Корпус чувашского языка

Новые

Чӗппине ҫуначӗ кӑшт хытсанах, тута сарри хӑмӑрлансанах йӑваран тӗксе кӑлараҫҫӗ: ҫывӑхри йывӑҫ ҫине вӗҫсе ларчӗ-тӗк — кайӑк пулать, шеплетсе ӳкрӗ-тӗк — инҫе вӗҫев ан кӗт.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Пӗлетӗн-и, кайӑксен мӗнле саккун?

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Мӗн те мӗн ҫитӗнсе ҫитичченех алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳретпӗр — «Ах, ывӑнчӗ пуль», «Ах, ӳксе ан амантӑрччӗ» — кайран вара, пурнӑҫ ҫулӗпе хӑй тӗллӗн утма пуҫласанах лӗҫ-ҫ туса лӗр-р макӑрса ярсан, ӗнсене хыҫатпӑр: «Эх, упраймарӑмӑр ачана, сыхлаймарӑмӑр».

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Хамӑр пӑсатпӑр, хамӑр иртӗхтеретпӗр вӗсене.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Ямӑттине, ҫӑмӑллине кӗтсе ҫӑвартан пӑхакансем.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Пирӗн хушӑра та тупӑнкалаҫҫӗ-ха унашкал ҫемҫешкесем, ҫил хӑвалакансем.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Куҫ харшине ан ҫӗкле, ан чалӑштар тутуна, Сильва: пиччӳне курайманран мар, шелленӗрен (ху та илтнӗ пуль: темиҫе института кӗрсе пӗринчен те вӗренсе тухаймарӗ) ҫыратӑп.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Турта-туртах, ҫӗкле-ҫӗклех кӗмӗл медале ҫитерчӗҫ.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Оценкӑна та Шурик кӑмӑлне тивӗҫтерме тӑрӑшса лартатчӗҫ.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Лӑпкӑн, хӑюсӑррӑн, ачашшӑн.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Ытлашши иртӗхсен ҫеҫ ҫемҫен асӑрхаттаратчӗҫ: «Шурик — хушаматран мар, ятран! — апла юрамасть, Шурик…»

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Нимех те мар: пуҫна ҫапса ҫурман, куҫна чиксе шӑтарман — иртет.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Мартынов кӳрентерчӗ?

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Юрӗ-ҫке, ыран каласа парӑн.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Урока хатӗрленмен?

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Пӗр хура пӑнчӑсӑр, тусан пӗрчисӗр.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Учительсемшӗн те варалама ӗлкӗреймен хут пекех шурӑччӗ пиччӳ, тасаччӗ.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Мӗншӗн ҫапла?

Теприсен ҫамрӑклах тумхахлӑ сукмакпа ҫиле хирӗҫ утмалла, чӗркуҫҫи таран путса шурлӑх урлӑ каҫмалла, урана юн тухиччен ыраттарса сӑрт-ту ҫине хӑпармалла.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Такӑнас тесен те такӑнаймӑн, ӳкес килсен те ӳкеймӗн — юнашарах ҫирӗп алӑсем, ҫемҫе тӳшек-минтер.

Помоги переводом

13 // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 5–75 с.

Страницы:

Сайт:

Статистика

...подробней