Корпус чувашского языка

Новые

Кас-кас йӗрӗ, макӑрӗ тӑрса, анчах самант та лӑш пулса лармӗ вӑл, вӗҫӗмех, вӗҫӗмех малалла утӗ, шав тӑвалла, шав тӳпенелле талпӑнӗ.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗльюн-и, мӗльярд ҫул-и аталанӗ этемлӗх хӗвел хӳттинче, анчах та вӑл нихӑҫан-нихӑҫан та аталанма пӑрахмӗ.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ай-яй, пуҫ ватмӑшлӗ.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑрттӑн та эсӗ, кӑт-кӑс та.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑйлӑ та эсӗ, тертлӗ те!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Уҫлӑх!

Ишет ҫав кӳлӗ-тӳпере пин-пин ҫӑлтӑр, кумать мӗн кумма пӳрнипе пушӑлӑхра.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Выртать пуҫ тӑрринче кӑвак-кӑвак тӗлӗнтермӗш, капламлӑ-капламлӑ кӳлӗ-тӳпе.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Лӑс-лӑс-лӑс тӑкӑнать этем ӑшӗ-чиккине кун ҫути, лӑс-лӑс-лӑс сӑрӑлтатать ҫӗнелӳпе пӗтӗм анлӑш.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Таҫта та, таҫта та ӗрчев.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Реххет сана тӗнчере пурришӗн, тав!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пур ҫумне пур хушакан вӗри те ытарайми пурӑнӑҫ!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, тӗвӗлен, тӗвӗленмелли тӗвӗ, тачӑрах, эппин, арӑслан, арӑсланмалли шанчӑк, хӗвеллӗрех!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пур-тӑк эсӗ тавралӑхра, пур-тӑк эсӗ ӑспа та, чунпа та капашма май ҫук виҫесӗр инҫетлӗхре — эппин, пурӑнатӑн эсӗ, ҫут тӗнчен чи пӗлтерӗшлӗ те чи мӑн хаваллӑ, ҫирӗп тӗвви — этем.

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эй, нихӑҫан-нихӑҫан та сӗвӗрӗлми, эй, нихӑҫан-нихӑҫан та иксӗлми асам!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Илем, пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ-хӗрри те курӑнман, шав малаллах, шав тӑваллах капланакан-ҫӑмхаланакан тӑрӑс-тӑрӑс илем!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ытарайми, чӑп-тулли хӗпӗртӳпе ҫиҫекен, ҫунат ҫапса савӑнакан ӗмӗр-ӗмӗр чӗрӗ пурнӑҫ!

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурӑнӑҫ!

Чӗлтӗр-чӗлтӗр шурӑ ҫеҫкеллӗ, симпыл шӑршиллӗ лаштра-лаштра улмуҫҫи; пулас тырӑ-пулӑпа сӗткенленсе хумлӑ-хумлӑ хум хӑвалакан пулӑхлӑ, телей еккиллӗ пусӑ; йӑр-йӑр тӑри сассиллӗ, йӑн-йӑн сӗрме купӑс чунӗллӗ чӗнкӗл-чӗнкӗл, шӗнкӗл-шӗнкӗл ҫырма, ҫӑл пырӗ; куккук куклатӑврллӗ, вунҫиччӗри хӗр кулли евӗр янкӑр-янкӑр сывлӑш; тӑрна куҫӗ пек тӑп-тӑрӑ тӳпери сехет те, ҫеккунт та лӑш курман кӑлтӑр-кӑлтӑр хӗвел…

Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗвӗ…

Сайт:

Статистика

...подробней