Новые
Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Илхам Махмутова корэш енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗята илнӗ ятпа саламларӗҫ.
Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2
Унта ӗҫлекенсемпе тренерсене Хисеп тата Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2
Чыслав вӑхӑтӗнче муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Рудольф Селиванов ятӗнчен спорт шкулне хатӗр-хӗтӗр туянма 500 пин тенкӗлӗх сертификат пани сумлӑ парне пулчӗ.
Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2
«Патӑрьелӗнчи спорт шкулӗ ҫӗршыв чапне ҫӗклеме хутшӑннӑ спортсменсене сахал мар хатӗрленӗ. Вӗсен ҫитӗнӗвӗсен никӗсӗ шӑпах ҫакӑнта хурӑннӑ»,- палӑртрӗ Татьяна Рябинина ҫак шкултан тата нумай паллӑ спортсмен ҫитӗнсе тухтӑр тесе ыр сунса.
Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2
Ҫур ӗмӗр юбилейпе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Рябинина, Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, спорт ветеранӗсем тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ.
Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2
Муниципалитет округӗнче «Паттӑр» спорт шкулне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Ҫитӗнӳ ҫулӗ такӑр пултӑр // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51947-cit- ... r-pult-r-2
Администрацин культура, туризм тата информаци тивӗҫтерӗвӗн пай начальникӗ Наталия Никитина культура учрежденийӗсем ҫул ҫитмен ачасене обществӑра хӑйсене кирлӗ пек тытма хӑнӑхтарас, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗпе тимлекен инспектор Венера Камалетдинова ҫул ҫитмен ачасем каҫхине обществӑлла вырӑнта ан ҫӳреччӗр, вӗсене магазинсенче табак изделийӗсем тата спирт тытӑмлӑ продукци ан сутчӑр тесе полици сотрудникӗсем йӗркелекен мероприятисем, Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑри врач-педиатр Ольга Ялукова ҫул ҫитмен ачасем тулаш сӑлтавпа вилесрен пурнӑҫлакан профилактика ӗҫӗсем пирки чарӑнса тӑчӗҫ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Татьяна Чылыкова тӑлӑх, ашшӗ-амӑшӗсӗр ӳсекен ачасене ҫемьесене вырнаҫтарас, вӗсене хӑйсен яваплӑхӗ ҫине илекенсем право йӗркине пӑсасран асӑрханас ыйтупа тухса калаҫрӗ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Анлӑ ларура пӑхса тухнӑ ыйтусем те ҫавӑнпах ҫыхӑнчӗҫ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Комиссин тӗп тӗллевӗ - ҫул ҫитмен ачасем преступлени ҫулӗ ҫине ан тӑччӑр, усал ӗҫпе ан ҫыхӑнччӑр тесе профилактика субъекчӗсемпе пӗрле вӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрасси.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Ларура РФ административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан Кодексӑн тӗрлӗрен статйипе айӑпланакан ҫул ҫитмен ачасемпе тата пепкисене кирлӗ пек воспитани парса ҫитереймен ашшӗ-амӑшӗ пирки ултӑ ӗҫ пӑхса тухрӗҫ, кашнийӗнпех тивӗҫлӗ йышӑну турӗҫ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Ӑна комисси председателӗ, муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова ертсе пычӗ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗ ҫумӗнчи ҫул ҫитмен ачасен прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе тимлекен комиссин анлӑ ларӑвӗ иртрӗ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене - тимлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51946-cul- ... ne-timl-kh
Эфир вӑхӑтӗнче хуравласа ӗлкереймен ыйтусем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ, каярах пӑхса тухӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar
Сӑмах май каласан, пирӗн тӑрӑха таса шыв Шӑмӑршӑ округӗнчи Хырла юхан шывӗнче тунӑ управран (водохранилище) килмелле.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar
«Шыв ыйтӑвне вӗҫне ҫитерес тесе эпӗ Президент патне ыйтупа тухнӑччӗ. Килес ҫул ҫак пӑрӑхсем шывпа тулас пысӑк шанӑҫ пур. Малтан Патӑрьелпе Шӑмӑршӑра пурӑнакансене шывпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Унтан пӗчӗккӗн ытти ялсене ҫитерӗпӗр» - терӗ Олег Алексеевич.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar
Кӗҫӗн Патӑрьелӗнчи Туслӑх урамӗнче пурӑнакан шӑпах ҫакна хускатрӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗшӗн таса шыв ыйтӑвӗ чи ҫивӗччисенчен пӗри шутланать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar
Республикӑри электрохуҫалӑха модернизацилесси, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене, обществӑлла территорисене хӑтлӑлатасси, сывлӑх сыхлавӗ, вӗрентӳ, туризм, ҫул-йӗр юсавӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалли программӑсем, шкулти апатлану, транспорт инфратытӑмӗ, коммуналлӑ хытӑ каяшсене тиесе каясси тата тарифсем, СВО участникӗсен ҫемйисене тивӗҫекен ҫӑмӑллӑхсем, сӗт хакӗ - ҫак тата ытти чылай ыйтӑва хускатрӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar
Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче ыйту нумай пулнӑ - 661 таранах.