Корпус чувашского языка

Новые

Усӑсӑр пӑтӑрмахланнӑ кунсене шеллевсӗр, ним пӗлтерӗшсӗр аса илнӗн, лӑпкӑн та ҫатӑртатмасӑр, таралатлӑн калаҫрӗ вӑл.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, шӑтти-патти хӑтланса хӑҫан мӑшӑрлӑ пурнӑҫ чиперленни пур! — сасси тӑн-танрах тухрӗ пулин те, тарӑхни палӑрмарӗ Кӗҫенин.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени Матвин сылтӑм аллине шыраса тупрӗ те ӑна, мӑй ҫывӑхӗнчи кӑлт-кӑлт юн тымарӗ тӗлӗнче шӑппӑн выртаканскере, танлӑн, тав тунӑн чӑмӑртарӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Епле, шанатӑн-и эсӗ ҫавна, Кӗҫени?

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӗненӳ-хуҫаланӗ унта, этемле тараватлӑх шӑлами талса тӑрӗ…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирӗн пӳрт, Кӗҫени, килйыш пӳрчӗ, анлӑ та хӑтлӑ, хӗвел ларлаттарса кӗрекен чӳречесемлӗ тирпейлӗ пӳрт пулӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӳрт купалама ҫутӑ та шултӑра, сухӑр тапса тӑракан пӗренесем кирлӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, манӑн вара сана чӗре хӳттинче туптаннине, чӑн-чӑннине, яланлӑххине ҫеҫ илттерес килет.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хуть те кунӗ-кунӗпе ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе мутаслан — пурпӗр чӗрере мӗн калланнине тӗпӗ-йӗрӗпе шӗкӗлчесе параймаҫҫӗ-параймаҫҫех вӗсем.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, сӑмахсем, сӑмахсем!..

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт, пӗлетӗн-и…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӑртакран, усӑннӑ ҫӳҫне вирелле ласт майласа, вӗҫерӗннӗ шухӑш чӗлпӗрне ҫӑмӑллӑнах тупрӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, эп мӗн… — сӑмах шыраса хӑшкӑлнӑн, тем саманта чӗптӗм те шарламарӗ Матви.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, эп мӗн тесе ҫеҫ, ара, ху пуҫларӑн та — Елькка та Елькка, терӗн.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эх, хамӑр та ҫав… ача-пӑча…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени сасси вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пычӗ-пычӗ те куҫҫулленсе чӗтренме тытӑнчӗ.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йӗкӗлтешсех, шӳтлешсех… —

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эх, Матви, чӗлхӳ ҫине ҫӑпан шӑтасшӗ…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матвин кунашкал йӗплешӗвне илтсен, ҫепӗҫленме ӗлкӗрнӗ кӑмӑлне самантрах сӗвӗрӗлтерчӗ Кӗҫени.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑлтӑртаттарса пӑхакан ҫӑлтӑрсенчен те именсех тӑман-тӑр…

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней