я приду к тебе для принесения всесожжений и мирных жертв; семь дней жди, доколе я не приду к тебе, и тогда укажу тебе, что тебе делать.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ; 4. вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.

3. И пойдешь оттуда далее и придешь к дубраве Фаворской, и встретят тебя там три человека, идущих к Богу в Вефиль: один несет трех козлят, другой несет три хлеба, а третий несет мех с вином; 4. и будут приветствовать они тебя и дадут тебе два хлеба, и ты возьмешь из рук их.

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Хула хӗррине ҫитнӗ чухне Самуил Саула ҫапла каланӑ: тарҫуна кала-ха, вӑл пирӗнтен маларах утса пытӑр, — тарҫи вара мала кайнӑ; — эсӗ халӗ чарӑнса тӑр, эпӗ сана Турӑ мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ.

27. Когда подходили они к концу города, Самуил сказал Саулу: скажи слуге, чтобы он пошел впереди нас, - и он пошел вперед; - а ты остановись теперь, и я открою тебе, что сказал Бог.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ мана мӗншӗн ҫапла калатӑн? тенӗ.

К чему же ты говоришь мне это?

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Саул килсе ҫитиччен пӗр кун маларах Ҫӳлхуҫа Самуила ҫапла пӗлтерсе каланӑ: 16. ыран ҫак вӑхӑтра Эпӗ сан патна Вениамин ҫӗрӗ ҫинчен пӗр ҫынна илсе килӗп, эсӗ ӑна Манӑн халӑхӑма, Израиле, тытса тӑраканӗ пулма ҫу сӗрсе яр, вӑл Манӑн халӑхӑма филистимсен аллинчен хӑтарӗ: Хамӑн халӑхӑм йӗрсе йӑлӑнни Ман патӑма ҫитрӗ, ҫавӑнпа Эпӗ ун ҫине хӗрхенсе пӑхрӑм, тенӗ.

15. А Господь открыл Самуилу за день до прихода Саулова и сказал: 16. завтра в это время Я пришлю к тебе человека из земли Вениаминовой, и ты помажь его в правителя народу Моему - Израилю, и он спасет народ Мой от руки Филистимлян; ибо Я призрел на народ Мой, так как вопль его достиг до Меня.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Саул хӑйӗн тарҫине: эсӗ лайӑх каларӑн; кайрӑмӑр, тенӗ.

10. И сказал Саул слуге своему: хорошо ты говоришь; пойдем.

1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вара Израилӗн аслӑ ҫыннисем пухӑннӑ та Самуил патне Рамӑна пынӑ, 5. каланӑ ӑна: акӑ эсӗ ватӑлса ҫитрӗн, анчах санӑн ывӑлусем санӑн ҫулупа ҫӳремеҫҫӗ; апла пире патша лартса пар, ытти халӑхсенни пек, вӑл пире сут туса тӑтӑр, тенӗ.

4. И собрались все старейшины Израиля, и пришли к Самуилу в Раму, 5. и сказали ему: вот, ты состарился, а сыновья твои не ходят путями твоими; итак поставь над нами царя, чтобы он судил нас, как у прочих народов.

1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вӑл вилес умӗн ун тавра тӑракан хӗрарӑмсем ӑна каланӑ: ан хӑра, эсӗ ывӑл ҫуратрӑн, тенӗ.

20. И когда умирала она, стоявшие при ней женщины говорили ей: не бойся, ты родила сына.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Илий ҫапла каланӑ: сана мӗн каланӑ? манран ан пытар; хӑвна каланинчен эсӗ манран мӗн те пулин пытарас пулсассӑн, Турӑ сана ӑна та, кӑна та кӑтартӗ, тата ытларах та кӑтартӗ, тенӗ.

17. И сказал Илий: что сказано тебе? не скрой от меня; то и то сделает с тобою Бог, и еще больше сделает, если ты утаишь от меня что-либо из всего того, что сказано тебе.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Илий Самуила каланӑ: каялла кайса вырт, [Чӗнекенӗ] хӑвна чӗнсессӗн, эсӗ ҫапла кала: Ҫӳлхуҫамӑм, кала: Санӑн чуру итлет, те, тенӗ.

9. И сказал Илий Самуилу: пойди назад и ложись, и когда [Зовущий] позовет тебя, ты скажи: говори, Господи, ибо слышит раб Твой.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ача тӑнӑ та, Илий патне пырса: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ.

Он встал и пришел к Илию и сказал: вот я! ты звал меня.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл тӑнӑ та, Илий патне иккӗмӗш хут пырса: эпӗ кунтах! эсӗ мана чӗнтӗн, тенӗ.

Он встал, и пришел к Илию вторично, и сказал: вот я! ты звал меня.

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней