Новые
Чылай чухне районти олимпиадӑсемпе тӗрлӗрен конкурсра палӑракан хастар хальхинче хӑйӗн професси ӑсталӑхӗпе педагогӑн маҫтӑрлӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинчех, Мускаврах, кӑтартма май тупнӑ.
Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Тутар Сӑкӑтӗнчи Г. Сабитова биологи учителӗн пултарулӑхӗпе харсӑрлӑхне, тавракурӑмне шӑпах ҫак сӑмахсемпе хаклас килет.
Учитель танлăн утать, пурнăç таппинчен юлмасть // Хаҫат редакцийӗ. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html
Нумаййӑн пухӑнмарӗҫ пулин те чӑвашлӑх умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та вӑхӑт тупрӗҫ: Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахнине, вӑл республикӑна мӗнле витӗм кӳнине, ӑна тавӑрма мӗн-мӗн тума пултарнине.
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html
Тӗлпулӑвӑн малалли пайӗ ӑшӑ кафере иртрӗ — чӑваш наци юхӑмӗнче палӑрнӑ ҫынсем «Алран кайми, аки-сухи» юрра ушкӑнпа юрларӗҫ, ваттисене асӑнчӗҫ, хӗле ӑсатса ҫӑва хӑвӑртрах ҫитме йыхравларӗҫ.
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html
Чи малтанах пухӑннисем Шупашкарти Арбат урамӗнче вырнаҫнӑ юпа патне кайса ваттисене ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ, кӗлӗ сӑмахӗсене каларӗҫ.
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html
Мероприятие Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӗркелерӗ.
«Ҫӑлкуҫра» ҫӑварнине уявларӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11756.html
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Хайхисем асфальт ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапласа ҫӳреҫҫӗ.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
«Дорэкс» общество кӑна, сӑмахран, ултӑ бригада таран ӗҫлеттерет.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Ку сӑмаха шупашкартисем ҫинчен те калама пулать.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Республикӑри ҫул-йӗр отраслӗнче тӑрӑшакансем ҫак кунсенче канмалли кунсемсӗрех ӗҫлени пирки республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтерет.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Асфальт ҫинче шӑтӑк-путӑк нумайланса кайнине специалистсем сывлӑш температури кӑнтӑрла тата каҫхине хӑвӑрт ылмашса тӑнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Ҫул-йӗр юлашки вӑхӑтра япӑхланса кайнине урапа хуҫисем те, ҫуран ҫӳрекенсем те асӑрхаҫҫех.
Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html
Малтан ытла та чухӑн пурӑннипе те ҫыхӑннӑ ку.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Усалпа, ирсӗрлӗхпе тулса ҫитнӗ тӗнчере пурӑнма та тӑвӑр.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Инкек тӳснӗ ҫынпа хутшӑнусем япӑх пулсан та, «Турӑҫӑм, унӑн хуйхӑ, манӑн чӗрене те ҫемҫет», — ҫавнашкал калама вӑй ҫитермелле.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Ҫын хуйхишӗн савӑнни паян пулмасан, ыран пырса ҫапатех.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Вилӗм шӑл пӑхмасть, кирек кам килне те пырса шаккама пултарать.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Тӑшман инкеке лекнишӗн, унӑн ҫывӑх ҫынни вилнишӗн савӑнмалла мар.