Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

авӑнса (тĕпĕ: авӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та пурнӑҫ ҫулӗ унӑн тепӗр чух пӗр кӗтмен ҫӗртен тӑрук унталла та кунталла авӑнса илнине те пӗлетӗп.

Но все же я знаю, что иногда ее жизненный путь неожиданно гнется туда и обратно.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Темиҫе ҫул каялла тавралӑха илем кӳрекен чечексем пӑрпа витӗнни, йывӑҫсем авӑнса хуҫӑлни асрах.

У всех на памяти тот год, когда цветы, украшавшие природу, покрылись льдом, ломались деревья.

Ҫанталӑк ашкӑнать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

11. Халӗ ӗнтӗ вӑл, чирпе авӑнса ӳкнӗскер, хӑйӗн чӑтма ҫук пысӑк мӑнаҫлӑхне маннӑ та Турӑ хаса панипе асапӗ самантсерен вӑйланнӑҫемӗн Турра пӗлме те тытӑннӑ.

11. Теперь-то, будучи сокрушен, начал он оставлять свое великое высокомерие и приходить в познание, когда по наказанию Божию страдания его усиливались с каждою минутою.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Тӳпере епле мӑнаҫлӑн авӑнса тӑрать вӑл; Ҫӳлти Турӑ алли карса хунӑ ӑна.

13. Величественным кругом своим она обнимает небо; руки Всевышнего распростерли ее.

Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Наянлӑха пула мачча авӑнса анать, алӑ усӑнсассӑн, ҫурта шыв кайма тытӑнать.

18. От лености обвиснет потолок, и когда опустятся руки, то протечет дом.

Еккл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турӑ арчине туртса илни ҫинчен тата хӑйӗн хуняшшӗпе упӑшки вилсе кайни ҫинчен илтсессӗн, вӑл чӗркуҫҫи ҫине авӑнса аннӑ та, пилӗк каснипе аптӑраса ӳксе, ҫавӑнтах ҫуратса панӑ.

И когда услышала она известие о взятии ковчега Божия и о смерти свекра своего и мужа своего, то упала на колени и родила, ибо приступили к ней боли ее.

1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней