Поиск
Шырав ĕçĕ:
Давид башни пек, тӳп-тӳрӗ те яштака сан мӑйу!..
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл ун чухне вун тӑваттӑра ҫеҫчӗ, анчах та — питӗ те яштака пӳллӗ, кӑпӑшка ҫӳҫлӗ, мӑнкӑмӑллӑн пӑхакан куҫлӑ, вӑл хӑй ҫулӗнчен аслӑрах, хӗрарӑм пулма ӗнтӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ пек курӑнатчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ӗлкен кӑна ҫӳҫлӗ яштака вӑрӑм хӗрарӑм хуллен ахлатса янӑ та ҫав ача патне ерипен кӑна пырса ӳкнӗ.Высокая, стройная женщина с пышными волосами тихо ахнула и мягко упала около него.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Тирек малтанах вӑрахчен чӗрӗлеймерӗ, кайран пурпӗр ӳсме тытӑнчӗ, ҫӗнӗ хунавсем кӑларчӗ, халӗ вӑл ҫӳлӗ те яштака ӗнтӗ.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ӗмӗтӗнче халӗ чи илӗртӳллӗ пурнӑҫ уҫӑлнӑ ӗнтӗ: тӗлӗкре ӑна хура та кӑтра, яштака ҫӳлӗ каччӑсем курӑнмалла, вӗсен сӑнӗнче шухӑш, вӑрттӑн вӑй, хӑюлӑх палӑрать, вӗсем мӑнаҫлӑн кулаҫҫӗ, куҫӗсенче чӗрене тивекен хӗлхем ялкӑшать, ҫемҫе уҫӑ сасси те хӗлӗх пек янӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ку вара, ман палламан пӗлӗшӗм, яштака брюнет, ҫулӗпе ҫирӗм — ҫирӗм пиллӗксенче пулӗ, хӑйне ҫӑмӑллӑн та каҫӑррӑн тыткалать.Моя незнакомка, высокая брюнетка лет около двадцати — двадцати пяти, держалась легко и стройно.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӗкӗртен ун ҫине яштака пӳ-силлӗ, хумлӑн-хумлӑн выртакан тӗксӗмрех ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ каччӑ тинкерчӗ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ман пӳлӗме вара хӗвел ҫинче пиҫӗхнӗ яштака та витӗр пӑхакан куҫлӑ Петя пырса кӗчӗ, ӗлӗкхи пек пӗшкӗнерех те тӑмасть вӑл.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Яштака та ҫӳлӗ, йывӑр тайӑмлӑ ҫын, вӑл ман енне илемлӗн авӑнса пырать, тӗрлӗрен ыйтусем парать, хирӗҫ калассине кӗтмесӗрех, татти-сыпписӗр сӑмахлать.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫи-пуҫӗ тирпейлӗччӗ унӑн, хӑй яштака кӑна, кулкаласа тӑнӑ чух, малта хутланса тӑран ҫӳҫ пайӑрки уйрӑмӑнах ӑна тӗлӗнмелле чипер сӑнар кӗртетчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав вӑхӑтра пӳртрен пӗр яштака кӗлеткеллӗ ҫамрӑк мужик тухрӗ те: — Мӗнле эсӗ ҫавӑн пек чӑрсӑрланма хӑятӑн, — терӗ мана мӑнкӑмӑллӑн.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл ҫирӗп те тӑп-тӑп, тӗлӗнмелле яштака кӗлеткеллӗ курӑнать.Она была такая крепкая, здоровая и вместе с тем легкая и стройная.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манран инҫе мар, карлӑк ҫине тайӑнса, пӗр ача тӑрать, вӑл яштака пӳ-силлӗ, тем-хура ҫӳҫлӗ, ҫинҫе те курпунтарах сӑмсаллӑ, вӑрӑм куҫхаршийӗсем сӑмси тӗлӗнче кӗҫех пӗрлешсе каяйман.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ҫӑмӑл та чипер кимӗ, лутра каютӑллӑ, яштака мачтӑллӑ.Это было легкое и красивое судно, с низенькой каютой, стройной мачтой.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн кӳршӗ, ҫамрӑк казак, хитре те яштака пӳллӗскер, пӗр стакан ахаль йышши эрех тултарса пачӗ, анчах эпӗ ӑна ӗҫмерӗм.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Шухӑшлама та кулӑшла, пӑхма эпӗ халь те ача, тейӗн: питӗм шуранкарах, ҫапах вӑл таса-ха, кӗлеткем ҫепӗҫ те яштака, ҫӑра кӑтра ҫӳҫ явӑнать, куҫсем ҫунаҫҫӗ, юн вӗрет…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл вӑтам пӳллӗ; унӑн яштака та ҫинҫе кӗлетки тата сарлака хул пуҫҫийӗ вӑл ҫирӗп ҫын пулнине, куҫса ҫӳрес пурнӑҫри мӗн пур инкеке те йӗпе-сапана тӳссе ирттерме пултарнине кӑтартать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн яштака кӗлеткине нихӑҫан та ҫар мундирӗ пӑвса тӑрас мар пулсан, тата вӑл лаша ҫинче картинӑланса пырас вырӑнне хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне канцеляри хучӗсем ҫинче хутланса ларса ирттерес пулсан, чӑнтанах ӗнтӗ шел пулнӑ пулӗччӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936