Корпус чувашского языка

Новые

Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫне вӑйлатма Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ никӗсӗ ҫинче утарҫӑсен опытлӑ станцине йӗркелемелле, вӗренӗве тата ӑсталӑха ӳстермелли курссем уҫмалла.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӗсен шухӑшӗпе вырӑнти суту-илӳ тытӑмне хамӑр патри чӗртавара ытларах кӑлармалла, пыл ярмӑрккисем ирттермелле.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ ял хуҫалӑхӗн уйрӑлми пайӗ (вӑл та халӑха тӑрантарать, сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшать) пулнине шута илсе конференцие хутшӑннисем республикӑри утарҫӑсен пӗрлешӗвне йӗркелемеллине палӑрт-нӑ.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Потребительсен обществин канашӗн председателӗ Вениамин Чернов «Утар» ятлӑ потребпӗрлешӳ йӗркелеме сӗннӗ тата ытти те.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Шупашкар районӗнчи «Пыл ҫурчӗ» фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Юрий Николаевский пыл ытларах пуҫтарма пулӑшакан технологи майӗсемпе усӑ курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Утарҫӑсенчен чылайӑшӗ хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Республикӑра вӗсемпе хамӑр ҫынсенчен ытла ютран килекенсем тата пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑсем сутӑ тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Пыл кӑна мар, хурт паракан ытти чӗртавар та сахалланать.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечӗн деканӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Геральд Тобоев палӑртнӑ тӑрӑх – утар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене тӗплӗ сӳтсе явса йышӑнусем тума вӑхӑт.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри ҫитмӗл ытла хурт-хӑмӑр ӑсти Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче иртнӗ регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сахал тупӑшлӑ ҫемьесем субсидипе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ Чӑваш Енре чи пӗчӗкки шутланнӑ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Электроэнергишӗн 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хулара пурӑнакансен - 2,98 (кВт с.), ял ҫыннисен 2,09 тенкӗ тӳлеме тивӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Халӑха ваккӑн сутакан ҫут ҫанталӑк газӗн хакӗ 2 процент ӳсме пултарӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сивӗ шывшӑн, таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшушӑн 0,5-25 процент хӑпарӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ӑшӑшӑн 2,4-13,7 процент хакланӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вара вӑтамран 4,4 процент ӳсмелле.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх - кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӑл чун культурин иксӗлми пайӗ пулсан халӑх пӗтмест, ял пурӑнать.

Помоги переводом

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сайт:

 

Статистика

...подробней