Новые
Ытла та, вӗри этем те вӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
(Дина, ахӑр, Нинӑн шӑп та лӑп вӑрттӑн ӗмӗтне пахаларӗ-тӗр.) — Те йӗркене кӗрсех пӗтейӗ ӗнтӗ вӑл?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Темӗн, — хӗр каяла хавхалантарнипе тӑрук аванмарланса кайрӗ Нина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗтме ҫеҫ чӑтӑмна ан ҫухат, ҫирӗп пул…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӑтрашӑнса, чӗринчи хывӑха алласа ҫӳрӗ-ҫӳрӗ те — таврӑнӗ, ак, сан патнах…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн та чунӗ чул мар-тӑр, пӗлеп.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑех пырса пуҫҫапӗ-ха, ак, Виталий.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Каларӗ тесе калӑн, майлашӑнса каять, ак, курӑн.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ачу пур сан халь, чун килтермӗшӳ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эс шутсӑрах ан хуҫӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Нина…

— Нина… — йӑпатасла тинкерсе пӑхрӗ ун ҫине хӗр.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тапратас, каласа чарас-тӑк ҫав каҫри пӑтӑрмаха — каллех усӑсӑр пӑшӑрхану Нинӑшӑн, каллех чун асапланӑвӗ, ытлашши куҫҫуль уншӑн.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнпа апла-капла тапратас та темерӗ Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗншӗн тесен туять, сисет хӗр чӗри: вӗсем иккӗшӗ, Нинӑпа Виталий, пӗр-пӗрин сывлӑшӗшӗн ҫуралнӑ; ку аптрашкилле вӑхӑт та вӗсемшӗн — самантлӑх уксахлу кӑна, йӑлт иртсе ҫухалмалли кӑптӑрмӑш.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Шанать, ӗненет Дина: Виталипе Нина, акӑ, иккӗшин хушшинчи тирӗк-кашӑка шӑкӑртаттара-шӑкӑртаттара хӑшкӑлсан, чӑмӑртанӗҫ-чӑмӑртанӗҫех пӗр чӑмӑра, пӗрлешӗҫ-пӗрлешеҫех пӗр ҫемьене.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пусахласа ыйтсан та!
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нинӑн ахаль те ыратман кунӗ иртмен чӗрине пушшех те ҫивчӗрех ҫӗҫӗпе чашлаттарма-и?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Калӗччӗ, тӑнлантарса парӗччӗ вӑл Нинӑна ҫав каҫ Виталипе хӑй кӑрарах, сивлекрех пулнине, Динӑсен хапхи умӗнче йӗкӗт харкашса, ҫапӑҫса, чышкӑпа хӑмсарӑшса ҫӳренине — анчах та мӗншӗн?
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Машинӑпа та сирпӗнчӗ, ,халӗ те, — Виталин ҫав каҫри пӑтӑрмахӗшӗн хӑйне те самаях айӑплӑн туять Дина.