Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫимӗҫ (тĕпĕ: ҫимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫимӗҫ пулнӑ вӑхӑтра типӗ ҫанталӑкра шӑвармалла, тӑпрана кӑпкалатмалла.

Во время созревания плодов, при сухой погоде, требуется полив, рыхление почвы.

Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Мӑнукӗсем валли тулли хутаҫ пылак ҫимӗҫ, тӑхӑнмаллисем чикнӗ.

Помоги переводом

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ку сайра тӗлпулакан ҫимӗҫ пек…

Это как редкий плод…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тӗслӗхрен, кӑҫалхи июнӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ вӗренӳпе меслетлӗх канашӗнче И.А.Андреевӑн 6-мӗш класс учебникӗнчи «Хамӑр тӑрӑхри пахчаҫимӗҫсем» пай ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ, пая «Хамӑр тӑрӑхри пахча ҫимӗҫ» тесе тӳрлетмелле терӗ Ю.М.Виноградов.

К примеру, на прошедшем 18-го июня этого года совещании по методикам образования Ю.М.Виноградов сказал, что в учебнике 6-го класса название главы «Овощи нашей округи» написано неправильно, нужно исправить на «Овощи нашей округи».

Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21

Ҫавӑнпа та килти хушма хуҫалӑхри пӗр гектар ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курса Никифоровсем хушма хуҫалӑхра ӗне те тытаҫҫӗ, сурӑхсем усраҫҫӗ, чӑх-чӗппе хур-кӑвакал ӗрчетеҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, улма-ҫырла ҫителӗклӗ туса илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратать вӑл ялта пурӑнма // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/tvoi-lyudi-rajon/4 ... ta-pur-nma

Джо тӳсӗмлӗхӗ те пӗтейменччӗ, лешсем питӗ аван карп, икӗ уланкӑ тата пӗчӗк ҫуйӑн йӑтса каялла пырса та ҫитрӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем пӗр ҫемье тӑранмалӑх ҫителӗклех ҫимӗҫ илсе пычӗҫ.

Джо не успел еще соскучиться, как они вернулись, неся порядочного линя, двух окуней и маленького соменка, — такого улова хватило бы на целую семью.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Том типӗтнӗ какай тата урӑх ҫимӗҫ те йӑтса хайхи вырӑна ҫитрӗ.

Около полуночи явился Том с вареным окороком и еще кое-какой провизией.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пуҫтарӗ ҫимӗҫ — ананас — Хӑналӗ манпала сана.

Помоги переводом

Жираф // Раиса Сарпи. https://chuvash.org/lib/haylav/7378.html

Ҫимӗҫ йывӑҫҫине чи паха сортлисене суйласа лартма кирли ҫинчен те каламӑп.

Не буду говорить и о том, что плодовые деревья надо выбирать и сажать самых доброкачественных сортов.

Кӗске доклад // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 174–175 с.

Нумай тӗрлӗ ҫимӗҫ, пылак шыв хатӗрлеттӗмӗр.

Помоги переводом

Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17

Иоанн атте кунта пуҫтарӑннӑ кашни ҫыннах кучченеҫ – Мӑнкун ҫӑмарти тата пылак ҫимӗҫ панӑ.

Помоги переводом

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Иоанн атте кунта пуҫтарӑннӑ кашни ҫыннах кучченеҫ – Мӑнкун ҫӑмарти тата пылак ҫимӗҫ панӑ.

Помоги переводом

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Ҫав «ҫимӗҫ» — хамӑр валли кӑна.

Это "блюдо" - только для нас.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Пылак ҫимӗҫ юратакан арҫын пуль тесе шухӑшланӑччӗ малтан.

Помоги переводом

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Каннӑ хушӑра сире валли тесе техӗмлӗ, сиплӗ ҫимӗҫ пуҫтартӑм, – анне пире, ачисене, кашнине йӗкӗр ывӑҫ тулли хӗп-хӗрлӗ ҫырла валеҫет.

Помоги переводом

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Кунта ниме пӑхмасӑр чечек, ҫырла, пахча ҫимӗҫ ӳстерме юратаҫҫӗ.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Ку ҫимӗҫ витаминсен пуян комплексӗ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Кашниех витаминсемпе пуян // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,03.

Ҫав килӗшӳ шайӗнче ҫулталӑкне 19 пин тонна ытла калӑпӑшпа пахча ҫимӗҫ туса илмелли пиллӗкмӗш ӑрури пысӑк технологиллӗ теплица комплексне тума палӑртнӑ.

В рамках этого соглашения будет построен высокотехнологичный тепличный комплекс пятого поколения с объемом производства более 19 тысяч тонн овощей в год.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Канмасӑр сухаларӗҫ, акрӗҫ, ҫимӗҫ ӳстерчӗҫ.

Помоги переводом

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.

Помоги переводом

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней