Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Эпӗ сана пулӑшма Хамӑн чурамсене Исаийӑпа Иеремийӑна ярӑп, вӗсен канашӗпе Эпӗ сан валли тӗрлӗрен ҫимӗҫ йӑтса ларакан вуникӗ йывӑҫа тасалӑх тивлечӗ кӳрсе хатӗрлерӗм, 19. ҫавӑн чухлех сӗтпе пыл юхакан ҫӑлкуҫ тата розӑпа лили ӳсекен ҫичӗ пысӑк ту хатӗрлерӗм, санӑн ывӑлусене ҫавсемпе савӑнтарӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манӑн Ҫуртӑмра ҫимӗҫ пултӑр тесе, хӑвӑрӑн пур вуннӑмӗш пайӑра та управӑш ҫуртне илсе килӗр, ытах Мана ҫапла сӑнаса пӑхӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сирӗн валли тӳпе анисене уҫмӑп-и, сирӗн ҫине иксӗлми пиллӗх ямӑп-и?
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халиччен иҫӗм йывӑҫӗ те, смоква йывӑҫӗ те, нар йывӑҫӗ те, ҫу йывӑҫӗ те ҫимӗҫ паманччӗ; паянтан пуҫласа вара Эпӗ вӗсене пиллӗп.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ ҫӗр ҫине, тусем ҫине, тырӑ-пулӑ ҫине, иҫӗм ҫырли сӗткенӗ ҫине, йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине, ҫӗр ӳстерекен мӗнпур ҫимӗҫ ҫине, этем ҫине те, выльӑх-чӗрлӗх ҫине те, мӗнпур тӗрлӗ алӑ ӗҫӗ ҫине те типӗ ҫанталӑк чӗнсе илтӗм.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Смоква йывӑҫӗ ҫеҫке ҫурмасан та, иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫ памасан та, ҫу йывӑҫӗ ӑнмасан та, тырӑ пусси ҫиме памарӗ пулсан та, картара — сурӑх, пӳлмекре мӑйракаллӑ выльӑх юлмасан та — 18. ҫавӑн чухне те эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑп, хама ҫӑлакан Туррӑмшӑн хӗпӗртенӗп.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хуравласа каларӑм: пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫ тултарнӑ пурак куратӑп, терӗм.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла кӑтартрӗ, ҫапла уҫса пачӗ мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: акӑ пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫ тултарнӑ пурак.1. Такое видение открыл мне Господь Бог: вот корзина со спелыми плодами.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӑна илтӗп те ун ҫине пӑхӑп; Эпӗ ешерекен кипарис пек пулӑп; Манран сана ҫимӗҫ пулӗ.- Я услышу его и призрю на него; Я буду как зеленеющий кипарис; от Меня будут тебе плоды.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫын пек пулса, ҫынла юратса илентертӗм Эпӗ вӗсене, вӗсемшӗн ҫӑварӗнчен ҫӑварлӑх хывса илекенӗ пек пултӑм, вӗсене ачашшӑн ҫимӗҫ хура-хура патӑм.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иудейӑпа Израиль ҫӗрӗ санпа суту-илӳ тӑватчӗ; санӑн таварушӑн Минниф тулли, пылак ҫимӗҫ тата пыл та, йывӑҫ ҫӑвӗ те, бальзам та парса тӳлетчӗ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӑна Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫине лартӑп, вӑл туратланӗ, ҫимӗҫ ӳстерӗ, калама ҫук чаплӑ кедр пулӗ, ун ҫинче тӗрлӗ кайӑк пурӑнӗ, ун тураттисен сулхӑнӗнче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пурӑнӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл шыв хӗррине лартнӑ, тымарне юхӑм еннелле янӑ йывӑҫ пек пулӗ; вӑл шӑрӑхран хӑрамасть, ҫӑра ҫулҫӑллӑ вӑл, типӗ ҫул килесрен те шикленмест, ҫимӗҫ пама та пӑрахмасть.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсене Эсӗ хунаттарнӑ — вӗсем тымар янӑ, ӳссе ҫитнӗ те ҫимӗҫ параҫҫӗ.2. Ты насадил их, и они укоренились, выросли и приносят плод.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кашкӑрпа путек пӗрле ҫисе ҫӳрӗҫ, арӑслан, вӑкӑр пек, улӑм ҫийӗ, ҫӗленшӗн вара тӑпра ҫимелли ҫимӗҫ пулӗ: вӗсем Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче усаллине те, сиенлине те тумӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӗнтӗ Иуда килӗнче сыхланса юлнӑ йӑлкӑм каллех ҫӗрелле тымар ярӗ те ҫӳлте ҫимӗҫ кӳрӗ: 32. Иерусалимран йӑлкӑм тухӗ, Сион тӑвӗ ҫинче ҫӑлӑнса юлнисем пулӗҫ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ.7. Плачет сок грозда; болит виноградная лоза; воздыхают все веселившиеся сердцем.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑв акнӑ-лартнӑ кун мӗн лартнийӗ ӳстӗрччӗ, мӗн акнийӗ иртерех чечеке лартӑрччӗ тесе тӑрӑшрӑн; анчах пухса кӗртмелли кун ҫитсессӗн ҫимӗҫ купи мар, йывӑр хуйхӑ пулӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Чирлӗ ҫын тути патне илсе пынӑ тутлӑ ҫимӗҫ вилтӑпри ҫине лартнӑ апатпа пӗрех.18. Сласти, поднесенные к сомкнутым устам, то же, что снеди, поставленные на могиле.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унӑн ачи-пӑчи тымар яраймӗ, унӑн хунавӗсем ҫимӗҫ кӳреймӗҫ.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.