Корпус чувашского языка

Новые

Ҫавӑншӑн хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ ӑна.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Унӑн уҫӑ чун-чӗрин ӑшши пурин валли те ҫитет.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Кашни ҫынпа тарават кӑмӑллӑ, пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, вӗсене ырӑ канаш-сӗнӳ парса пулӑшма та тӑрӑшакан Ольга Васильевнӑна сӳрӗк сӑн-питлӗ пулнине нихӑҫан та курман.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Айӑплӑ ҫынсене йӗркене кӗртессинче тата ҫитменлӗхсене пӗтерессинче ҫак ӑслӑ хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗ тӑршшӗпе пухнӑ ӑсталӑхӗпе тата вӑрттӑнлӑхӗпе усӑ курать.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Мӗншӗн тесен ҫитменлӗхсем пирки асӑрхаттарни никама та килӗшсех каймасть.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ялхуҫалӑх предприятийӗнчи ревизи комиссийӗн председателӗ пулнӑ май, унӑн тӗрлӗ лару-тӑрупа тӗл пулма тивет, усал ятлӑ пулса тӑрасси те часах.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хальхинче те: «Ольга Васильевна пирӗн пысӑк коллектива пӗр чӑмӑра пӗрлештерекен, вӑл тӑрӑшнипе эпир кирек хӑш мероприяти те ҫӳллӗ шайра иртнине курма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ», - терӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Петр Арсеньевич Скворцов директор профсоюз организацийӗн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулни ҫинчен палӑртса каланине пӗр хутчен анчах мар илтме тӳр килнӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ахальтен-и акционерсен обществин администрацийӗпе профсоюзӑн вырӑнти комитечӗ пӗр-пӗрне ӑнланса тата тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ҫынсене хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра ӗҫ ҫынни майлӑ тивӗҫлӗ килӗшӳсем ҫирӗплетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫак тытӑмра 17 ҫул вӑй хуни - инструктор-ревизор, тӗп бухгалтер тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пысӑк ӑсталӑх пухни ӑна паянхи ӗҫе те ҫӑмӑллӑнах кирлӗ пек йӗркелесе пыма пулӑшать.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Мӗншӗн тесен вӑл малтан та нумай ҫул АПК ӗҫченӗсен профсоюз райкомӗнче тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Уншӑн пушшех ҫак ӗҫ ҫывӑх, чун ыйтни, тейӗн.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ӗҫе кирлӗ пек йӗркелесе пыма ҫӑмӑлах мар пулин те, Ольга Крылова шухӑшӗпе, профсоюз пурнӑҫӗ кӑсӑклӑ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хальхи вӑхӑтра 200 ытла профсоюз членне пӗрлештерсе тӑракан вырӑнти организацин ӗҫӗ-хӗлӗ пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Пӗрле ӗҫлекенсем Ольга Васильевна хӑйӗн тивӗҫне ячӗшӗн анчах мар, тӗплӗн пурнӑҫланине унӑн кашни кунхи тӗслӗхӗнче курса ӗненеҫҫӗ.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫак сӑмахсене пурӗ 38 ҫула яхӑн ӗҫ стажӗ пуҫтарнӑ, юлашки 10 ҫулхи тапхӑрта «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинчи профсоюзӑн вырӑнти комитетне, ревизи комиссине тата хӗрарӑмсен канашне ертсе пыракан Ольга Васильевна Крылова ҫинчен каланӑнах туйӑнать...

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Чуна ҫывӑх ӗҫре нумай ҫул тата туслӑ коллективра тӑрӑшма шӑпа пӳрни, ӗҫтешсен хисепне ҫӗнсе илме пултарни - чӑн-чӑн телей.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ӗҫ ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать.

Помоги переводом

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫурхи ӗҫсем пуҫланнӑ май ҫак уйӑхра хӗрарӑмсем юлашки занятине ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫынсен аллипе тунӑ ҫак ӗҫсене курсан чӑн-чӑн илем тӗнчине кӗрсе тухнӑнах туятӑн.

Помоги переводом

Вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Сайт:

 

Статистика

...подробней