Корпус чувашского языка

Новые

Арҫын ачасем ӑмӑртура мала тухнӑшӑн чӑннипе те савӑннӑ, вӗсене эстафетӑри ҫӗнтерӳ малалла та ӑмӑртусене хутшӑнма хавхалантарать.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кольӑн та медальсен шучӗ юлташӗнчен кая мар.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Ку манӑн 3-мӗш медаль», – ҫӗнтерӳпе хӑпартланнине пытармарӗ Егор.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мала тухнӑ команда йышӗнчи Егор Ельцовпа Николай Кузнецов пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех кӑҫалхи ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа пачӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине «Ягодка» ача сачӗн воспитанникӗсем хӑпарчӗҫ, вӗсенчен кӑшт аяларах «Колосок» тата «Золушка» ача сачӗсене ҫӳрекенсем вырӑн тупрӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ан тив, хӑшӗ-пӗри чикеленсе те ӳкрӗ, ҫапах та маттурсем палӑртнӑ дистанцие пурте парӑнтарчӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗсем – кашни командӑра 2 арҫын ачапа 2 хӗрача – 50 метрлӑ дистанцие хавхалансах парӑнтарма тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова спорт уявне уҫнӑ хыҫҫӑнах старта чи пӗчӗккисем – ача сачӗсене ҫӳрекенсем – тухрӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫанталӑк йӗпе-сапа тӑнине пӑхмасӑр стадиона пухӑннисем ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Спорта чӑннипех юратакансем, унпа «чирлекенсем» кирек мӗнле лару-тӑрура та йӗлтӗр сырма хатӗр.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Иртнӗ шӑматкун та стадион пушӑ тӑмарӗ: сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансем черетлӗ тупӑшӑва – эстафета мелӗпе иртекен Шупашкар район чемпионатне – васкарӗҫ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кӳкеҫри йӗлтӗр трасси ҫинче кашни канмалли кун тенӗ пек ӑмӑрту иртет.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сӑлтавӗ те пур – пӗрисем вӑрман ҫывӑхӗнчи уҫӑ сывлӑша кӑкӑрпа туллин сывласа киленнӗ хушӑра теприсем ӑсталӑха тата ытларах туптама тӑрӑшаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем вара кӑтартусене лайӑхлатассишӗн, тепӗр ӑмӑртура тата курӑмлӑрах тупӑшассишӗн тимлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах хӗл кунӗсенче урана йӗлтӗр сырма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Эстафета йӗлтӗрҫӗсене пӗр ҫӗре пухрӗ.

Помоги переводом

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вячеславпа Петр Романовсем купӑс каласа тавралӑха илемлӗ кӗвӗпе янӑраттарчӗҫ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кар! сырса илчӗ ӑна халӑх, унтан юрласа-ташласа ҫунтарса ячӗ, кӑвайт урлӑ сиксе савӑнчӗ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Катемпие Атӑльяла кӳмеллӗ мотоциклпа Вячеслав Плотников «лартса ҫитерчӗ».

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Юр ҫинчи кӗрешӳре Лилия Матюшкинӑпа Дима Романов палӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫитӗннисенчен Владимир Матюшкин команди малта пулчӗ.

Помоги переводом

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сайт:

 

Статистика

...подробней