Новые
Куҫ ани те, пурнӑҫ та пулас мар-тӑк ҫӗр ҫинче?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Енчен те ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ пӗтес-тӗк, ҫӗтес-тӗк тӑнчах куҫ анинчен?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Андрей Васильевич…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак кӑвак-кӑвак планета ҫинче вара — Дина пур, Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш ялӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗмӗр-ӗмӗр, татти-сыпписӗр ҫапла — хӗвел, кун-ҫӗр, сывлӑш.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗвел тухать, хӗвел анать — кун килет, кун каять — ҫӗр ҫаврӑнать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн тума чӑмӑртаннӑ вӑл ҫак аслӑран та аслӑ тӗнче, кам, валли, кам ятне?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑҫта, хӑш тӗлте унӑн вӗҫӗ-хӗрри, урлӑшӗ-тӑршшӗ?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑнкарайнӑ чухлӗ ӑнкараять пулин те, кас-кас пуҫне шӑнӑҫтарса ҫитерейместех ҫак аслӑран та аслӑ тӗнче тытӑмне Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Дина ҫак мӑн кустӑрман пӗр шӑлӗ, ун ҫаврӑмне ӑккарса ун ҫаврӑмӗпе маттурланаканӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эппин, Дина та ыткӑнать ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗпе ытамлӑн, ҫак Типӗҫӗрсемпӗ, шыв капламӗсемпӗ мӑн кустӑрмапа пӗрле?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вӗҫет Ҫӗр чӑмӑрӗ, хӑй тӗнӗлӗ тавра вӑр-вӑр-вӑр ыткӑнать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӑн чӑмӑр лаптӑкне вырнаҫнӑ типҫӗрсемпе шыв капламӗсем пурте лӗр харӑс вӗл-вӗл-вӗл ҫаврӑнма тытӑнчӗҫ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Алӑк ҫывӑхӗнче тӑраканскер, тӗпелте, сылтӑмра, ларакан глобус патне васкамасӑр пычӗ те хӗр ӑна аллин пӗтӗм сулӑмӗпе вӑр-р! ҫавӑрса ячӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Глобус!..

Вунӑ ҫулталӑк!..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Класс!..

Амӑшӗ те пӑрахса кайрӗ, ав, Ҫуткас ҫутине яланлӑхах, хӑй те, Дина, вутлӑ юрату вучӗпе сасартӑк антӑхса, сисӗмлӗ чӗрине сасартӑк кӗллентерсе пӑхрӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӗнтӗ, ав, лайӑх, тӑнк! ҫӑмхаланма тытӑннӑ ҫирӗп ҫипех умлӑ-хыҫлах икӗ тӗлтен шарт! татӑлса кӑтартрӗ-ха.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗнетме, чиперлетме килчӗ-ши вӑл, пурӑнан пурнӑҫа е ҫӗнни, чиперри хӳттинче йӑшаланма, йӑмшакланма кӑна?..