Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара Ермолай, сӗм ҫӗрлене пӑхмасӑрах, хӑйӗн йыттипе пӗрле вӗтлӗх витӗр, шурлӑхсем урлӑ тухса каять, тен, леш Софрон ӑна хӑй патне картишне те кӗртмӗ, ӗнселесе кӑна ярӗ: ӗҫлӗ ҫынсене ан кансӗрлесе ҫӳре, тейӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Малтанах кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен, унтан кӑнтӑртан вӗрекен йӑваш ҫил, ҫӗрлене хирӗҫ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫӗрлене сӑнчӑртан вӗҫертнӗскер, вӑл каччӑ урисем ҫумне пырса лӑпчӑнкаларӗ-лӑпчӑнкаларӗ, хӳрипе пӑлтӑртаттаркаларӗ-пӑлтӑртаттаркаларӗ те выртакан, пурӑнакан ҫӗрех, лупас айнеллех лӑпӑстатрӗ каллех.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халь… кунӗсем ҫавнашкал… кӗскескерсем, ҫавӑнпа та шӑв-шав шӑнӑҫаймасть вӗсене, ҫӗрлене те юлать вара.Теперь… такие дни… короткие, что шум не убирается в них и остаётся на ночь.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ку эрнере эрнипех Николай Юрьевичӑн — темӗнле пӗтӗм тӗнчери симпозиум, киле ҫӗрлене юлса таврӑнать вӑл, каҫсерен эпӗ ун пӳлӗмӗнче ӗҫлесе ларатӑп.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Халӗ ӗнтӗ, тӗттӗмленсех ҫитиччен, ҫӗрлене вутӑ янтӑлар, лӑсӑ касса хатӗрлер, — хушрӗ Владимир.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана тӗттӗм ҫӗрте пурӑнма, — тет Дульник, — маскировкӑланма, ҫӗрлене кӗтсе илме, унтан шӑл хушшине кинжал ҫыртса темле хура парӑсӗсен айӗнче ишме йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑнасем чылай ҫӗрлене юлса саланчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ӳлӗмрен уроксене хатӗрленессине ҫӗрлене хӑварма юраманнине пӗлтӗр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Ҫӗрлене пӑр ҫинче никам та ан юлтӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Те пӳртри шӑв-шава илтнипе кӑмӑлсӑрланса, те хӑлхине урах-мен сас-чӗв пырса кӗнипе сыхӑланса, ҫӗрлене сӑнчӑртан вӗҫерӗннӗ йытӑ тӑкӑскӑн та вӑрӑммӑн вӗрсе ярать.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗрлене юлнӑ ура сасси урам чулне хыттӑн шаклаттарса иртет, таҫтан тухнӑ автомобиль кӗрӗлтетсе иртсе каять, ҫывӑракан хула ҫийӗпе Кремль сехечӗсен хрусталь чӑнкӑртатнӑ евӗрлӗ сасси янӑраса илет…
Бал // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Питӗ ҫӗрлене юлса ыранхи плансем ҫинчен калаҫса татӑлнӑ тата вӗсенчен хӑшӗ ӑҫта пулассине палӑртнӑ хыҫҫӑн, Воропаевпа Сухов пӗр-пӗрне телефонпа ҫӑмӑллӑнах шыраса тупаҫҫӗ е, пӗр чӗрӗк сехет хушши калаҫнӑ хыҫҫӑн, пӗр-пӗринчен талӑклӑха е ытлараха уйрӑлас тесе, хире-хирӗҫ юланутсемпе, таратайкӑсемпе, грузовиксемпе тата «вездеходсемпе» вӗҫтерсе пыраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Василий Фрося сӑрчӗн хӗрринче ирттернӗ ҫӗрлене аса илчӗ:
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗлместӗп, мӗнле шухӑшлать-ши кун пирки Хуркайӑк, анчах вӑл ҫӗрлене питӗ юратать.Не знаю, так ли думала обо всем этом Журавушка, но она очень любит ночь.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Янкӑс саслӑ ҫак кайӑк хӑйӗн чи лайӑх юррине ҫӗрлене валли упрать пулӗ.Видно, для ночи звонкоголосое это существо оставляет лучшую свою песнь.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Паша пичче, эсӗ ма пит ҫӗрлене юлса ҫӳретӗн?
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
«Ку шӑпах леш тарнӑ негр ӗнтӗ», — тесе шутларӑм эпӗ хам ӑшра; эпӗ унта кунӗпех пултӑм тата ҫӗрлене те юлма лекрӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл тырпул сводкисем ҫинче сӗм ҫӗрлене ҫитиччен ӗҫлесе ларать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫӗрлене юлса, шӑп каҫхи апат умӗн, Муций таврӑнчӗ.
VI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.