Новые
(ара, кунтах, куҫ умӗнчех, пӳртрехчӗ вӗт-ха амӑшӗн сӑнӗ-пичӗ, кӗлетки; тути ҫинчӗн вӑҫерӗннӗ юлашки сыпкӑм сывлӑшӗ те куҫкӗскине тарлаттармалӑхах ҫывӑх-ҫывӑхчӗ, чун таврашӗнчехчӗ) — халӗ, ак, кӗчӗ те, хупӑнчӗ те Дина ҫурма сӗмлӗхе тӑр-пӗччен — унӑн пуҫӗ тӑрне сасартӑк ту чӑнкӑшӗнчен кӗрлесе; ҫӗмӗрӗлсе анакан юр катрамӑсем евӗр темӗн хӑрушши те темӗн сӑмсӗрри хыттӑн-хыттӑн тӑкӑнма, кӳпкеме-кӳплетме тытӑнчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Нуши-асапӗ йӑтӑнса анасса пӗле тӑркачах, хӑтӑлас тесессӗн те унтан ниепле те хӑтӑлма май ҫуккине кура тӑркачах — пурччӗ пек ҫак виҫӗ кун тӑршшинче шанчӑк, асам ярт! ҫуталса илессе кӗтсе амаланатчӗ пек чӗре хӳттинче темӗн .
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Туймах та, сисмех те, тӗпленсе шухӑшламалӑхах вӑхӑчӗ те тупӑнсах тупӑнманччӗ, ахӑр, синкерлӗ вӗҫе-вӗҫ ҫав юхӑмра.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чупнӑ ҫӗрте чупса, утнӑ ҫӗрте утса ӗҫлесе, ҫак йывӑр тиевлӗ виҫӗ кун епле иртсе кайнине те пӗтӗм туйӑм-пӗлтерӗшӗпех туйсах-сиссех ӗлкӗрейменччӗ-ха Дина.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хушу параканӗ те, сӗнӳ итлекене те пулнӑччӗ вӗсем хреснамӑшӗпе иккӗшӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗ ҫывӑхӗнче, хуйхӑллӑ тапхӑрта кил-ҫурт таврашӗнче мӗн-ку тытса тумалли тупӑнӗ тесе, ӗнер те, виҫӗмкун та уроксене килсе курӑнманччӗ Дина, тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе пӗрле тӗпел кукринче, ӑҫта кирлӗ ҫавӑнта кӗрмешнӗччӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑтлӑ класра, тӳлек.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ку ҫутӑ, лӑпкӑ-лӑпкӑ тӗлӗрӳ пек, партӑҫем хушшине, класс кӗтессисене сӑпай-сӑлай сапаланса тухнӑ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урамри юпа тӑрне ҫакса янӑ электричество лампочки — хунар теме те юрӗ ӗнтӗ ӑна — шкул умне, виҫӗ чӳрече хашакне тирпейлӗн, сулхӑннӑн ҫутатать.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Класра ҫурма тӗттӗм.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Утас йӳтӗмпех хӗр аслӑ урамран тӑвалла тапаланакан тӑкӑрлӑка тухрӗ, тин ҫеҫ чӑмӑртанакан ҫӗнӗ каса ҫитрӗ, шкул картишне кӗрсе, хӑйсем вӗренекен класа хӑпарчӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Амӑшӗ!..

Амӑшӗ!

Чуна тӑван, юна хурӑнташ тарават-тарават ӑшӑ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑҫта кӑна ая пӑх, хӑш енлелле кӑна куҫ ан ывӑт — пур ҫӗрте те, пур ҫӗрте те, анлӑ-анлӑ, ҫывӑх-ҫывӑх ӑшӑ — амӑшӗн ӑшши.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑш хушшинчи ҫырма пуҫӗнче тахҫантанпа-тахҫантанпа ларакан ак ҫак лаштра-лаштра йӑмрара та, ҫутисем тулалла тапса тухнӑ йӑлтӑр-йӑлтӑр пӳртсемлӗ урамра та, Анат Сӑрмӑшпа Тури Сӑрмӑшра хӑйӗнче те.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫав ӑшӑ, ҫав вышкайсӑр пысӑк-пысӑк ӑшӑ — пур ҫӗрте те, пур ҫӗрте те.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӗнче кӑваклӑхӗ евӗр пысӑк-пысӑк та хӗвел кӑварӗ евӗр нихӑҫан-нихӑҫан сивӗнмесле аслӑ-аслӑ ӑшӑ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ашши ҫеҫ пур.