Новые
Чи-чи хаклӑ, салатма-сапалама юраман пурлӑха упранӑ, сыхланӑ евӗр, ялан-яланах упрӗ ӑна, сыхлӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Памӗ хӑвӑрт-хӑвӑрт улшӑнса пыракан кун черетне тӑван амӑшӗн тӑванран та тӑван сӑнарне тӗссӗрлетме.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Иртӗ-и уйӑх хыҫҫӑн уйӑх, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк, кунтах юп курӗ-и Дина, малалла ӑс пухма аякка-аякка тухса кайӗ-и — пурпӗрех нихӑҫан-нихӑҫан та манмӗ хӗр тӑван амӑшне, вӗҫӗм-вӗҫӗмех унӑн сӑлайлӑ ӑшӑнчӑкӗне ӑшӑнӗ, тараватлӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе хавхаланӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗ!..

Ҫут тӗнче пур, эппин, хӗвел пур, аслӑ-аслӑ кун ҫути пур…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫут тӗнчене ҫуралнӑ, кун ҫутипе ытлӑхланнӑ чӗрӗ чунӑн ҫеҫ чунӗ пур.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла, тӗлӗ-йӗрӗпе ӑнланаймасть пулин те ку вӑрттӑплӑха Дина, ҫакна вара тӗшмӗртет-тӗшмӗртетех хӗр: ҫут тӗнчере мӗн чӗрӗ — ҫав япалан ҫеҫ чунӗ пур; ыратать-и унӑн вулли-кӗлетки, туять-и вӑл сивве-шӑрӑха — ҫав ҫеҫ кун ҫутине сисӗмлеме, чӑнлӑхлама пултарать: ытти — хӑть пусахла, хӑть вӑйрат мимене хӗреслӗ-пирлӗ — чӗрӗ чун хӑтлантарӑшӗ анчах, шухӑш вӗҫевӗ, кӑмӑл ҫуначӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑҫтан пулайтӑр-ха ҫуралайман чунӑн ӑнӗ-тӑнӗ?..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тен, ҫӳреместчӗ те апла-капла?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӳреетчӗ пуль ӗнтӗ вӑл ҫуралайман чунӗпе тавҫӑрма та, ӑс ҫитерме те пултарайман пӗр-пӗр пушӑлӑхра?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ашшӗпе амӑшӗ Ҫӗпӗрӗн-Иркутскӑн паллашайман-тӑк, тен, ҫут тӗнче ҫутипе киленме те пӳрейменччӗ ӑна?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калӑпӑр, сӑмахран, Елькка хреснамӑшӗ пулсан?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Е, ку амӑшӗ мар, амӑшӗ вырӑнне пачах та урӑх хӗрарӑм пулнӑ-тӑккин?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Епле питлӗ-куҫлӑ, епле сасӑллӑ-кӗлеткеллӗ килетчӗ-ши Дина ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене амӑшӗ пулман пулсан?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хытса, тӗлӗнсе йӑванса каймалли ҫутӑ тӗнче!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗ!..
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хуйхӑпа хуҫӑлса авӑннӑран, шухӑшлас мар-шухӑшлас мар тенӗ ҫӗртенех шухӑшлать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шухӑшлать Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ыррин те, шанчӑкӗн те ҫулӗ-йӗрӗ, ав, кунта килсе такӑнчӗ иккен: пурӑнас ҫынран юлнӑ пӗртен-пӗр мӑкӑрӑлчӑк, тӗмеске.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ырра ҫеҫ, шанчӑка ҫаҫ телейленетчӗ амӑшӗ.