Новые
Ҫапла, уҫӑ кӑмӑлӗпе тӳрӗ чунлине кура малтан парторга юратса пӑрахнӑшӑн та тиркемерӗҫ Лукарие, кайран — унпа ӗҫ кӑларайманшӑн та.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Курмышов халь те савма пӑрахайман Люба ҫинчен Лукарипе Римма тата хӑшпӗр ҫывӑх ҫынсем ҫеҫ пӗлчӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Килӗшет ҫамрӑк хӗрарӑма шӳтлӗ калаҫу; вӑл участокри парторга Курмышова юратнине, пӗр вӑхӑтра унпа пӗрлешсех пурӑнма ӗмӗтленнине участокра хӑшӗсем пӗлеҫҫӗ; кайран, унӑн ку ӗмӗте пӑрахма тивсен, вӑхӑтлӑха пусӑрӑннӑ Лукарие шеллекенсем те тупӑнчӗҫ; тӗрӗссипе ӗнтӗ ӑна ҫеҫ мар, строительсем Курмышова та хӗрхенчӗҫ; арӑмӗпе уйрӑлнӑ пулсан та (ку хыпар та ҫитрӗ участока), чипер, ҫамрӑк хӗрарӑмпах ҫемьеленсе пурӑнаймасть, темӗн чараканни пур ӗнтӗ, е, тен, юратӑвӗ урӑх ҫӗрте-и?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Вула вара некролог хыҫҫӑн некролог.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Виссарион пулмасан, пӑтӑ та, чей те лекместчӗ, хамӑр та кунта шӑнса хытаттӑмӑр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Лукари кӑн-кӑвак куҫӗсене хавассӑн ҫиҫтерсе пӑхрӗ вӗсем ҫине, йӑрӑс пӗвне авкаласа тӑчӗ те, ҫӳллӗ кӑкӑрне каҫӑртса, Куҫма патнелле икӗ утӑм турӗ; ахаль те чиперскер, ҫак самантра вӑл, вӑтӑрсене ҫывхаракан хӗрарӑм, пушшех чиперрӗн курӑнчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Пӗлме сан Виссариону тем те пӗлет те-ха ав, — кӳрененҫи пулчӗҫ поварсем Лукарие, — уншӑнах, акӑ, ирхи апатра рабочисем ашсӑрах юлаҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кухня ӑшӑнса ҫитрӗ, пурте халь шурӑ халатсемпе ӗҫлерӗҫ; чей вӗреме кӗчӗ, вир пӑтти пиҫрӗ, анчах та аш халех пиҫсе ҫитеймест, ҫавӑнпа ирхи апатра пӑтӑпа ҫӑмарта, сырпа услам ҫу пама шут тытрӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Ҫапла-а, — ҫухалса каймарӗ Лукари, — пӗлет Виссарион кам вӑратсан вӑранмаллине.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Халь те кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Паҫӑр вӗсен кӑмӑлӗшӗн хӑранӑччӗ аслӑ повар, пӑх-халӗ, Лидякпа Лукари сивӗре те ҫынсен чунӗсене сивӗнме памарӗҫ вӗт.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Кун хыҫҫӑн кухньӑрисем хаваслӑ кулӑпа ахӑлтатрӗҫ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Лукари пырса вӑратасса кӗтнӗ-мӗн хайхи.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Халь пӗлетӗп ӗнтӗ сӑлтавне.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Лидяк енчен енне пӑхкаларӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ма апла-ши теттӗм малтан, эп вӑрататӑп-вӑрататӑп, хулпуҫҫинчен силлесе те пӑхатӑп — хӑнк та тумасть пирӗн Виссарион, ӑй-уй, ма вӑратаймастӑп-ха ӑна теттӗм.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тин пӗлтӗм вӗт сӑлтавне!
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ҫав самантра Лидяк, ирхине электроэнерги ҫук чухне яланах кухньӑна килекенскер, халь яшка вӗреме кӗнипе кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗрен пуль-и, пӗҫҫисене шарт! тутарчӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ахальтен ӑна вӑратма васкатӑп-и?
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Пӗрре мар илтнӗ куна вӑл.