Корпус чувашского языка

Новые

1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче районтан вӑрҫа 10 хӗр тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑй ҫитнӗ таран колхозра ӗҫленӗ, салтаксем валли ӑшӑ тумтир хатӗрленӗ, сандружинницӑсен курсне ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Пуҫне усман хӗр.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Арҫынсем фронта тухса кайнӑ май тылри канӑҫсӑр кунсем пуҫланнӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Маша 20 ҫулта пулнӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Пӑва хулинчи медучилищӗре вӗреннӗ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑл Лаш Таяпа ялӗнче 1921 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Паттӑр комсомолкӑсенчен пӗри - Мария Григорьевна Емельянова.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Комсомолкӑсенчен чи малтан вут-ҫулӑм хирне ҫаксем тухса кайнӑ: Мария Тихонова, Ольга Шашкова, Зинаида Степанова, Римма Константинова тата ыттисем.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме кӑмӑл тунисен йышӗнче - районти парти организацийӗн ҫур йышӗ, ҫӗр-ҫӗр комсомолец.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Чылайӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе фронта кайма ҫырӑннӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑрҫӑн пирвайхи кунӗнчех Елчӗкри пасар лаптӑкӗнче митинг иртнӗ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

1941 ҫул вӗҫӗнче, фашистсем Мускав патне ҫитсен, Чӑваш ҫӗрӗ вӑрҫӑ ахрӑмне ҫывӑх тӑнӑ: кунта окопсем чавнӑ, вӑйпитти арҫынсене фронта ӑсатнӑ, эвакуаци йӗркипе килнисене йышӑннӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Кунта совет тылӗ ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ нумай хӗр пулнӑ.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫапла майпа вӗсем кӑҫал та, ытти ҫулсенчи пекех, район кубокне ҫӗнсе илчӗҫ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑйӑ 4:0 шутпа Елчӗк команди ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Елчӗк футболисчӗсем тӑтӑшах тапӑнса вылярӗҫ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Ҫапах та иккӗмӗш таймра вӑл та командӑна хӑтарса хӑвараймарӗ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Сӑмах май каласан, Ҫирӗклӗ Шӑхаль вратарӗ малалла пӗр йӑнӑшсӑр вылярӗ, гол кӗртмелли чылай самантсенче пултарулӑхне кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Елчӗк команди ҫӗнтерчӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Сайт:

 

Статистика

...подробней