Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ; альгаробо качака мӑйраки ӳсекен йывӑҫсенчен пӗри пулать, унӑн хуппине типӗтсе лайӑх авӑртсан, вӑл индеецсем валли ҫӑнӑх вырӑнне пулса тӑрать; авкаланса тӑракан вӑрӑм туратлӑ шурӑ квайрахо, вӗсенчен тир йӑваламалли япала тухать; хӗрлӗ квабрахо, — самшит пекех хытӑ йывӑҫ; питӗ ҫӑмӑл тивсе каякан наудубай, вӑрмансенчи пысӑк пушарсем час-часах ҫавсенчен тухса каяҫҫӗ; вираро, унӑн тураттисем ҫинче хӗрлӗ-кӑвак ҫеҫкесем пӗр пек пирамида евӗрлӗ кӑларса тӑраҫҫӗ; юлашкинчен, тимбо, ҫӳллӗшӗпе сакӑрвунӑ фут пӗлӗтелле тӑсӑлса ӳсекенскер, унӑн сулхӑнӗнче пӗр кӗтӳ ҫаплипех вырнаҫса тӑрать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сӑрт хушшин хӗвелтухӑҫ енчи стена тӑрӑшшӗпе пӗр чӑнкӑ кӑна сукмак ҫӗлен пек авкаланса хӑпарать, вӑл сукмак тӑрӑх мулсем ҫӳреме пултараймаҫҫӗ.Вдоль восточной стены ущелья змеилась круто уходящая вверх тропа, недоступная для мулов.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Дивизи штабӗн телеграфисчӗ «морзе» паллисене ҫыракан аппарат умне хутланса ларнӑ та пӳрни айӗнчен ҫӗлен пек авкаланса тухакан ансӑр лентӑна яра-яра илет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ыратнипе авкаланса ӳксе, Зельцер кӗтеселле сулӑнса кайрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Лешӗ ҫӗлен сӑхнӑ пек авкаланса ӳкрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тоня, пуҫне ҫӗклесе, туратсене аллисемпе сиркелесе, аялалла пӑхать: кӳлӗ хӗрринчен варринелле, шывра вӑйлӑн ыткӑна-ыткӑна, авкаланса, хӗвелне пиҫнӗ ҫын ишет, Тоня шыва кӗрекен ҫыннӑн тӗксӗм ҫурӑмӗпе хура пуҫне ҫеҫ курать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сасартӑк хаяррӑн ахрашса ҫухӑрни илтӗнчӗ, лашисем виҫҫӗшӗ те пирӗн умра авкаланса илчӗҫ, вӗҫне пек иртсе кайрӗҫ те кӗпер патне ҫитрӗҫ; ҫултан кӑшт аяккарах пӗр харӑс чарӑнса тӑчӗҫ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Халӑх ҫӳрекен ҫул сарӑрах лента пек авкаланса выртать, лашасем ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ — эпӗ ӗнтӗ куҫӑмсене хупаймарӑм, — юратса савӑнса пытӑм!
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Тӗлӗ-тӗлӗпе ҫеҫ пӗчӗк вӑрмансем, Екатерина вӑхӑтӗнчи авалхи плансем ҫинчен аса илтерсе, — сайра та лутра вӗтлӗхпе витӗннӗ типӗ ҫырмасем авкаланса выртаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тарӑн мар ҫыран тӑвайккинче, ҫатан карта ҫумӗнчех, утар курӑнать; унталла ансӑр сукмак каять, — вӑл хӳме пек ларакан армутипе вӗлтӗрен тӗмӗсем хушшипе, таҫтан килсе лекнӗ тӗксӗм симӗс кантӑр тунисем хушшипе авкаланса выртать.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ҫак пӗчӗк юханшыв ҫӗлен шунӑ пекех авкаланса юхать, ҫур ҫухрӑм та тӳрӗ юхмасть вӑл, ҫавӑнпа хӑш-пӗр тӗлте, ҫӳллӗ сӑртлам ҫинчен пӑхсан, вунӑ ҫухрӑма яхӑнах курӑнать, ун ҫинчи пӗвесем, ҫырмасем, армансем, пахчасемпе садсем лайӑх курӑнаҫҫӗ.
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Ишӗлчӗк патне каякан кукӑр-макӑр ҫул вӑрманлӑ ансӑр вар айккипе пырать; вар тӗпӗнче пӗчӗк ҫырма чулсем хушшипе авкаланса, шарласа юхать, вӑл шӗп-шӗвӗр тӑрӑллӑ хура тусен леш енче тӳлеккӗн ҫуталса выртакан аслӑ юханшывпа пӗрлешме васкать тейӗн.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Анчах Муций юлашки юррине пуҫласан — ҫав сасӑ сасартӑк вӑй илчӗ; янравлӑн та хӑватлӑн чӗтренсе кайрӗ; астаракан илӗртӳллӗ кӗвӗ вӑрӑммӑн туртнӑ сӗркӗч айӗн юхма тытӑнчӗ, тирне сӗрме купӑс ҫине сӑрнӑ леш ҫӗлен пек, илемлӗ авкаланса юхрӗ; сӳнми вутпа, иксӗлми уявлӑ савӑнӑҫпа ялкӑшса ҫунчӗ ҫав кӗвӗ — Фабин те, Валерин те чӗрисем шикленсе хытрӗҫ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, Муций, пуҫне сӗрме купӑс ҫумне хӗснӗскер, шуралса кайнӑскер, куҫ харшисене пӗр ҫӗре пӗрнӗскер, пушшех шухӑшлӑ та мӑнаҫлӑ курӑнчӗ — сӗркӗч вӗҫӗнчи алмаз пайӑркаллӑ хӗлхемсем сапрӗ, хӑй те ҫав асамлӑ юрӑран вут тивертнӗ пек ҫунчӗ.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ айлӑма антӑм; ун тӑрӑх хӑйӑрлӑ ансӑр ҫул хуланалла авкаланса каятчӗ.Я спустился в долину; узкая песчаная дорожка вилась по ней и вела в город.
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм авкаланса илчӗ те, урам тӑрӑх чӑнах та чипер кӗсре пек чупса кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑрман тӑрӑх тискер кайӑк йӗрӗ, ун хыҫҫӑн йӗлтӗр йӗрӗ авкаланса выртать.
Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 86–95 с.
Акӑ шӑши ҫури пӗр самантрах шапа хыҫӗнче хура ҫӗлен авкаланса пынине курчӗ.
Хӑрушӑ каҫ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Инҫетре-инҫетре, ҫӗлен пек авкаланса выртакан Пӑла хӗрринче, пӗчӗк-пӗчӗк пӳртсем палӑраҫҫӗ.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Танкӑлтатрӑмӑр чӗмсӗррӗн ҫӗлен евӗр авкаланса выртакан сукмакпа ҫӳлелле.Угрюмо поплелись по тропинке, которая, изгибаясь змеёй, вела наверх.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.