Новые
— Кӗрешӗпӗр-ха, Энтип пичче, кӗрешӗпӗр, — Энтип тӑснӑ черккене тытрӗ Микулай, — Юлашкине ыранхи ҫитӗнӳсемшӗн ӗҫер-им, эппин?
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӑмӑллине часах кӗтме ҫук та-ха, пурте пӗрле тытӑнсан, йывӑрлӑха ҫӗнме пулать пуль, Николай Петрович? — сӗтел хушшинчен тухма тӑнӑ Микулая тепӗр хут вырӑнне лартрӗ Энтип.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тӳссе ирттертӗмӗр темелле.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Ҫапла, тӑвансем, лере те, кунта та ҫӑмӑл пулман.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ӑслӑ ҫынсемпе калаҫса ларни питӗ савӑнтарчӗ Энтипе, паян хӑй кӳренсе ҫӳрени ҫинчен пӗр сӑмах та шарламарӗ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ кӗреке хушшинче, салтак хӑй ҫӳренӗ вырӑнсене асӑнчӗ, килтисем ӑна ял пурнӑҫӗпе паллаштарчӗҫ, ҫур ҫӗр ҫитнине те сисмерӗ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӑйӗн савӑнӑҫне пытармасть вӑл.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сӑйла хӑнасене, хуҫа пул! — калаҫать те калаҫать ҫын хушшинче нумай сӑмах ваклама юратман Вӗҫелис, куҫне упӑшки ҫинчен илме пӗлмест.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Хӑҫантанпа ҫапла хӑна тавраш курманччӗ пирен кӗреке, Антипушка.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вырнаҫӑр-ха сӗтел хушшине, тӑвансем, — сӗтел тавра чупкалама пуҫларӗ Вӗҫелис.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ун пирки кайран калаҫӑпӑр.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Куракансем пулнӑ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Сад пахчинче пулма та ӗлкӗрнӗ иккен.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пит савӑнтӑмӑр эсир сывӑ таврӑннӑшӑн, Энтип пичче.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Ах тур, ун пекех ан ватӑлтарӑр-ха, Энтип пичче, Марье теттӗнччӗ вӗт ӗлӗк, халӗ те ют ҫын вырӑнне ан хур, — аллине тӑсрӗ Марье.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Тавтапуҫ хисеп тунӑшӑн, Николай Петрович, Мария Тимофеевна, — хӑнасем ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ Энтип.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ӗнене сурӑм ҫеҫ, хӑнасем килчӗҫ ак, — упӑшкине ҫул пачӗ арӑмӗ.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хамӑр та кӗтӳ кӗрес умӗн ҫеҫ киле таврӑнтӑмӑр.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Пӑртак кантӑр терӗмӗр сана, Антипушка!
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Шалтисем салтака асӑрхарӗҫ, сӗтел хушшинчен хусканчӗҫ.