Новые
Ӑрусен нимпе уйӑрайми ҫыхӑнӑвне Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ «Вилӗмсӗр полк» акцине район ҫыннисем хастар хутшӑнни кӑтартса пачӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Эпир Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн пысӑк хак пани пирки чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗ, вӑй-халӗпе тӳсӗмлӗхӗ, тӑван ҫӗре юратни малашнехи ӑрусемшӗн ырӑ тӗслӗх пулмаллине палӑртрӗҫ вӗсем.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова тата Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пай начальникӗ Сергей Данилов подполковник тухса калаҫрӗҫ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Салтак арӑмӗсемпе тылра ырми-канми ӗҫленӗ ҫынсен умӗнче те ҫӗре ҫитиччен пуҫ таятпӑр, эпир сирӗн умӑрта ӗмӗр-ӗмӗрех парӑмлӑ пулнине палӑртатпӑр...
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Вӗсем: Петр Дмитриевич Кузьмин /Элекҫей Тимеш/, Мария Деомидовна Абрамова /Елчӗк/, Николай Васильевич Христофоров /Анатри Тимеш/, Петр Михайлович Михайлов /Хӗрлӗҫыр/, Василий Иванович Волков, Илья Степанович Волков /Чӑваш Тӑрӑм/, Александр Иванович Синицын, Василий Алексеевич Сядуков, Виктор Иванович Беляев /Аслӑ Таяпа/, Николай Поликарпович Поликарпов /Кӗҫӗн Шӑхаль/, Аркадий Иванович Пупин /Турхан/, Александр Дмитриевич Пчелов /Исемпел/, Тихон Григорьевич Табаков /Энтепе/, Арсений Алексеевич Лисицын /Кивӗ Арланкасси/, Лидия Владимировна Баринова /Питтӗпел/, Николай Васильевич Евстафьев, Ольга Васильевна Васильева /Тӗмер/, Василий Александрович Кузьмин /Хӑвӑлҫырма/, Иван Алексеевич Алексеев /Кармал/, Петр Алексеевич Печков /Аслӑ Елчӗк/, Василий Петрович Петров /Таяпа Энтри/, Николай Сергеевич Казначеев /Вӑрӑмхӑва/, Лидия Константиновна Сидорова /Шӑмалак/.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Ку чухне эпир вӗсене, пушшех, пурне те ятран пӗлсе тӑма тивӗҫлӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсен хисепӗ те ҫулсерен сайралсах пырать, шел, 71-мӗш Ҫӗнтерӳ уявне 23 фронтовик анчах кӗтсе илме пултарчӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Вӗсенчен ҫурри каялла килӗсене таврӑнайман, ҫӗршыва паттӑррӑн хӳтӗлесе чи хаклӑ пуянлӑха – пурнӑҫне панӑ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
1418 кунпа ҫӗре тӑсӑлнӑ Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пынӑ Аслӑ вӑрҫа пирӗн районтан 8000-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Хӑватлӑ, аслӑ Ҫӗршывӑмӑр фашизма хирӗҫ ҫӗкленсен пирӗн ентешӗмӗрсем те ятне ҫӗртмен.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене пире тӑнӑҫлӑ та ирӗк пурнӑҫ парнеленӗшӗн чун-чӗререн тав турӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Палӑк умӗнчи чи сумлӑ вырӑна йышӑннӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене, уява килнӗ йышлӑ халӑха - предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ӗҫлекенсене, педагогсемпе вӗренекенсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе саламларӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Шӑп 10 сехетре савӑнӑҫлӑ митинг пуҫланчӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Ҫав вӑхӑтри - аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн, ҫамрӑксемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ ҫакӑ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Тӗслӗхрен, иртнӗ ҫул ҫӗнӗ йышши техникӑсен парадне кӑтартрӗҫ пулсан, кӑҫал Шупашкарти «Клуб ГАЗ-21» «Ретро» обществӑлла организаци ӗлӗкхи ҫулсене аса илтерекен автомобильсен куравне йӗркелерӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Уява кашни ҫын кӑмӑлне тыткӑнламалла тата килӗшмелле ирттерес тӗллевпе йӗркелӳҫӗсем программӑна кашни ҫул ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшни куҫ умӗнче.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Сӑмах май, Елчӗксем уявсене илемлӗ транспорантсемпе тухнине те республика шайӗнчи хӑнасем палӑртса каланине темиҫе хутчен илтме тӳр килнӗ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Савӑнӑҫлӑ митинг ирттерекен вырӑна тӗрлӗрен лозунг-плакатсемпе, ялавсемпе тата чечексемпе капӑрлатнӑ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксен умӗнче шкул ачисем хисеплӗ хурала тӑнӑ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
...Майӑн 9-мӗшӗнче Тӗп лапамра ирхине-ирех Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ юрӑсем янӑрарӗҫ.
Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11


