Корпус чувашского языка

Новые

Мӗншӗн тесен вӑл ҫитӗнтерекен тӗрлӗ сортлӑ помидор, купӑста, пӑрӑҫ калчисене хамӑр район ҫыннисем анчах мар, Патӑрьел районӗнче пурӑнакансем те хапӑлласа туянаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ун хыҫҫӑн Перекет банкӗн Аслӑ Пӑла Тимешри уйрӑмӗнче контролер пулса 15 ҫул ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Куҫӑмсӑр майпа Улатӑрти ялхуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, бухгалтер профессине алла илнӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пурпӗрех малалла вӗренес шухӑша асран кӑларман Анастасия Сергеевна.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Нумай ҫул комбайнерта вӑй хунӑ, мӑшӑрне те хӑй ҫумне пулӑшакан пулма явӑҫтарнӑ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Михаил Степанович та «Победа» колхозра ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ӗҫчен хӗре ял каччи - Михаил Емельянов куҫ хывнӑ, ӑна хӑйӗн мӑшӑрӗ пулма суйласа илнӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унта пӗр ҫулталӑк вӗренсе Настя пахчаҫӑ профессине алла илнӗ, колхозри садпа пахча бригадинче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӑл хӗрачана йывӑр ӗҫре курнӑ, Вӑрнарти ялхуҫалӑх шкулне вӗренме кайма сӗннӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫав вӑхӑтра «Победа» колхоза Социализмла Ӗҫ Геройӗ В.В.Зайцев ертсе пынӑ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна тӑван колхоза илсе ҫитернӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫапла майпа ирӗксӗртен унӑн шкултан пӑрахма тивнӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

75 тенкине малтан тӳленӗ, тепӗр ҫуррине тӳлеме ҫемье укҫа тупайман.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӗреннӗшӗн пӗр ҫулталӑка 150 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӗренес кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑран хӗрача Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулне ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Овчинниковсен ҫемйинче вӗсем улттӑн пӗртӑван ӳссе ҫитӗннӗ.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 81 ҫул тултарнӑ Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан ӗҫчен хӗрарӑм - Анастасия Сергеевна Емельянова ҫинчен ӑшшӑн аса илсе каласа кӑтартас кӑмӑлӑм пысӑк.

Помоги переводом

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗренекенсемпе, педагогсемпе иртекен тӗлпулусенче саккунсемпе паллаштарасси те тӗп вырӑнта пулӗ.

Помоги переводом

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫак вӑхӑтра РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн полицин Елчӗк районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем чылай шкула ҫитме ӗлкӗрӗҫ.

Помоги переводом

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫакӑнпа тата ачасене воспитани парассипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен калаҫу пуҫарас тӗллевпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем «Полици тата ачасем» операцие кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Сайт:

 

Статистика

...подробней