Корпус чувашского языка

Новые

— Калаҫнӑ чухне ан хускат-ха ҫавна! — аллипе кӑмӑлсӑррӑн сулчӗ Демьян Петрович, — манӑн кунта халап ярса ларма вӑхӑт ҫук…

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ваҫук пичче, ларнӑ вырӑнӗнчен тӑрса, телевизор патне пычӗ.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ял ҫыннисен нуши-ыйтӑвӗсене те манма юрамасть.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ӗҫе кирлӗ пек йӗркелесен, лаша вити хӑй хырӑмлӗх ҫеҫ мар, колхоза тупӑш памалӑх та ӗҫ тума пултарнине кӑтартмалла.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Анчах та пуҫлӑхсене лашасене кунта тытса усрани усалла пулнине ӗнентерме пӗлес пулать пирӗн.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Тӗрӗссипе каласан, лашасене ман кунтан хамӑн та ярасах килмест.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Апла пулсан, ку енӗпе профессор темелле, — чи малтан конюх шухӑшне пӗлесшӗн пулчӗ Демьян Петрович.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Эсӗ, мӗн тесен те, лаша патӗнче ҫирӗм ҫул еннех ӗҫлекен ҫын.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Эс, Василий Николаевич, малтан пире хӑвӑн шухӑшу-планупа паллаштар-ха, унтан, тен, эпир те мӗн те пулин хушса калӑпӑр.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Кам мӗнлерех шутлать?

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Пӗр пуҫ — аван, иккӗ — лайӑхрах.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Камӑн мӗнле шухӑш пур пуҫра?

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Вӑт халь кунта ачасем те, Харитон Максимович та пур чухне калаҫса татӑлар-ха: еплерех пуҫласа ямалла пирӗн ӗҫе-хӗле?

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

— Ут пӑхакан ҫуран ҫӳремен, ватта пӑхакан выҫӑ ларман тенӗ пек, эпир те ҫуран та утмӑпӑр, выҫӑ та лармӑпӑр, бригадӑлӑх та, колхозшӑн та, кирлех пулсан, шкул нуши валли те ӗҫлесе тупма пултаратпӑр, — бригадира пӳлсех калаҫма тытӑнчӗ Ваҫук пичче.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ҫав укҫана тупма мел-меслетне те шухӑшласа кӑларма пӗлмелле — кирлех пулсан…

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Никам та укҫа ахалех кӑларса тыттармасть.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Бригада пирӗн пӗтӗмпех аренда ҫине куҫнӑ, кашни ӗҫ участокӗ хӑйӗн хырӑмне хӑй тӑрантармалла, хӑйӗн тӑкакне хӑй сапламалла.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Бригадӑра лаша усрани пӑртак та пулин усӑ кӳтӗр тетпӗр пулсан, ӗҫлекенӗшӗн те, бригадӑшӑн та пайталлӑ пултӑр тесен, ӗҫлемелли-тумалли питӗ нумай кунта: ут таврашне юсассинчен пуҫласа урапа-ҫуна тӑвасси таранах.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ку ыйтупа калаҫман-ҫырман кун та ҫук халь.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Аренда мӗн иккенне те пӑртак ӑнланатӑр пулӗ.

Помоги переводом

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней