Новые
Грипп йывӑрланман чухне температура 3–4 кунран чакать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Каярахпа сӑмса питӗрӗнет, ӳсӗрнӗ чухне пыр уйрӑмах ыратма тытӑнать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Вӑл кӗтмен ҫӗртен пуҫланать, ӳт-пӳ температури 39-40 градуса ҫити хӑпарать, мышцӑсем, куҫсем ыратаҫҫӗ, тар вӑйлӑ тухать, вӑй-хал чакать, пуҫ ыратать.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ҫавӑнпа хӑвӑр чирлесен, килте гриплӑ ҫын пулсан тата урамран киле кӗрсен алла тӑтӑшрах ҫумалла.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Чире пуҫласа яракана А вируса, тепӗр майлӑ H1N1 е сысна грипӗ тесе калаҫҫӗ.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ватӑсен пичӗ-куҫӗ савӑнӑҫ куҫҫулӗпе тулчӗ, вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗн артисчӗсене вӗсем тимлӗх уйӑрнӑшӑн чӗререн тав турӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вара «Шанчӑк» ушкӑн Ҫавалкасри ватӑсен ҫуртӗнче пулчӗ, кинемипе-кукаҫисене уяв ячӗпе саламларӗ, парне вырӑнне юрӑсем шӑрантарчӗ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Унӑн йышӑнче – Алевтина Федорова, Зоя Николаева, Надежда Толстова, Валентина Петрова, Галина Анисимова, Юлия Михайлова.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ушкӑна йӗркелесе яраканӗ – Лидия Иванова.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Тӗрлӗ сферӑра ӗҫлеҫҫӗ пулин те вӗсене пӗрлештерекенни – чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисене, юррисене упраса хӑварасси, ҫамрӑксене вӗрентесси.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ял халӑхӗн канӑвне йӗркелес ӗҫре, культура шайне ӳстерес енӗпе хӑйсен пысӑк тӳпине хываҫҫӗ вӗсем.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Каласа хӑвармалла, ку ушкӑна Ҫавалкас ялӗнчи чи пултаруллӑ та маттур хӗрарӑмсем пухӑннӑ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ пикесем ял ҫыннисене халӑх юррисене шӑрантарса пачӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
«Шанчӑк» пултарулӑх ушкӑнне те залра ларакансем тарават кӗтсе илчӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ачасем пухӑннисем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хак панишӗн хӑпартлансах кайрӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Шӑпӑрлансем сцена ҫине ковбойсем те, чикан майрисем те пулса тухрӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ача садне ҫӳрекенсем хатӗрленӗ ташӑсене куракансем уйрӑмах хапӑлларӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Уяв программине Ҫавалкасри «Ҫеҫпӗл» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем, Туҫи Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем, Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхӑн, Кивҫурт Мӑратри пултарулӑх ушкӑнӗсем, вырӑнти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем йӗркелерӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Хӗрарӑм-аннесем, асаннесем, кукамайсем, хӗрсем ячӗпе ҫав каҫ чи ҫепӗҫ те ачаш сӑмахсем илтӗнчӗҫ, юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ, шӳтсем пулчӗҫ.
Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Уяв программине хутшӑнакансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ.