Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫур ырлӑхне кӗнӗ ял, хӑй чухӑннинчен вӑтаннӑ пек, урамӑн икӗ айккипе ешерекен ват йӑмрасемпе яштака хурӑнсем айне пытаннӑ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Экскурсине кайса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл шыв хӗрринчен икӗ льере яштака ӳсекен кедр йывӑҫҫисен вӑрманне тӗл пулнӑ.Во время своих экскурсий на сушу он нашёл в двух лье от берега великолепный кедровый лес.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Темиҫе маллей, ҫакӑнти ҫурта пек яштака хырсем, улӑхри ҫыранӑн ҫийӗпе хӑйсен ешӗл тураттисене саркаласа янӑ, вӗсен ҫупӑрланӑвӗнче хутаҫлӑ каюрасен хаваслӑ кӗтӗвӗсем выляса ҫӳреҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫутӗҫ комиссарӗ — хыткан та яштака учитель Чернопысский.Комиссар просвещения — худенький стройный учитель Чернопысский.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пехота инспекторӗ хӑй патне мӑйӑхӗсене вӗҫкӗн пӗтӗрсе янӑ яштака Черняк полковнике чӗнсе илчӗ.Инспектор пехоты подозвал к себе стройного, с щегольски закрученными усиками полковника Черняка:
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Каччӑ вара вӑхӑта сая ярас темерӗ курӑнать, ӑна тутинчен, питӗнчен, мӑйӗнчен антӑхса каясла чуп турӗ, аллине яштака кӗлетки тӑрӑх чуптарчӗ.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Вӗсем университетӑн крыльци ҫинче матрос тумӗллӗ яштака хӗре курчӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Ӑҫта пырасшӑн эсӗ? — хӗсӗнчӗ вӗсен хушшине хуса ҫитнӗ яштака Кавӗрле.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
«Яштака та патвар, чӑн-чӑн кӗреш пек ӳссет. Нумай хӗр чунне йӑшкаттарӗ вӑл, нумайӗшӗн пуҫне ҫавӑрӗ», — тет.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Пӗр шутласан, тӗлӗнмелле те, ӑнланмалла та мар: ҫак шурса кайнӑ пӗчӗкҫеҫ трубач ҫумӗнче тӑракан маттур та яштака, матрос кӗпи тӑхӑнса янӑ ача вылять-ши, шӳт тӑвать-ши?
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Ӗлӗкхи «Кӗске турта» майӗпенех урӑхланма тытӑннӑ, ӑна нумайӑшӗ асӑрхаман та, вӑрҫӑн тепӗр икӗ ҫулӗ хушшинче ӳссе кайрӗ те мӗнле маттур пулса тӑчӗ: ҫӳлӗ пӳллӗ, яштака!
XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Пӗр енчен пӑхсан — вӑл вӑкӑр пек туйӑнать, тепӗр енчен пӑхсан — чӑн-чӑн лаша пекех: кӗлетки те яштака, вӑрӑм та ҫинҫе ураллӑ, сӑмси те, сӑмси шӑтӑкӗсем те ҫавӑн пекех.
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Карчӑксем-чӑрӑшсем — вӑрманти йывӑҫсем пек пурте пӗр тан, ҫӳллӗ, яштака, ҫурта пек туп-тӳрӗ мар.
VIII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Шухӑшпа вӑл яланхи мораль законӗ хушнинчен те каҫса кайнӑ, анчах ун чухне те унӑн юнӗ хӑйӗн илемлӗ те яштака, лӑпкӑ ӳтӗнче халичченхи пекех хуллен чупнӑ.
XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку вӑл кӑтра хура ҫӳҫлӗ, вӑтӑр пилӗк ҫул тӗлнелле ҫитнӗ яштака ҫын иккен.Это был стройный человек, лет тридцати пяти, с длинными черными кудрями.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Аслӑ картиш, сарайсен ҫивиттийӗсем, яштака тирексен ҫӳлелле кармашнӑ шӳрлеке тӑррисем, юпаран кӑкарса, ҫурӑмӗсем ҫине ашӑк витнӗ лашасем — пурте ҫӗрлехи ҫутӑра хурарах кӑвак мӗлкесем майлӑ курӑнаҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Виҫҫӗмӗш кунне, шуҫӑм килнӗ чух, ҫил выртрӗ те, ҫеҫенхире ҫӑра тӗтре карса илчӗ, пӗлтӗрхи нӳрӗ кӑлкан тӗмӗсем кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан пулчӗҫ; куринкесем, шырлансем, станицӑсем, чиркӳ шпилӗсем, яштака тирексен пӗлӗтелле пирамида майлӑ кармашакан тӑррисем сирӗле пӗлми шупка кӑвак тӗтре ӑшне путрӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Коробин хӑйӗн яланхи шупка симӗс тӗслӗ кительне тӑхӑннӑ, вӑл унӑн кӗрнек те яштака кӗлеткине тӗлӗнмелле килӗшет.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл тулашӗнчен те ҫар ҫынни пек пулман, ҫар тумӗ ӑна яштака та тӑпӑл-тӑпӑл вӑрҫӑччен пачах та ҫар ҫынни пулманнипе уҫӑмлӑрах палӑртнӑ ҫеҫ: симӗс гимнастерки, ҫурӑм ҫинче мӑкӑрӑлса, сарлака пиҫиххи айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса тӑнӑ; кӑпӑшка та ҫутӑ хӑмӑр ҫӳҫне пусса лапчӑтайман картусӗ пуҫ ҫинче ламсӑр та куштанла ларнӑ; ҫутӑ харшӑллӑ куҫлӑхӗ вара сарлака янах шӑммилӗ пичӗ ҫинче пачах та вырӑнсӑр пек туйӑннӑ; тен, унӑн кӑшт айванрах пит-куҫӗнче ҫирӗплӗхпе тӳсӗмлӗх пулманран ҫапла курӑннӑ пулӗ вӑл.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кунсӑр пуҫне тата Ксени ахаль те аван-ҫке, яштака та тӑп-тӑп пӳллӗ, цыган пек хураскер, пӗчӗк питлӗ, пысӑк та хура куҫӗсем ҫулӑмла ялкӑшса тӑраҫҫӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.