Новые
Ку вӑл ҫынна пурӑннӑшӑн курайманпа пӗрех вӗт?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗншӗн-ха ҫынсене эсӗ юратнӑшӑн, юрланӑшӑн, ӗмӗтленнӗшӗн, савнисенчен е мӑшӑрӗсенчен ҫырусем кӗтнӗшӗн те тарӑхатӑн?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тулашса, вӗчӗхсе ҫӳриччен, ҫынсен ӗҫне, юратӑвне курса савӑн, микрорайон кунран-кун ӳсет вӗт-ха, каласам, мӗншӗн кӑмӑлсӑр эсӗ, Сергей Акимович?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫук инкеке тупса, ҫук йӑнӑша шыраса, мӗн-ма хамӑр кӑмӑла пӑсатпӑр, чипер пурнӑҫах тӗксӗмлететпӗр, кала, Сергей Акимович, мӗн ҫитмест сана!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Эх, ентешӗм!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ялтан килнӗренпе Гаврил кӑмӑлӗ пуҫласа ҫӗкленчӗ, ҫынсемпе калаҫас килчӗ унӑн, Виссарион купӑсне, Иваҫ шӳтленине, Вальӑпа Крета юрланине итлес килчӗ; кӗрӗ те калӗ ак Акимова:
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Симӗс курӑкпа чечексӗр ҫуркунне пулмӗ, телейсӗр, ҫемьесӗр Римма пурӑнмӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Риммӑна та унӑн питӗ-питӗ телейлӗ тӑвас килчӗ, ку енӗпе вӑл та, Наҫтаҫ та мӗн кирлине йӑлтах тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен Римма пек хӗр те телейлӗ пулманни — ҫуркунне ҫитсен те симӗс курӑкпа чечек пулманпа пӗрех.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Шухӑшланӑҫемӗн пурнӑҫпа кунҫул умӗнчи тӗп тивӗҫӗ уҫӑмлансах пычӗ: мӗн вӑй ҫитнӗ таран, мӗн пултарнӑ таран, чӗри тапма чарӑничченех Наҫтаҫсене-Риммӑсене Акимовпа Красинов пеккисенчен хӳтӗлемелле, — Риммӑсене-Наҫтаҫсене пулӑшса, тӗрек парса пымалла; ҫак тивӗҫе вӑл ӗмӗрӗпех асра тытса, ҫак тивӗҫе тӗпе хурса пурӑнӗ вӑл, ӑна ку ӗҫре юрату вӑй-хӑват, тӗрек кӳрӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кунта Акимовпа пӗрлех Курмышов та пуррине асрах тытас.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пӗр енчен, Наҫтаҫ ӑна шӑпах ӗҫ пӗтерсе, герой пек, халӑх шанӑҫне тивӗҫлӗ пулнӑ ҫын пек таврӑнасса кӗтет; тепӗр енчен илсен, пурте унашкал туха-туха кайма тытӑнсан, стройучасток шӑмӑрӗ-тӗрекӗ саланса каять, Риммӑсене вара кам хӳтӗлӗ?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тепӗр тесен, ҫак лару-тӑрура участока пӑрахса кайни этемле мар, куншӑн ӗмӗр тӑршшӗпех ӳкӗнсе пурӑнӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ҫук ҫав, ӑнлантарма е тӳрре тухма ниепле те май килмест, Наҫтаҫ пӗрех чухласа илет чӑн сӑлтавне, Гаврил хӑй те суйма пултараймасть.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Мӗншӗн таврӑннине пӗр-пӗр уҫӑмлӑ сӑлтав тупса ӑнлантарӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Амӑшӗ ҫакна питӗ-питӗ кӗтет, тен, Наҫтаҫ та кӗтет-ха?
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ытах мӗн-тӗк, тухать те каять ак участокран.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ан та кӗттӗр Акимов, ун умӗнче вӑл нихҫан та пуҫне усмӗ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Тав тӗнчене, пурнӑҫ Акимовсенчен ҫеҫ тӑмасть.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Римма вӗсемпе — Наҫтаҫпа тата Гаврилпа — ӗмӗрлӗхе туслашма шут тытни ҫумӗнче Акимов чӑркӑшланни ал сулмалӑх пӑтӑрмах ҫеҫ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Чи кирли — юрату пултӑр, ӑна Наҫтаҫ юратни ҫумӗнче Аким-паша хӑр-харӗ ниме тӑман япала ҫеҫ.